Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртнӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Тырӑ вырнӑ ҫӗре каяс килчӗ, ҫуран утас килмерӗ. Атте епле ӗҫленине пӑхса тӑнӑччӗ те, хам туса пӑхрӑм, аппалансан хурҫӑ утӑм сас пачӗ», – аса илет Владислав темиҫе ҫул каялла пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

Владимировсем – ӗҫчен те тӑрӑшуллӑ ҫемье // Вера ВАСТЕРОВА. https://kanashen.ru/2024/04/26/%d0%b2%d0 ... %8c%d0%b5/

Кистенлӗ ялӗнчи вӑтам шкулта «Таса алӑсем – сывлӑх никӗсӗ!» акци иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Кистенлӗ ялӗнчи вӑтам шкулта "Таса алӑсем – сывлӑх никӗсӗ!" акци иртнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/syvl-khl-pur ... tn-3714239

Капла пулса иртнӗ хыҫҫӑн, тем вӑрланӑн, Тамара чӗмсӗрленсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Пин те тӑхӑрҫӗр хӗрех пӗрремӗш ҫулхи хура кӗркунне тантӑшӑмсемпе «Хӗрлӗ улахра» ларни те, пӗчӗк йӑмӑкӑм, паян пулса иртнӗ ӗҫ пекех куҫ умӗнче, — ассӑн сывлать тӑлӑх хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Иртнӗ эрнере суд пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вылямалла-кулмалла тӗпчемест иккен вӑл «вылямалла та кулмалла» пулса иртнӗ ӗҫ пирки.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Иванов, — пуҫне ҫиллессӗн ухать директор, — мӗн пулса иртнӗ Алмазовпа сан хушӑра, а?

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Пурнӑҫра ним те татӑклӑн. ӗмӗрлӗхех вӗҫленмест; ӗлӗк-авал пулса иртнӗ, историре палӑрса юлнӑ ӗҫсем тахҫанах вӗҫленнӗ пек туйӑнаҫҫӗ, анчах пӗлтерӗшӗпе те тӗллевӗпе малалла тӑсӑлаҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

6 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Иртнӗ уйӑхра темле улатакка вӗҫсе килсе лӗпкерен тавкаса хӑварчӗ те, пуҫ мимине кисрентерчӗ те, — текелет, — ҫавӑнтанпа ман мимере — вакуум.

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Иртнӗ эрнере кун пирки эпир санпа калаҫнӑччӗ-и?

Куҫарса пулӑш

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Иртнӗ вӑрҫӑра атакӑна тухнӑ салтак такӑнса ӳксен те тӑрса малалла вирхӗнме пултарнӑ-тӑк, хальхи салтакӑн ҫур ҫеккунтлӑха такӑнса ӳкме ирӗк ҫук Тӑван ҫӗршывӑмӑр умӗнче.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Халӗ ҫарта, иртнӗ вӑрҫӑри пек: «Атакӑна тухнӑ тӑшмана ҫывӑхарах ярар та, кайран кар тӑрса, сасартӑк ҫапса салатар» темелли ҫукпа пӗрех.

Куҫарса пулӑш

2 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Тӑрантас, унччен иртнӗ тӑрантас йӗрне йӗрлесе, утаралла ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Мунчапа кӗлет хушшинче йӑпӑр-йӑпӑр чупса иртнӗ шӑши йӗрӗ ытарма ҫук тӗрӗ пек курӑнса выртать.

Куҫарса пулӑш

Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

— Ух, — кӑмака ҫумӗпе иртнӗ чух Услантӑр мучи ҫӑпата калӑпӗнчен кӑшт кӑна патвартарах мӑнукӗсене пуҫран шӑлса иртет, — сирӗн ытла чӗрӗ те йӑлтӑр-йӑлтӑр куҫӑрсене курсан, чунпа юнра тем вӗриленсе каять.

Куҫарса пулӑш

Пӗрремӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Конкурс районти вӗренӳ организацийӗсен ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене йӗркелес тӗллевпе иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

"Эпӗ ҫул-йӗр юхӑмӗн правилисене ӳкеретӗп" ӳкерчӗксен конкурсӗ вӗҫленнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/konkurssem/2 ... nn-3752017

Ҫавӑнпа ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ унӑн кунта иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ вырӑнне шкулта тупнӑ // Анатолий Краснов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%bf%d1%8 ... %bd%d3%91/

Авари пулнӑранпа 38 ҫул иртнӗ пулин те ҫав хурлӑхлӑ кун ҫынсен асӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%ba%d0%b ... %83%d1%80/

Аслӑрах ӳсӗмрисем 1986 ҫулхи апрелӗн 26-мӗшӗнче Чернобыльти атомлӑ электростанцире пулса иртнӗ аварие лайӑх астӑваҫҫӗ пулӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни тапхӑртах паттӑрсем пур // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/04/26/%d0%ba%d0%b ... %83%d1%80/

XX ӗмӗрте халӑх тумӗнче тӗрлӗрен улшӑнусем чылай пулса иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Паянхи капӑр тум // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех