Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иртеҫҫӗ (тĕпĕ: ирт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Паттӑрлӑхпа хӑюлӑх урокӗсем халӗ пур ҫӗрте те иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Каларӑм ӗнтӗ, Ҫӗр ҫинчи пур инкек-синкек те, киревсӗр, тискер, хура ӗҫсем те Аслӑ Шуйттан пуҫарнипе, хӗтӗртнипе, йӗркеленипе пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗрпе Полина уроксем хушшинчи тӑхтавсенче юлташӗсем хушшинче пӗр-пӗрне куркалаҫҫӗ-ха, анчах пӗр-пӗринпе таппа-хирӗҫех тӗл пулсан чӗлхисене салтма хӑймасӑр ҫӑварӗсене шыв сыпса ҫеҫ иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫап-ҫутӑ асфальтлӑ ҫул тӑрӑх тӗрлӗ машинӑсем вӑшлаттара-вӑшлаттара иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Пӳрт умӗнчи чие йывӑҫҫисен леш енӗпе, карта тулашӗпе, иккӗн — каччӑпа хӗр — утса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Пединститутра лекцисем шӑпах каҫпа пулса иртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен студентсен ҫурри яхӑн пайӗ кӑнтӑрла учрежденисенче ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Халӑха паракан пулӑшӑвӑн тӗсӗсене ҫӗнетес тата пахалӑхлӑрах тӑвас, ку енӗпе пысӑк тӑрӑшулӑхпа ӗҫлекенсене палӑртас тӗллевпе НФЦ ӗҫченӗсем хушшинче тӑтӑшах конкурссем иртеҫҫӗ, унта ӗҫченсем хастар хутшӑнса малти вырӑнсене тивӗҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Колоннӑри ҫынсенчен ҫӳлерехре пӗчӗк ачасен пичӗсем курӑнаҫҫӗ, ялавсемпе плакатсем, лозунгсем мӗлтлетсе иртеҫҫӗ

Поверх нее плыли лица детей, знамена, плакаты, лозунги…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Столовӑй умӗнче тытӑҫусем тӑтӑшах пулса иртеҫҫӗ.

У столовой происходили драки.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Вӑл тарӑхнипе шкулах кайрӗ, анчах унта халь темле тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ иккен.

Полная негодования, она направилась в школу, но там происходили какие-то необычайные события.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Куракансем умӗнчен ак йӑраланчӑк Пенишора, питне помадӑсемпе сӑрланӑ Стурза, йӑпӑлти Дудэу утса иртеҫҫӗ.

Перед зрителями уже прошли пентюх Пепишора, напомаженный Стурза, подлиза Дудэу.

Иккӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лешсем шалалла иртеҫҫӗ, Тимахви чӗрине итлесе пӑхаҫҫӗ, температурине виҫеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫын ҫинчи — йывӑҫ ҫинчи // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 57–62 с.

Палламан хӗр-арӑмсем ун ҫине ӑмсануллӑ куҫпа пӑхса иртеҫҫӗ, паллакантараххисем: «Салам, Лавр Кузьмич!» — теҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Шупашкар тӗлӗнче вӑл тап-таса, унӑн сенкер хумӗсем ҫинче хӗвел шевли вылять, шурӑ пӗлӗт таткисем ишсе иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Кунта граждансен, колхозсен пухӑвӗсем иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Культура ӗҫченӗ – хисеплӗ юбиляр // П. ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/01/17/%d0%ba%d1%8 ... %8f%d1%80/

Трибуна умӗн колонна хыҫҫӑн колонна «ур-р-ра!» кӑшкӑрса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Сывӑ пул, хаклӑ ывӑлӑм Сергей // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Аяларахран шуса килекеннисем чиркӳ хӗреснех перӗнсе иртеҫҫӗ, анчах ванса-саланса каймаҫҫӗ, хӑватлӑ ҫил вӑйне парӑнса, шавах малалла куҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул ҫинче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Объектӑн ертӳлӗх хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ шайра йӗркелесе пынине тӗпе хурса, ҫулсерен тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ, кулленех паха проектсем пурнӑҫланаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шуршӑлта вырнаҫнӑ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗллӗ мемориал комплексне 50 ҫул ҫитнӗ ятпа Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2022/12/14/a-g- ... chll-memor

Ту енчи мӑрсасем тӗлӗнсе итлесе ларчӗҫ: ав мӗнле ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ иккен Хусан ханлӑхӗ пулнӑ ҫӗр-шывра!

Куҫарса пулӑш

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тепӗр чухне пӗр кун хушшинче, эрнере е уйӑхра ӗмӗр шухӑшлаттаракан ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех