Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ирпе (тĕпĕ: ир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эп ирхине тӑтӑм та, чӳречерен пӑхрӑм та шалтах кайрӑм аптраса: палан ҫинче ҫич улма тӑчӗҫ ирпе ҫакӑнса, кайран куҫнӑ темшӗн-ҫке чие йывӑҫӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Пӳрт тӑрринчен ҫеҫ ирпе ӗмкӗч пӑрӗ тӑсӑлать.

Куҫарса пулӑш

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Тем ун пек пулакан марччӗ-ҫке ирпе, шутлать мучи, ҫанталӑк улшӑнать-и, тем.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ ӗҫ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Вӑранса кайрӑм та ирпе, тӑнласа выртатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫула тухас умӗнхи ирпе вӑл хӑйӗн планетине нихҫанхинчен те хытӑрах тӑрӑшса тирпей-илем кӳме шутларӗ.

В последнее утро он старательней обычного прибрал свою планету.

IX // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Унтан пӗр ирпе, шӑп та лӑп хӗвел тухнӑ самантра, вӑл папкине уҫса янӑ.

И вот наконец, однажды утром, едва взошло солнце, лепестки раскрылись.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Куна эпӗ тӑваттӑмӗш кунхине, ирпе, сан сӑмахусенчен ӑнланса илтӗм:

Я узнал об этом наутро четвертого дня, когда ты сказал:

VI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Ирпе ҫумӑр ҫӑвать.

С утра идет дождь.

Ҫанталӑк ҫинчен мӗн пӗлмелле // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Ирпе 7 сехетре эпӗ ӗҫре.

Куҫарса пулӑш

Тӑван тӑрӑх чуна ҫывӑх // Елена ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%82a%d0% ... b2a%d1%85/

Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче паян ирпе пӗлтернӗ.

Об этом сообщается на одном из каналов в Телеграме сегодня утром.

Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ // Таисия Ташней. Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ

Лӑпкӑ тӳлек ирпе Мӑшӑр куккук сасси Ыйхӑран вӑратса Ҫӗнӗ куна чӗнни.

Куҫарса пулӑш

Асӑмра // Людмила Романова. https://sutasul.ru/articles/vulakan-pult ... ra-3324267

Паян ирпе кӑна харӑсах ҫиччӗн тухса кайрӗҫ, вӗсен койкисене те пуҫтарман-ха.

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Ирпе тӑрсан, карӑнса илетӗп пӗрре…

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ирпе ҫичӗ сехетре вӑранма, килти ӗҫ тума, Анна Ивановнӑна итлеме тин хӑнӑхнӑччӗ, сасартӑк ни пӗрле вӗренекенсем, ни пурӑпа доска, ни кулмалӑх пулӑмсем ҫук.

Ведь только-только привыкли просыпаться в семь утра, делать домашнее задание, слушаться Анну Ивановну, и вот тебе – ни одноклассников, ни мела и доски, ни веселых историй.

Учительсем // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/572

Ҫынсен ҫывӑрас пулать, ирпе ирех ӗҫе каймалла, эсир ним ҫине те пӑхмастӑр.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Сасартӑк, тревога янрарӗ ирпе.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Иккӗмӗш хут Аванкай мучи Килтеше акӑ паян ирпе килсе ҫитрӗ.

Куҫарса пулӑш

Кивӗ кӗрӗк ҫӗннине сыхлать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Шӑпчӑк ирпе хитре юрлать.

Куҫарса пулӑш

Юлашки шӑпчӑк юрри // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачине ыран ирпе илсе килсен лайӑхрах пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

…Тепӗр кун ирпе сарлака хулпуҫҫиллӗ хресчен хӗрачана уй хапхинчен кӑларса Килтеш еннелле ӑсатса ячӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех