Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инҫе сăмах пирĕн базăра пур.
инҫе (тĕпĕ: инҫе) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ну, эпӗ ҫавӑнтах Мускавран Владивостока темиҫе сехет хушшинче вӗҫсе ҫитме пултаракан самолет-гигантсем пуласси ҫинчен фантазиллерех калаҫса илтӗм, ун пек самолетсем валли ҫӗнӗ йышши топливо кирли ҫинчен ӑнлантартӑм, вӑл топливо питӗ хӑвӑрт, питӗ ҫӳлте тата питӗ инҫе вӗҫме май парасси ҫинчен каларӑм.

Куҫарса пулӑш

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хутса ӑшӑтмалли тапхӑр пуҫланасси те инҫе мар.

Куҫарса пулӑш

Хӗле хатӗр пулмалла // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d1%85e%d0% ... %bb%d0%b0/

Кунта ӗҫлекенсем УАЗ автомашинӑна юсаса гуманитари пулӑшӑвӗпе пӗрле инҫе ҫула ӑсатнӑ.

Куҫарса пулӑш

Округ пурнӑҫӗ // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/09/08/%d0%be%d0%b ... %bdace-11/

Ҫӗнӗ ҫул ҫитесси те инҫе юлмарӗ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Каҫ пуласси инҫе те мар.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Часах ҫӗнӗ Клондайк ҫинчен хыпар ҫак вырӑнтан чылай инҫе сарӑлнӑ, Кубер-Педине пӗтӗм континентран халӑх килме тытӑннӑ.

Вскоре весть о новом Клондайке разнеслась далеко за границы этого места и в Кубер-Педи потянулся народ со всего континента.

Кубер-Педи — ҫӗр айӗнчи хула // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/blogs/comments/6392.html

Йӑшкар-Ола мана мӗнпе килӗшет — унта ҫитме инҫе мар.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер Йошкар-Олара хӑнара пултӑм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/astaharkartish/305?single

Самолет Портландран инҫе мар Ванкувер аэродромӗнче анса ларнӑ.

Куҫарса пулӑш

В. П. Чкалов музейӗнче // А. ЧЕБУРАШКИН. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 72–73 с.

Кемероворан инҫе мар Новотроицкое пур.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

Инҫе ун вӗҫес ҫулӗ!

Куҫарса пулӑш

Туслӑх кӗперӗ // Стихван Шавлы. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 77–79 с.

Максим ҫуралнӑ ҫул ҫемье пуҫне кулак тесе инҫе ҫӗре ӑсатнӑ, пурлӑхне туртса илнӗ.

Куҫарса пулӑш

«Эпӗ Турӑ курасса шанатӑп...» // Руслан ХАФИЗОВ. https://ursassi.ru/articles/kun-ul-ka-al ... -p-3388934

Исланди ҫыранӗсенчен инҫе мар вырнаҫнӑ Тридрангар маяк Атлантика океанӗн хумхануллӑ шывӗ ҫийӗнче хӗрӗх метра яхӑн ҫӳллӗшре ларать.

Одинокий маяк Тридрангар у берегов Исландии расположен на высоте около сорока метров над бушующим Атлантическим океаном.

Исланди патӗнчи чул сӑрт ҫинчи маяк // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/news/35723.html

Инҫе ҫула тухма, ӗҫлеме, лавкка тӑрӑх кайма хатӗрленекенсене ӑнӑҫу кӗтет.

Также удача будет сопутствовать тем, кто собирается отправиться в длительное путешествие, заняться физическими нагрузками, совершить поход по магазинам.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Май килсен инҫе ҫула кая хӑварӑр, ытти чухнехинчен асӑрхануллӑрах пулӑр.

При невозможности отложить длительные поездки, будьте внимательней и осторожней, чем обычно.

30-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Таҫта ҫити инҫете хӗр ҫураҫма (е вӑрлама) кайнӑ чухне пӗр каччӑшӑнах ҫеҫ ҫав тери инҫе ҫула пуҫтарӑнман-тӑр, кайнӑ-кайнах темиҫе йӗкӗт валли те арӑм тупса килме тӑрӑшнӑ.

Собираясь отправиться за тридевять земель сватать (или украсть) невесту, конечно же, думали заодно взять невест и для других сыновей, чтобы утомительная дорога на дальние расстояния себя оправдала.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Асӑннӑ юмахсенчи тӗп сюжет йӗрӗ ҫапларах аталанать: паттӑр инҫе ҫула тухать (сӑлтавӗ тӗрлӗрен: тӗп герой патша вӑрҫине кайнӑ ашшӗне шырама каять е амаҫури вӗлересрен килтен тухса тарать, е тӑван ашшӗ усала сутнине пула килтен тухса кайма тивет унӑн — анчах ытларах чухне паттӑр ҫухалнӑ хӗрсене е амӑшне шырама каять); шыв хӗрринче хӗрсене Ҫӗлен ҫиесрен хӑтарать, унӑн паттӑрла ӗҫне шыв турттаракан (салтак) хӑй ҫине илет; юлашкинчен тӗрӗслӗх ҫавах ҫиеле тухать, юмах каччӑ авланнипе вӗҫленет.

Основной сюжет в перечисленных сказках развивается следующим образом: герой-богатырь собирается в дальнюю дорогу, для этого имеются разные причины — задумывает найти отца, не вернувшегося с царской войны; совершает побег, спасаясь от преследований злой мачехи, замышляющей убить его; вынужден покинуть родной дом из-за отца, продавшего его нечистой силе; отправляется на поиски пропавшей невесты либо матери, спасает ее от верной гибели, уводя от коварного змея, но его героические заслуги присваивает себе водовоз (солдат и др. ), потом, к счастью, обман раскрывается, и заканчивается все женитьбой героя.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Вӑхӑтушӑн вара ытлашши ан кулян, Кӑтра Маруҫ кунтан инҫе мар, темиҫе ҫурт урлӑ кӑна пурӑнать.

Куҫарса пулӑш

Дина // Леонид Тобурдановский. «Капкӑн», 2014. — 8№ — 13 с.

Пӗр ял ҫыннине вӑрӑпа тыттарса ярса хисепрен тухасси те инҫе мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Инҫе пирки те мар, ӗҫ нумаййипе.

Куҫарса пулӑш

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Энтрейпе Унтрей, эхлеткелесе, тулли витресене ҫӗклеҫҫӗ те, хӑйсемшӗн чи ырӑ самантсем ҫитесси инҫе юлманни ҫинчен мӑкӑртатса, килелле утаҫҫӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех