Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

инкӗшне (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ашшӗпе вӑл арӑсланпа танлаштарать, амӑшне ӑмӑрт кайӑкпа, пиччӗшне — пӗрхӗтпе, инкӗшне — илӗртӳллӗ хӗрарӑмпа, аппӑшне — акӑшпа, йӑмӑкне — йӑпӑртанпа.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Ҫакӑ Йӑван инкӗшне пӗлмен, вылянӑ ҫакӑ хӗрпе.

Но Йыван не знал, что она его невестка, провел с ней ночь.

1. [Икӗ Йӑван] // ЧПГӐИ. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 47-57 с.

«Тӗлӗнмелле мӑшӑр!» — куккӑшӗпе инкӗшне ӑмсанчӗ Герасим Федотович.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Авӑ Караҫӑм утать: амӑшне пытарма килмен Караҫӑм, инкӗшне килтен хӑваланӑ Караҫӑм, тӑванӗсене маннӑ Караҫӑм…»

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ҫулталӑкран вӑл амӑшӗнчен пиччӗшӗпе инкӗшне тиркекен ҫырусем илме пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хаҫат вуласа ларакан Петӗр, инкӗшне асӑрхасан, ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те: «Э, инке-ҫке! Килех, кил. Тӗпелерех иртсе лар», — текелесе, Тарьене курницана ҫавӑтса кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Аллӑ пин кирпӗч // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кӗвентине утланса Чупрӗ инкӗшне курма.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ҫапать паттӑр лашине Хӑй аллинчи хуллипе, Ӑнсӑртранах инкӗшне Тапса илет урипе.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Чипер ача Сентти пур, Инкӗш патне ӑнтӑлать; Хӑйӗн пӗчӗк чӗлхипе Инкӗшне вӑл йӑпатать:

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк иртсен // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Эльгеев инкӗшне пансионата вырнаҫтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тепӗр кунне Павӑл инкӗшне кӗтсе илме васкарӗ.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Лекци хыҫҫӑн вӑл инкӗшне кайса вырттарнӑ палатӑна кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Инкӗшне унта вырттарни ҫинчен ӑна хваттер хуҫи Зинаида Степановпа пӗлтерчӗ, ҫав вӑхӑтрах ун валли хӑварнӑ Миша ҫырӑвне те тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Инкӗшне «Софья Георгиевна» терӗ Павлуш, халиччен «Соня» тесе ҫыраканччӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Павӑл тинех хӑйӗн йӑнӑшне туйрӗ, инкӗшне йӑпатасшӑн пулчӗ:

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Георгий Петрович та пит ир пӗтрӗ, хӑр-тӑлӑха хӑварчӗ сире, — инкӗшне юрасшӑн пулчӗ Павлуш.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Михаил Николаевич Павлуша та ун ҫинчен инкӗшне калама хушмарӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Инкӗшне клиникӑна илсе кайса вырттарсан Павлуш пиччӗшӗ патӗнче ҫӗр каҫрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Павлуш пиччӗшпе тӗл пулнишӗн питӗ хӗпӗртенӗ, инкӗшне часрах ҫӗнӗ хыпар пӗлтерме васканӑ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Павлуш, пиччӗшӗ авланма шут тытни ҫинчен пӗлсен, кӑшт пӑшӑрханнӑ, ҫапах та инкӗшне кайса курас килчӗ унӑн.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех