Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

имӗш сăмах пирĕн базăра пур.
имӗш (тĕпĕ: имӗш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӑш-пӗрисемшӗн пулсан, ун чухне ҫырнӑ кӗнекесем пуртепе пӗрех юрӑхсӑр имӗш.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Яппун правительстви ӑслӑлӑх сунарне МКК йӗркисенче ятарласа уйрӑм палӑртнӑ тесе хирӗҫлет, ҫак йӗркесемпе килӗшӳллӗн кит какайне пӗтӗмпех тӗпчев ӗҫне пурнӑҫласанах тӗпренех утилизацилеҫҫӗ имӗш.

Японское правительство возражает, что научный промысел специально оговаривается в правилах МКК и что согласно этим правилам все китовое мясо должно быть полностью утилизировано по выполнении исследования.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Хӑй шухӑшӗпе вӑл ыттисенчен нимпе те уйӑрӑлса тӑмасть имӗш.

Куҫарса пулӑш

6 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Пӗр ывӑл ачи те пулнӑ имӗш ун.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Кулюкка патӗнче вӑл пурӗ те пӗр хутчен пулнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йытти пытарнӑ япалана шыраса тупма пултарать имӗш.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тӗн кӗнекисенче ҫырса хунисем тӑрӑх, хӗрарӑм усал сывлӑшпа тата ҫӗленпе танах пулса, упӑшкине улталаса, ырӑпа усала пӗлтерекен улмана ҫитернипе ҫылӑха кӗнӗрен этем ӑрӑвне ӗмӗр-ӗмӗрех асапланса пурӑнмалла тунӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм вӑл килессе урапа патӗнче кӗтет имӗш.

Куҫарса пулӑш

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ачасем те вара ашшӗсем пек паттӑр пуласшӑн, вӑрҫӑ ӗҫне вӗренеҫҫӗ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Вӗсен шучӗпе, чипер куҫ-пуҫлӑ ҫын эрех ӗҫмесӗр пурӑнаймасть имӗш.

Куҫарса пулӑш

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Ку кӑна та мар, вӑл ӑна чыслать, хисеплет имӗш.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

Паянхи чӗлхепе каласан, 100 метрлӑ хушша вӑл 7,2 ҫеккунтра чупса тухнӑ имӗш.

Куҫарса пулӑш

Ыратман пуҫа — тимӗр тукмак // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 47–48 с.

— Эсир мана лайӑхах парасшӑн имӗш ӗнсерен.

Куҫарса пулӑш

Ӗнсерен панӑ преми // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 31–32 с.

Тепӗр виҫӗ кунтан яла тата тӗлӗнтермӗшрех хыпар сарӑлчӗ: Иван Алексеевич авланнӑ имӗш!

Куҫарса пулӑш

Радиоевчӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 29–30 с.

Ҫав утравсем, имӗш, Телейлисен утравӗ ятлӑ.

Они называются Острова блаженных».

Мадейра // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9C%D0% ... 1%80%D0%B0

Ку укҫа вилнисене кун ҫутипе тивӗҫтерет имӗш.

Куҫарса пулӑш

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хӗрарӑмсемпе ҫитӗннӗ хӗрсем тӑлӑх арӑмсен пухӑвӗнче каланӑ меслетсене аса илчӗҫ — вӗри мунчара сӑмакунпа тарласан, пилӗке вӗри милӗкпе пӑшӑхласан, сухан, эрӗм, ытти курӑксем ӗҫсен ҫие юлнинчен хӑтӑлма пулать имӗш.

Куҫарса пулӑш

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Унӑн минтерӗ пуҫ айӗнче ҫаврӑнмасть, — теҫҫӗ ентешсем таса чун-чӗреллӗ, ҫылӑхсӑр ҫын пирки — унӑн пурнӑҫра хумханма, шикленме кирлӗ мар имӗш

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле урамра йытӑ уласа ячӗ пулсан ҫемьере ҫывӑх виле пуласса, ун пек чухне минтере тепӗр енне ҫавӑрса хурса «сана, ахалех вӗрекене, пушӑ пултӑр» тесе каламалла имӗш, вара йытӑ улама чарӑнать.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑйлӑ ҫапнипе, Тур ан хуштӑр, минтер ҫурӑлса кайсан, тӗкӗсем саланса вӗҫсен ҫамрӑксен телей пулмасть имӗш.

Куҫарса пулӑш

Канаш параканни // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех