Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнчӗҫ (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ку сӑмахсем Михалана пит салхуллӑн илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Долой царя! — пухӑннӑ ҫынсем хушшинчен вырӑсла кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Эльгеев хуҫа пӗлсен, ак кӑтартӗ сана, Кондратьев, — илтӗнчӗҫ сасӑсем.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗтӗм ӗҫ валли вунӑ минутран ытла иртмерӗ; акӑ ӑшаланӑ ҫӑмарта чашлатма та хӑмпӑланма пуҫларӗ ӗнтӗ, шӑн ҫак вӑхӑтра Детрей хыҫӗнче тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсем илтӗнчӗҫ:

Вся процедура заняла не более десяти минут; уже яичница шипела и пузырилась, как за спиной Детрея раздались глубокомысленные слова:

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Стена хыҫӗнче калаҫнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

За стеной слышались голоса.

X сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫавӑнтах унпа килӗшмесӗр кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ:

Почти тотчас же раздались негодующие выкрики:

II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Анчах пӗлет тавраш уҫӑлни пулмарӗ, халӑх ушкӑнӗнчен: пӗлӗтрен асап кӗтмесӗрех ку анархиса хамӑр вӑйӑмӑрпа янахран паркаласа илсен аванрах пулмӗ-ши, тесе шавланӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ.

Но так как небеса не разверзались, то из толпы послышались голоса, что не лучше ли, не дожидаясь небесных кар, своими силами набить морду анархисту?

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫак самантра помещик ҫурчӗ енчен хӗрарӑмсем кула-кула калаҫни, йытӑ сассисем илтӗнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑвашшӑн илтӗнчӗҫ Вероникӑна ун сӑмахӗсем.

Куҫарса пулӑш

Паллашу // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Мӗн ятлӑ? — аран илтӗнчӗҫ сӑмахсем.

Куҫарса пулӑш

Ӑш вӑркатмӑш // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 68–99 c.

Пӑрӑнӑр ман умран! — сиввӗн илтӗнчӗҫ хӗр сӑмахӗсем.

Отстаньте от меня! — холодно раздались девичьи слова.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Вӗсем ҫывӑхӗпе иртекен кимӗ ҫинчен: — Эй, граждансем, намӑсӑра витӗр!.. — тесе кӑшкӑрнӑ сассем илтӗнчӗҫ.

С лодки, проплывшей мимо, крикнули: — Эй, граждане, прикройте срам-то!..

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чупакан ура сассисем илтӗнчӗҫ

Затопали ноги бегущих…

4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Чир шывӗ леш енчен пӑшал сассисем илтӗнчӗҫ.

Из-за речки Чир донеслись отдаленные выстрелы.

9 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Хыҫалта пӑшал сассисем, ура сассисем илтӗнчӗҫ.

Где-то позади грохотали выстрелы, слышался тяжелый топот ног.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Урамра пӑшал сассисем илтӗнчӗҫ.

На улице слышались выстрелы.

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Залра хыттӑн алӑ ҫупма пуҫларӗҫ, «урра», «Сывӑ пултӑр Ленин юлташ!» тесе кӑшкӑрнисем илтӗнчӗҫ.

В зале бурно захлопали в ладоши, раздались крики «урра» и «Да здравствует товарищ Ленин».

4 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Акӑ, ҫынсем юлашки речӗ ҫуртсем хыҫне кӗрсе ҫухалчӗ, халь ӗнтӗ юрӑ сӑмаххисем ҫеҫ илтӗнчӗҫ:

Вот скрылась за домами последняя шеренга, и только доносились слова песни:

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Сасартӑк чӳрече умӗнче лаша ури сассисем илтӗнчӗҫ.

Вдруг под окном раздался цокот копыт.

1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

Гитара тӗнкӗлтетнӗ тата ҫынсем ҫуйхашнӑ сасӑсем ҫывӑхрах илтӗнчӗҫ.

Теньканье гитары и голоса раздались совсем близко.

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех