Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнмест (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Урамра шӑпах, пӗр сасӑ та илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Паян Энӗш хӗрринчи йӑмрасем айӗнче юрлани, кулни, алӑ ҫупса ташлани илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Кантуртисем килни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Рабочисем калаҫни, Макаров кӑшкӑрашни урӑх илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӳртре сасӑ илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Пӑлтӑрти ачасем те ҫывӑрчӗҫ курӑнать, унтан халь нимле сас-чӗв те илтӗнмест.

Дети в сенях, видать, наконец уснули — их не стало слышно.

Пулас ниме // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫул ҫинче те ҫавах ав: нимӗн курӑнмасть, илтӗнмест

То же самое и в пути: ничего не видно, не слышно…

Ҫил-тӑманлӑ каҫ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Мӗн ҫумне те пулин лекни те, ӳксе ҫӗмрӗлни те илтӗнмест.

Не видел и не слышал, куда оно попало…

Мариҫ вилӗмӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Тулта шӑв-шав та, ура сасси те илтӗнмест, алӑк уҫалать те, пӳрте виҫӗ каччӑ кӗрсе тӑрать.

В это время в избу неслышно вошли трое парней.

Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вунӑ-вунпилӗк ҫул хушши Авӑстей ҫинчен каллех нимӗн те илтӗнмест.

И опять не подает о себе знать Авостей лет, почитай, десять-пятнадцать.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пайтах вӑхӑт хушши пӳртре пӗр сас-чӗв те илтӗнмест.

В конторе тихо, сонно.

Кантурта // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Вут касакансем лаҫҫа кӗрсе выртнӑ пулас, картишӗнче те сас-чӗв илтӗнмест.

Дровосек, видимо, тоже покончил с дровами и улегся в лачуге.

Яка Илле мунча кӗрет // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Пилӗк-ултӑ ҫул хушши Шахрун ҫинчен нимӗн те илтӗнмест.

Несколько лет о Шахруне не было ни слуху ни духу.

Шахрун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Те тӑнлавра юн кӗрленипе, ҫав-ҫавах нимӗн те илтӗнмест.

Но не улавливает ничего, кроме ударов бещено пульсирующей в висках крови.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах пӗр сас-чӗв те илтӗнмест.

Однако наверху тихо.

Серепе // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Анчах акӑ шурӑ пӳрт, Пӗр сасӑ та илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Нарспи ӗҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Урӑх нимӗн илтӗнмест, Пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Шӑпӑр сасси илтӗнмест, Шӑпӑрҫи те курӑнмасть.

Куҫарса пулӑш

Тарни // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Хӗр ҫуммисем юрласа Унӑн сасси илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

Туй // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ашӑ сывлӑш сивӗнет, Сасӑ-чӗвӗ илтӗнмест; Пӗр йытӑ ҫеҫ вӗркелет, Ҫӑвар карма ӳркенмест.

Куҫарса пулӑш

Ҫимӗк каҫӗ // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ӗнтӗ унта халь юрӑ та, ҫава сасси те, савӑнаҫлӑ кулӑ та илтӗнмест.

Куҫарса пулӑш

ХХIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех