Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтӗнекен (тĕпĕ: илтӗн) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳлти хутран илтӗнекен юрӑ ҫаплах лӑпланмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Иккӗмӗш хутри уҫса пӑрахнӑ чӳречерен илтӗнекен юрӑ сӑмахӗсем тытса чарчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

«Кӑшт ҫеҫ илтӗнекен, йӑлтах хускалса ҫитеймен туйӑм, пулса тӑрайман шухӑш…» — чӑн-чӑн поэтсем ӗнтӗ вӗсене каласа пама пултараҫҫӗ, каласа параҫҫӗ те.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

«Аван-и, аттепе анне, мӗнпур тӑвансемпе кӳршӗсем! — уҫҫӑн илтӗнчӗ Нина сасси, анчах итлекенсене вӑл аякран илтӗнекен Иванӑн сасси пекех туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

«Хамӑн шухӑшпа, юратупа, ӗмӗтпе унӑн тӗлӗкне пырса кӗресчӗ манӑн, — пӑшӑлтатрӗ Петӗр, хӑлхара, таҫта шалта илтӗнекен кӗвӗпе пӗчченех пӑркаланса ташланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Утнӑҫем тупӑ сассисем аякран та аякран илтӗнекен пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗр хушӑ уҫӑ форточкӑран илтӗнекен куккук сассине итлесе выртрӗ те тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

59 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ара, НКВД усаллӑн илтӗнекен адресне епле пӗлмӗн?

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗҫӗмсӗр пӗр евӗрлӗ илтӗнекен сасӑ енне ҫаврӑнчӗ те Сатур акӑ мӗн курчӗ: аслӑ ҫулпа анаталла, кӗпер еннелле, те ӗне, те лаша ушкӑнӗ килет.

Куҫарса пулӑш

Тимӗр тӗклӗ ӑмӑрткайӑк // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 46–56 с.

Чулсем хушшипе авкаланса шунӑ май вӑл уҫӑмсӑр илтӗнекен металл сассине аса илтерсе хӑварчӗ.

И с еле слышным металлически звоном неторопливо скрылась меж камней.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Пӑрахӑр ӗнтӗ ҫак параппан ҫапнӑ пек илтӗнекен сӑмахсене пӗрмай калама.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл специалистшӑн ҫав тери ухмахла илтӗнекен «тимӗр таткисем» тенӗ сӑмаха персе яман пулсан, тен, эпӗ ытлашши вӗресе те кайман пулӑттӑм-и. Анчах ҫав ухмахла сӑмах мана ҫав тери тарӑхтарчӗ.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пӗр хушӑ вӗсем иккӗшӗ те ним чӗнмесӗр ларчӗҫ, пӳлӗмре шӑп пулчӗ, урамран илтӗнекен автомобиль сигналӗсем ҫеҫ хутран-ситрен ҫав шӑплӑха хускатрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

17. И. Иванов // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ун хыҫҫӑн ҫурхи шав хыттӑнрах та хыттӑнрах илтӗнекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Акӑ шӑв-шав тата хыттӑнрах илтӗнекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Ҫиччас! — терӗ хуралҫӑ, вара сасӑ илтӗнекен еннелле кӑштӑртатса утрӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӗрсем ӑшшӑн кулни, телейлӗн калаҫни ытларах илтӗнекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тулта кӑштах тӑрсан, ял хуралҫин паҫӑр илтӗнекен шакӑрча сасси те йӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Темле вӑй техника паркӗ еннелле туртать, ачаранпах, пӗчӗкренпех унталла чӗнет пулсан, тӗлӗкре те тракторсемпе комбайнсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ пулсан, уй-хиртен килекен трактор сассине каҫса кайса, вырӑнтан хускалмасӑр итлесе тӑратӑн пулсан, ҫав сасса хирӗҫ, чи илемлӗ кӗвӗрен те илемлӗнрех илтӗнекен сасса хирӗҫ, ҫунат сарса вӗҫес килет пулсан — уй-хирсӗр пуҫне, тракторсӑр пуҫне, комбайнсӑр пуҫне мӗн илӗрттӗр сана?

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 392–398 с.

Юрласса паҫӑрах юрлатчӗ пуль-ха вӑл, юрламасӑр самант та ирттермест пуль-ха, халь ӗнтӗ ял йӑлтах шӑпланса ҫитрӗ те, кайӑк юрри ҫеҫ илтӗнекен пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех