Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтмелле (тĕпĕ: илт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӳретӗр сулланса, ларасчӗ килӗрте пуҫтарӑнса, — хӑй ҫавӑнтах тултан илтмелле мар ҫапла хушса хурать шӑппӑн: — Тӑччӑрха кӑштах.

Куҫарса пулӑш

Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Нарспи ура ҫине тӑчӗ, пурте илтмелле хӑнасене сӗнчӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Пӗр Чубай тек лӑпланаймарӗ, пурте илтмелле Кирей хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ:

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Меллӗ самантпа усӑ курса, Левене Терен ҫынсем илтмелле мар калать:

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Тахӑш вӑхӑтра ыталашма пӑрахнӑ Тамарӑпа Левен ассӑн: «Эх-х», — теҫҫӗ никам илтмелле мар, чиперленсе лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Йывӑҫсене, ҫын куҫӗ сисмелле мар ташласа ҫаврӑнаканскерсене, ҫын хӑлхи илтмелле мар юрлаканскерсене, клубри дискотека тӑр-тӑр ҫӳҫентерет.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑй тӗллӗн, никам илтмелле мар шӑппӑн шухӑшланӑ ун ҫинчен Петр Петрович…

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Анчах темскер ыйтас килет, чӗре сассипе, пӗтӗм тӗнче илтмелле ыйтас килет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Начальник хӑйӗн сарлака алтупанне Нонна хулпуҫҫийӗ ҫине ачашшӑн ҫеҫ хучӗ те эпӗ кӑна илтмелле ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Ыттисене пит шанса параймастӑп ку ӗҫе! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл пурте илтмелле.

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗветӗрӗ минометчик, Петӗрӗ пулеметчик, — хуравларӗ Иван пичче пурте илтмелле.

Куҫарса пулӑш

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вӑл, Мускаври парадпа хавхаланнӑскер, ял ҫыннисем фронта пулӑшма тӑрӑшса ӗҫлени ҫинчен, оборона фондне хӑйсем ӗҫлесе пухнӑ укҫа-тенкӗ, аш-какай, сӗт, ҫӑмарта, тир, ҫӑм уйӑрса пани ҫинчен сӑмахланӑ май, чи нумай парне панисен ячӗсене пурте илтмелле пӗлтерчӗ, тата ытларах тӑрӑшса ӗҫлеме чӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эсӗ те вӗсем пекех ӗҫлерӗн пуль-ха, кил-ҫуртсӑр путене! — кӑшкӑрчӗ вӑл сивӗ сассипе пурте илтмелле.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ав мӗнле ӗҫ сирӗн! — хӑй сисмесӗр пурне те илтмелле янраттарчӗ Римма.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ирина ӗҫ-пуҫ чӑн та лайӑха ҫаврӑнасса шанса пӑрӑнса утрӗ ҫеҫ, Сидор Иванович платник патне пычӗ те ыттисем илтмелле мар: — Тӑхта, ан ҫӗмӗр, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Антон Николаевич, рабочисем мӗн ыйтса шавланине тимлӗн итлесе тӑраканскер, Тарина тепӗр хут пӳрнипе юнарӗ те пурте илтмелле хыттӑн ҫапла каларӗ:

Куҫарса пулӑш

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫук, тӗнче илтмелле:

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Рупор илсе мӗнпур ҫӗршыв илтмелле кӑшкӑрас килчӗ.

Куҫарса пулӑш

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Хамӑр пирки кахал, чухӑн, хыт кукар тенине илтмелле ан пултӑрччӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаклӑ йӑхташӑмӑрсене чӗнсе калани // Анатолий Кипеч. https://chuvash.org/news/36682.html

«Ун пек пулсассӑн, мӗншӗн-ха сирӗнтен нихӑшӗ те ҫакӑн ҫинчен пур ҫынсем те илтмелле каламасть? — эпир чӗнмесӗр ларнипе хавасланса, кӗтмен ҫӗртен пысӑк ҫӗкленӳпе каласа хучӗ Звягинцев.

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех