Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илтерсе (тĕпĕ: илтер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑмах сараппанӗн кӑкӑр тӗлӗнчи ҫавран илтерсе кастарнӑ хӗрри вараланса юлчӗ.

Особенно большое пятно растеклось по грудному вырезу сарафана.

5 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Дутловӑн шӑлнӗне пӗр вӑтӑр ҫул ӗлӗк салтака панӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл виҫӗ шӑпаллисемпе пӗр черетре тӑрасшӑн пулман, шӑлнӗ салтакра пурӑнса ирттернӗ вӑхӑта хисепе илтерсе, ӑна йӗкӗр шӑпаллисемпе танлаштарса пӗр шӑпана ярса, ҫав хутӑштарнӑ шӑпаран виҫҫӗмӗш рекрутне илтересшӗн пулнӑ.

Дутлова брат был лет тридцать тому назад отдан в солдаты, и потому он не хотел быть на очереди с тройниками, а хотел, чтобы службу его брата зачли и его бы сравняли с двойниками в общий жеребий, и из них бы уж взяли третьего рекрута.

V // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.

Ҫак ачасем шӑпланни тата та ытларах хамӑр ҫемьене аса илтерсе шухӑша ярать.

Молчаливое присутствие этих маленьких человечков делало тоску по дому ещё острее.

Ёлка // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 319–328 с.

Эпӗ утан «боксла» илтерсе янӑ шурӑрах ӗнси хыҫне, хӑйне ҫӗленӗ гимнастеркӑн ҫухисем ҫӑт тытса тӑракан хӗвелпе пиҫсе кайнӑ ӗнсине, Виктор хӑйӗн тирпейлӗхӗпе тип-тикӗс ҫӗлесе хунӑ ҫухин ҫип-ҫинҫе хӗррине асӑрхаса илтӗм.

Я видел его стриженный «под бокс» белесый затылок, загорелую шею, плотно охваченную воротом отлично сшитой гимнастерки, тоненький кантик подворотника пришит Виктором с аккуратностью, воспитанной у него с детства матерью.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Кипариссен тӑррисем кӑна хамӑр улӑх ҫинчен аса илтерсе тӑраткаланса тӑраҫҫӗ.

Напоминая о нашей долине, еще торчали верхушки кипарисов.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Анчах ку ротӑсенче госпитальсенчен суранӗсене ӳт илтерсе таврӑнакан салтаксем мар пулас.

Но эти роты уже, видимо, сформированы не из тех бывалых вояк, которые плывут зарубцованные из госпиталей.

I // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Обществӑлла вырӑнсене тӑтӑшах дезинфекци тумалли пирки аса илтерсе хӑварнӑ специалистсем.

Специалисты напомнили, что общественные места необходимо регулярно дезинфицировать.

Олег Николаев вакцинаци хӑвӑртлӑхне ӳстерме чӗнсе каларӗ // Влаҫ органӗсен порталӗ. http://gov.cap.ru/chuv/news.aspx?guid=50 ... d59adb635d

Вӗсем тӗлӗнче ҫунса хуралнӑ ҫулҫӑсӑр улмуҫҫи хӑйӗн кукӑр-макӑр турачӗсене сарса ларать; ун ҫинче пушарпа пиҫнӗ пӗркеленчӗк панулмисем ҫӗнӗ ҫул ёлкине аса илтерсе ҫакӑнса тӑни тӗлӗнмелле пек туйӑнать.

Над ними раскинула корявые ветки черная обгоревшая яблоня без листвы; странными казались висевшие на ней, как на новогодней елке, сморщенные, испеченные плоды.

XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Сӑрт ҫинче, пехотӑн боевой йӗркисем тӗлӗнче, ракетӑсем ҫӗкленсе сывлӑшра ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, халсӑрланаҫҫӗ те, йӑмӑхтаракан ҫутӑллӑ пучахсене ҫулса пӑрахнине аса илтерсе, аялалла ӳкеҫҫӗ.

На высоте, над боевыми порядками пехоты, повисают ракеты и вянут, падая, как скошенные, слепящие колосья.

IX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑл ыйту ӑна иментерчӗ, ӗлӗкхине аса илтерсе хурлантарчӗ.

Его вопрос поднял в ней много старых тяжелых воспоминаний.

III // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Эх, илтерсе пыратӑп та вӗт килелле май.

Ох, и несусь в сторону дома.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӗнче уҫлӑхӗнче ҫеҫ этемлӗх ӑссӑрлӑхӗ пирки аса илтерсе, систерсе, асӑрхаттарса, ахрӑм ахӑрса ҫӳрӗ.

Только в мировом пространстве будет хохотать эхо, напоминая, намекая, предупреждая о человеческом безумии.

4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Таня куна хӑй кунтан кайиччен управленин комсоргӗ пулнине аса илтерсе каларӗ.

Таня намекала на то, что до своего отъезда она была комсоргом управления.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Пӗртен-пӗр чӳречене ҫаплах-ха татти-сыпписӗр бомбардировка сасси чӗтрете-чӗтрете илет, ҫине-ҫинех хӑрушлӑх пуррине аса илтерсе тӑрать вӑл; пӗрре аманнисем курӑнаҫҫӗ пек ӑна, юн курӑнать пек, тепре пӳлӗме чуласа кӗрекен бомбӑсемпе осколкӑсем курӑнаҫҫӗ пек, кӗҫех хӑйне, вилме пуҫланӑскерне, ҫыхса яракан чипер сестра, хӑйне шеллесе макӑракан сестра курӑнса каять, хӑйне уезд хулинчен ӑсатса яракан амӑшне курать вӑл, амӑшӗ, куҫҫуле юхтара-юхтара, хӑват кӳрекен икона умне тӑрса, чун-чӗререн кӗлтӑвать пек, ҫаксене курать те вӑл, каллех ҫывӑрса кайма пултарайманнине туйса илет.

заставлявших дрожать стекла в единственном окне звуках бомбардирования и снова напоминали об опасности: то ему грезились раненые и кровь, то бомбы и осколки, которые влетают в комнату, то хорошенькая сестра милосердия, делающая ему, умирающему, перевязку и плачущая над ним, то мать его, провожающая его в уездном городе и горячо, со слезами, молящаяся перед чудотворной иконой, — и снова сон кажется ему невозможен.

14 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

— Эсир хӑвӑр кӗмен-им тата? — ыйтрӗ Хӗлип, ту ҫинчи ачасем те ашкӑнмасӑрах пурӑнманни ҫинчен аса илтерсе.

— А вы не забирались? — в свою очередь спрашивал Филька, намекая на известные ему проделки горцев.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Кам та пулин хӑйӗн парӑмне манса кайнӑ е ӑна парса татассине вӑрӑма ярать пулсан, ҫав ҫынна ун ҫинчен аса илтерсе ҫыру ҫыраҫҫӗ.

Напоминание пишут тому, кто забыл о своем долге или затягивает его выполнение.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Аса илтерсе ҫырнӑ ҫыру.

Письма с напоминанием.

10. Ҫырусем // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Ҫырасса Тухтар, чӑн ӗнтӗ, щӑрҫа пек тикӗс йӗр илтерсе ҫыраймасть-ха, уншӑн халлӗхе тӗрӗсрех ҫырма пӗлни те темӗне тӑрать терӗҫ ӑна тӑрӑшса «вӗрентекенсем», вуласса вара ӑсталансах ҫитрӗ — пӗр такӑнмасӑр шӑрантарса кӑна пырать, пичетлӗ хут мӗн-мӗн пӗлтернине ӑса илсе вулать.

Правда, писать Тухтар красиво и быстро еще не научился, зато писал грамотно, а вот читал он довольно бегло, без запинки, и пересказывал почти слово в слово прочитанное.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Тен, чӑнах та, кунти уй-хире шыв илтерсе, пӗчӗк кӳлӗсемпе пӗвесем тусан авантарах пулать?

Может быть, и в самом, деле ее лучше всего залить водой и понаделать много маленьких озер и прудов?

7 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Алиме, ҫинҫе сасӑпа илтерсе, юрласа ячӗ:

Алиме запела тонким скрипучим голоском:

XXI. Вӑхӑтсӑр татӑлнӑ юрӑ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех