Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илмелле (тĕпĕ: ил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ун пек офицерӑн унран, Симонюкран, пример илмелле те пӗр вырӑнта лӑпкӑн лармалла.

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Паллах ӗнтӗ, пирӗн пайри сотрудникӑн ҫыруран ҫав фотопа ҫыхӑннӑ пур кӑтартусене те ҫырса илмелле пулнӑ…

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Вӑл арӑмӗ вакун патӗнче пулнине малтанах пӗлсе тӑратчӗ, мӗншӗн тесен унӑн йӗрки ҫавӑн пек пулнӑ — упӑшкине ӑсатмалла, кӗтсе илмелле, сӑрланӑ тутисене трубка пек туса тӑсса пымалла — чуп тунӑ чух тути ҫинчи сӑрӗ сӑтӑрӑнса ан пӗттӗр.

Куҫарса пулӑш

3. Ҫул-йӗр пуҫламӑшӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Пӗлнӗ пулсан, Магдале илмелле пулнӑ, — терӗ вӑл шӳтлесе.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Сӗт нумайрах илмелле, тесе шавлама пӗлеҫҫӗ вӗсем.

Куҫарса пулӑш

XXVI сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӳрех полицие заявлени ҫырмалла, ӑна йышӑнни, регистрацилени пирки пӗлтерекен талон илмелле.

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Ултавҫӑсене чӑн-чӑн банк е полици ӗҫченӗнчен епле уйӑрса илмелле?

Куҫарса пулӑш

Алло, пур укҫӑра та парӑр // Надежда РОДИОНОВА. https://ursassi.ru/articles/%D0%A5%C4%83 ... -r-3431914

Ӗҫре пуҫару кӑтартмалла, ҫӗнӗ опыт илмелле, анчах ытлашши ӑшталанмалла мар.

На работе вам необходимо проявлять инициативу и приобретать новый опыт, но нельзя поддаваться излишней суете.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чи кирли, хӑвӑрпа пӗрле паспорт тата ОМС полисне илмелле.

Главное, взять с собой паспорт и полис ОМС.

2023 ҫулхи сентябрьти Пушкӑртстанри сывлӑх поезчӗн маршручӗсем // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/meditsina/20 ... em-3412104

Унпа мӑнаҫланмалла, унран ҫамрӑк ӑру тӗслӗх илмелле.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей ҫарӗшӗн ҫуралчӗ мӑнаҫлӑх // Николай МАЛЫШКИН. http://елчекен.рф/2023/08/04/%d1%80%d0%b ... bba%d1%85/

Пулӑшу илес тесен ҫемье сахал тупӑшлӑ шутланакан республикӑри социаллӑ пулӑшу центрӗнчен справка кирлӗ, ҫемье членӗсем валли документсем илсе заявлени ҫырмалла, ҫавӑн пекех туяннине ҫирӗплетекен кассӑпа тавар чекӗсен оригиналӗсене те пӗрле илмелле.

Чтобы получить помощь, нужна справка из Республиканского Центра социальной поддержки, что семья считается малоимущей, взять с собой документы на всех членов семьи, написать заявление, а также взять с собой оригиналы кассовых и товарных чеков, подтверждающих покупку.

Пушкӑртра пурӑнакансен шкул формине туянма компенсаци мӗнле илмелле // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... le-3392217

Ҫак ӑрат пирӗн территорире тӗрлӗ факторсен (кунта географине, климата, ҫынсемпе хутшӑннине шута илмелле) витӗмӗпе чӑмӑртаннӑ.

Куҫарса пулӑш

«Пушкӑрт лаши» фестиваль ҫӳллӗ шайра иртнӗ // Урал сасси. https://ursassi.ru/news/it-n-sem/2023-08 ... tn-3388994

Анчах астӑвӑр: эсир пӗччен ӗҫлеместӗр, ҫавӑнпа ыттисен сӗнӗвӗсене те шута илмелле.

Однако нужно помнить, что с вами в деле есть ещё несколько человек, поэтому их интересы тоже стоит учитывать.

32-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ҫав вӑхӑтрах ҫак инвестицисен усси паянах мар, ыран, виҫмине палӑрассине те шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

Хурлӑхлӑ цифрӑсем киревсӗррипе кӗрешессине вӑйлатма хистеҫҫӗ // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/hurlahla-cif ... a-histecce

Курӑка хатӗрлемелли чи лайӑх вӑхӑтран пӗр кун кая юлни те ӗнен ҫулталӑкри продуктивлӑхне 180 килограмм таран чакарнине шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Паянхи кун нумай ӗне тытакан хуҫалӑхсенчен, тӗслӗх-рен Киров ячӗллӗ ЯХПКран, тӗслӗх илмелле.

Куҫарса пулӑш

Сӗтшӗн тивӗҫтерекен патшалӑх пулӑшӑвӗ тӑкаксен курӑмлӑ пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%81e%d1 ... %ba%d1%81/

Ҫавна май хастар пулмалла, хӑвӑрт улшӑнакан лару-тӑрӑва часрах алла илмелле.

Из-за чего необходимо будет проявить всю свою активность и быстро реагировать на меняющуюся ситуацию.

27-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Болгарка тытса (халь аккумуляторпа ӗҫлекеннисем те пур) ҫав арматурӑна татса илмелле кӑна пулнӑ ӗнтӗ вырӑнтисен.

Куҫарса пулӑш

Юсас вырӑнне тӑпӑлтарса кайнӑ // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/254

— Ӳкерсе илмелле те «Капкӑн» хуплашки валли леҫсе памалла ҫеҫ, тупата.

Куҫарса пулӑш

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

Унтрей кӗпине ҫурнӑшӑн тепӗр пилӗк тенкӗ шыраса илмелле турӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех