Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

илемӗпе (тĕпĕ: илем) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катмар кермен; илемӗпе, Курсассӑн, илӗртӗ те тӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

XIX // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Крым: анлӑ тинӗс те сӑрт айӗ, Хӗвел ачашласа хӗртет, Тӑвайккинчи Бахчисарайӗ Илемӗпе пит илӗртет…

Куҫарса пулӑш

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Малтан ун куҫӗсем ним ҫинче те чарӑнса тӑмарӗҫ, ыраш пуссин илемӗпе ҫеҫ киленсе пычӗҫ, кайран вӑл ҫывӑхрах ҫӗмелсем йышлӑн ӳссе ларнине асӑрхарӗ, юлашкинчен ун куҫӗсем ура айӗнчи сап-сар хӑмӑл ҫине ӳкрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ку эрнере Сурӑхсем пурнӑҫ илемӗпе киленме пултараҫҫӗ.

На этой неделе Овны смогут насладятся всеми благами жизни.

44-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Илемӗпе кӑна мар, ҫимӗҫӗпе те савӑнтараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лайӑх ашшӗ-амӑшӗ - пурнӑҫ тӗрекӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/lajax-ashshe-amas ... ereke.html

Атӑл, вӗсене тахҫанах кӗтнӗ евӗр, хӗвел ҫинче пӗтӗм илемӗпе ялкӑшса юхса выртать.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн илемӗпе киленме ӗлкӗрнӗ ҫынсем Чӑваш Енре кӑна мар, республика тулашӗнче те йышлӑ.

Куҫарса пулӑш

Раҫҫей тележурналисчӗсем Мӑкӑр кӗперӗпе паллашрӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/02/25/%d1%80%d0% ... %bf%d0%b0/

Савӑнать ҫамрӑк кӗтӳҫӗ, таврари вӑрман илемӗпе, ирхи ырӑ ҫанталӑкпа киленет, вӑрманти мӗн пур кайӑксене хӑйӗнпе тупӑшса, ҫунат ҫапса юрра яма чӗнет.

Куҫарса пулӑш

18. Туй // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарӑн вар хӗрринчи хӑвӑл йывӑҫсенчен пӗри ӑна пуринчен ытла хӑйӗн илемӗпе кӑмӑла кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

16. Вӑрманти тӗлпулу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах илемӗпе вӑл Ахтупая Атӑлтан пӗрре те кая мар пек туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Вырас саламачӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Илемӗпе ӗмӗтсӗррӗн тӗмсӗлме ыйтакан чечексем ҫийӗн сӑпсасем сӗрлеҫҫӗ.

Над цветами, вызывающими жадность к их красоте, стояли осы.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пурин те пӗр кӑмӑл: Громовӑн ӑна, шӑпах ӑна ӑмсанмалла, урӑххине мар; унӑн ҫеҫ, калавҫӑн, шӑпах унӑн ытарлӑ сӑнарлавӗнче ҫуралнӑ нумай-нумай хӗрарӑм вӗсене шухӑшласа кӑларнӑскере кӑна кӑмӑлланӑ, илемӗпе тӗлӗнтернӗ тата парӑннӑ имӗш.

Каждый хотел, чтобы ему, именно ему, а не другому, завидовал Громов; чтобы его, именно его, рассказчика, женщины, рожденные фантазией в необычайном количестве, — казались желанными, прекрасными и доступными только тому, кто сочинил их.

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

Кӗрсе тӑнӑскер Африкӑри виҫӗ снобран нумай енӗпе уйрӑлса тӑрать: илемӗпе, кӗлеткин тӗреклӗхӗпе тата ачалла ӗненӗвӗпе; таса куҫӗсенче никама та усал тӑвас килмест текен шухӑш ҫиҫет.

Вошедший резко отличался от трех африканских снобов красотой, силой сложения и детской верой, что никто не захочет причинить ему ничего дурного, сиявшей в его серьезных глазах.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 98–108 с.

Унӑн сапӑр илемӗпе ытараймилӗхӗ хавхалантару мар, йӑпану тени тӗрӗсрех-тӗр; ку — чӗре хӑйне канлӗн туйни.

Ее тихую красоту и обаяние, производимое ею, следовало назвать более утешением, чем восторгом, — глубоким сердечным отдыхом.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Мӑн ҫулран сулахаярах пӑрӑнса тӑсӑлакан вӑрманта шурӑ хурӑнпа симӗс хыр-чӑрӑш кӑна мар, сарӑ та хӗрлӗ ҫулҫӑсене тӑкса пӗтереймен вӗренепе каврӑҫ та, ҫӑкапа юман та илемӗпе самай палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Сарӑ, хӗрлӗ, симӗс, кӗрен тӗссем халӗ илемӗпе куҫа илӗртмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен лӗш-лӗш ҫумӑр вӗсене пурне те тӗксӗм сӑн кӗртсе пӗрпеклетнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Вӑл — йӑл кулӑ пек — шалти чи ҫутӑ туйӑмсен ытарайми илемӗпе хӗрелсе-ҫуталса йӑлкӑшать.

Он рдел, как улыбка, прелестью духовного отражения.

V. Хатӗрленӳ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Хӗр ача юхӑма май вӑрмана, кӗпер хыҫнелле пӑрӑнса кӗчӗ, илемӗпе илӗртекен карапа ҫыран хӗрринченех асӑрхануллӑн шыва антарчӗ; парӑс ҫавӑнтах тӑп-тӑрӑ шыв ҫине йӑмӑх хӗрлӗ сӑн ӳкерсе ҫиҫме пуҫларӗ; пурҫӑн витӗр ҫутӑ ҫапрӗ, шыв тӗпӗнчен шурӑ чулсем ҫине шупка хӗрлӗ тӗспе чӗтрекен пайӑркасем ӳкрӗҫ.

Отойдя в лес за мостик, по течению ручья, девочка осторожно спустила на воду у самого берега пленившее ее судно; паруса тотчас сверкнули алым отражением в прозрачной воде: свет, пронизывая материю, лег дрожащим розовым излучением на белых камнях дна.

I. Ӑрӑмҫӑ пӗлтерни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Вӑл та илемӗпе савӑнтарать.

Куҫарса пулӑш

Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.

— Аван вӑл улах вырӑнта ҫутҫанталӑк илемӗпе киленсе ларма…

— Хорошо в глуши сидеть, созерцать красоты природы…

12 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех