Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ку енӗпе пултаруллӑ, хӑйсен ӗҫне чун-чӗрепе парӑннӑ, ыттисене илеме юратма вӗрентекен ҫынсен тӳпи пысӑк.
Культура ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/03/25/glava-chu ... aet-c-dnem
Нимӗҫ офицерӗ илеме хаклама пӗлет.
Суя хуҫасемпе чӑн-чӑн хуҫасем // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Калинкке умӗнче тӑрса, вӑл хӑй куҫӗ умӗнче эрешленсе выртакан илеме ытараймасӑр пӑхнӑ, пурнӑҫра ҫав картина вӑл тин пуҫласа курнӑ пек сӗмленнӗ.
IV // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.
Шуранкарах кӗрен тӑрӑхла пичӗ, пӗркеленчӗкпе витӗннӗ пулин те, ҫамрӑклӑхри илеме туйма пулӑшать.
Ҫӗр те пӗр ҫулти Семига аппа // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.08.27, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=885&text=news-publikacii
Ҫут ҫанталӑк панӑ илеме ҫапла майпа упраса хӑварнӑ темелле.Можно сказать, что таким образом была сохранена красота, подаренная самой природой.
Ҫынна пурнӑҫ парнелекен вӑрӑм ӗмӗрлӗ // Шӑмӑршӑ хыпарӗ. «Шӑмӑршӑ хыпарӗ», 2021.09.24, http://shemursha-vesti.ru/linenew.php?id=890&text=news-publikacii
Ҫӗнтерӳ ун енче мар пулсан та, чунӗнче хурлӑх ҫеҫ пулсан та, ыттисене вӑл хӑй хыҫҫӑн хӑюллӑн уттарӗ, вӑя, илеме шанакансем ун енне, шанса та ӑнтӑлса, туртӑннӑҫем туртӑнӗҫ, мӗншӗн тесен хӑйӗн принципӗсене таса упракан ҫынран илемлӗреххи ҫук пулӗ тӗнчере.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Ҫавӑн пек илеме пӑхса эпӗ чӗрӗллех ҫунса каятӑп-ҫке ӗнтӗ!
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ.
XXXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑс-хакӑлпа тишкӗрес, юратас, илеме хаклас пултарулӑх тӗрлӗ ҫыннӑн тӗрлӗ аталаннӑ, ҫапах та ҫынсен кашни ушкӑнӗн е кашни ҫемьен унашкал пултарулӑх хӑйне расна уйрӑм шая ҫити аталанать, эпӗ вӑл пултарулӑха ӑнлану тесе калам.
XXIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Илемлӗ юратупа юратакансем хӑйне юратни-юратманни пирки питӗ сахал пӑшӑрханаҫҫӗ, хӑйне юратни-юратманни илеме тата туйӑм ырлӑхне пачах улӑштараймасть, тесе шутлаҫҫӗ.
XXIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Анчах эпӗ хӑратӑп, — лӑпкӑн тӑсрӗ вӑл малалла, ӑссӑрланса илеме юратакансене йӑлтах хурласа тӑкнӑ хыҫҫӑн, — эпӗ хӑратӑп: эсӗ ӑна часах ӑнланайман, часах тӗшмӗртеймен — вӑл питӗ сӑпайлӑ, шухӑш-кӑмӑлне ҫынна палӑртмасть, хӑйӗн тӗлӗнмелле хӳхӗм енӗсене кӑтартма юратмасть.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Тӳррипе калатӑп, тӗлӗнмелле хӗр вӑл, — терӗ те именчӗклӗн хӗрелсе кайрӗ, ҫавна пула мана куҫран пушшех хӑюллӑрах пӑхрӗ: — вӑл ҫамрӑк мар ӗнтӗ, ватӑла пуҫланӑ теме те юрать, илемлех те мар, анчах мӗнле ухмахла тӗлсӗрлӗх вӑл илеме юратасси! — эпӗ ҫакна ӑнланма пултараймастӑп, ҫав тери тӑрлавсӑрла ку (ҫакӑн ҫинчен вӑл тӗлӗнтерекен ҫӗнӗ чӑнлӑха тин кӑна хӑй тупнӑ пек калать), унашкал чун, чӗрӗ тата йӗркене ҫирӗппӗн пӑхӑнни… эпӗ пӗртте иккӗленместӗп, ун евӗрлӗ хӗр хальхи саманара тупаймастӑн (хальхи саманара лайӑххи сайра тӗл пулать, тесе калаҫма Дмитрий камран вӗреннине пӗлместӗп, анчах вӑл ҫак сӑмахсене час-часах калама юратать, тата теме пула ҫакӑ ӑна килӗшет те).
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫак илеме пула сенкер пӗлӗт тата хитререх пек курӑнатчӗ.И от этого разогретая, почти уже летняя синева неба кажется еще гуще и глубже.
24 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӗсем ун чухне Харькова, рабфака вӗренме кайрӗҫ — колоние чӑн малтан килсе кӗнисем, колони илеме пулнисем: Карабанов, Задоров, Вершнев, Бурун…
Пролог вырӑнне // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Эпӗ пурӑнса ирттертӗм ӗнтӗ, халӗ тин куратӑп: илеме хӑрах алӑпа ҫеҫ тытнӑ…
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
— Илеме икӗ алӑпа ярса илмелле…
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Ҫакӑ мӗнпур илеме тӑр-пӗччен курни кӑна пӑшӑрхантарать мана, кунта вӑл, ҫак ҫыранта, ҫак сукмак ҫинче ҫук.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
Ҫырана хӑпарса ҫитсессӗн, ҫакӑ илеме эпӗ тата тепӗр хут пӑхса ҫаврӑнтӑм, манӑн чӗрене вара сасартӑках темӗн хӗстерсе те ыраттарса кайрӗ, пӗр вӑхӑтрах ырӑ та йӳҫек туйӑм ҫатӑрларӗ.
Турат ҫинчи сливӑсем // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 184–189 с.
— Сӑмах май, ҫӳллӗ те юханшывлӑ вырӑна князь илеме курса кӑна мар суйланӑ.
15 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
— Ку илеме упраса хӑварнӑшӑн савӑнмалла ҫеҫ, — терӗм халӗ ак старике.— Надо радоваться, что сохранили эту красоту, — отвечаю я старичку.
12 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.