Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах вӗсем нихҫан та иккӗш ҫеҫ тӗл пулман, иккӗшӗн ятне пӗр ырӑ каҫ та килмен.
2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Ҫакна курса ларнӑ пӗр тӑмана, ҫӗре вӗҫсе анса, вӗсене ҫунатпа ҫапса хӑварнӑ, Ҫакӑн хыҫҫӑн Шанпа Шак ҫерҫирен кӑшт ҫеҫ пысӑкрах икӗ пӗчӗк тӑмана пулса тӑнӑ, иккӗш икӗ еннелле вӗҫсе кайнӑ.
1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.
Иккӗш те куҫ хупсанах ҫӳҫене-ҫӳҫене илчӗҫ, вара, хире-хирӗҫ выртнӑскерсем, куҫ хупанкисене уҫса, пӗр-пӗрин шиклӗ куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Халӗ те вӗсем Сарра Архиповнӑпа иккӗш ҫавӑн ҫинченех калаҫаҫҫӗ пулас.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Поселокри тӑватӑ хваттерлӗ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ вӗсем амӑшӗпе иккӗш.
Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.
Иккӗш пӗрле йӗркеллӗ ларас ҫук-ха вӗсем.
Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.
Анчах халь пӗччен мар, арӑмӗпе иккӗш тӑрмашрӗҫ.
Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.
Иккӗш те «Вырӑссем!» тесе аяккалла тапса сикрӗҫ, тепӗр енчен автомат шатӑртатни илтӗнчӗ.
Курак Мӗтри // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 19–34 с.
Данил Макаровичпа иккӗш вӗсем хулран-хул ҫавтӑнса залран тухрӗҫ.
Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.
Ҫиелтен пӑхма йӗркеллех калаҫнӑ пулин те иккӗш хушшинче хура кушак чупса каҫни, вӗсем пӗр-пӗрне темшӗн малтанхи пекех кӑмӑлламанни сисӗне пуҫланӑччӗ каярахпа, ахальтен мар ӗнтӗ хайхискерсем юлашкинчен хирӗҫмеллипех хирӗҫсе кайрӗҫ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Иккӗш хушшинче тахӑш тӗлте, тахӑш самантра каллех хӗллехи пек асар-писер хӗрӳ лару-тӑру сиксе тухассӑн туйӑнчӗ.
6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
— Ҫӗнӗ сӑмах шухӑшласа кӑларса историе ӗмӗрлӗхех кӗрсе юлас килет-им сирӗн? — ылтӑн кӑшӑллӑ куҫлӑхне тӳрлете-тӳрлете сӑмахне тӑрӑхларах пуҫларӗ Саркай иккӗш редакцире тӗл пулсан.
1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Иккӗш те начальный класра.
Вести Чӑваш Ен. 02.05.2023 кунхи кӑларӑм // «Чӑваш Ен» ПТРК. https://chgtrk.ru/programmy/rossiya-1/ve ... t-02052023
Ивасовӑпа иккӗш ҫамрӑклӑхри туслӑха ҫаплах ҫухатмаҫҫӗ-ха…
Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.
Кӑвакарчӑнӗсем иккӗш те кӑвакчӗ, анчах вӗсене те ҫав каҫах ҫӑмламас кушак яланлӑхах хӑратса ячӗ.
Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.
Ҫӑкӑри пур, какайӗ ҫук, какайӗ пур, ҫӑкӑрӗ ҫук, вӗсем иккӗш те пур чух чей-сахӑрӗ ҫук — ытти енчен каламастӑп та ӗнтӗ.
Дмитрий Исаев ҫырӑвӗсене вуласан... // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 97-99 с.
Аҫтӑрханпа Атлай хӑйсен юнташне Асмантее иккӗш икӗ аллинчен ҫавӑтса ҫӗр хапха витӗр иртрӗҫ.
Ҫӗнӗ вут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Алюновпа Укаслу пӗр-пӗрин аллине вӗҫертмесӗрех иккӗш ҫырман икӗ енӗпе утрӗҫ.
Ҫула туясӑр ан тух // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ӗнер вӗсем иккӗш урлӑ пулса илнӗччӗ.
Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Алюновпа Укаслу иккӗш кӑна малтан ҫав вӑрттӑнлӑха пӗлетчӗҫ — ку вӗсене уйрӑмах ҫывӑхлатрӗ.
Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.