Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккенни (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗри Хура Ҫимун иккенни паллах, анчах тепри кам пулма пултарать-ха?

Куҫарса пулӑш

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Паллашнӑ хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ те чӑваш иккенни паллӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑвашсен юратнӑ писателӗ // Арсений Изоркин. «Тӑван Атӑл». — 1974, 1№ — 79–80 с.

«…Эсӗ тӗрӗс ҫулпах пыратӑн, санӑн чунна нимӗн те канӑҫсӑрлантарса кӑшламасть, ҫавӑнпа эсӗ, хӑвӑн туйӑмусем мӗнле иккенни ҫинчен манса кайса, вӑл туйӑмсенчен киленӳ илнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмастӑн», — терӗм эпӗ.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Эсӗ тӗрӗс ҫулпах пыратӑн, санӑн чунна нимӗн те канӑҫсӑрлантарса кӑшламасть, ҫавӑнпа эсӗ, хӑвӑн туйӑмусем мӗнле иккенни ҫинчен час-часах манса кайса, вӑл туйӑмсенчен киленӳ илнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмастӑн.

Куҫарса пулӑш

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Хӗллехи каникул вӑхӑтӗнче пӗррехинче Люся чирлесе ӳкнӗ тенине илтрӗм, каярахпа Люся йывӑр ҫын иккенни палӑрчӗ.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ҫук, хӑй курайман ҫын ҫапла териех икӗ питлӗ иккенни пирки Укаслу шухӑшлама та пултарайман.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пастер опычӗ хыҫҫӑн ҫак теорие сирнӗ (пастеризациленӗ япалара «пурнӑҫ» хӑй тӗллӗн пуҫланма пултараймасть иккенни халь паллӑ).

Куҫарса пулӑш

Мӗлкесем ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1266

Килӗнче мӗнле лару-тӑру иккенни ҫинчен Сергей нихҫан та, никама та ҫур сӑмах шарламасть.

Куҫарса пулӑш

Философсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Атӑл патне ҫитмен-ха, анчах вӑл ҫывӑхрах иккенни сисӗнет ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темле майпа, калӑпӑр, мачча хӑмине сирсе тарсан та, мӗнех, вӑл сутӑнчӑк иккенни паллӑ пулать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр чухне сунарҫӑн пулать ҫавнашкал туйӑм: тискер кайӑкне курмасть те, илтмест те-ха вӑл, унӑн йӗрӗпе кӑна пырать, анчах темскер ӑнланма-пӗлме ҫукки ӑна ҫав тискер кайӑк инҫех те мар иккенни, унпа кӗҫ-вӗҫ куҫа-куҫӑн тӗл пулма пултарасси ҫинчен асӑрхаттарать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Телегин хамӑр ҫынах иккенни, ӑна хурахсем патне ӗҫпе яни ҫинчен каласа кӑтартмалла-и? — хавасланчӗ Никифоров.

Куҫарса пулӑш

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Чӑн та, камсем иккенни майӗпен палӑрса пырать.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Калюк вӑл Етӗрне тӗрминчен тарнӑ Калюков иккенни пирки Крапивин иккӗленмест ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шӑпах ҫак ватӑ ҫын хӑйне кирлӗ иккенни пирки халӗ ӗнтӗ Калюков пӗртте иккӗленмерӗ: тимлесех пӑхмасан та, вӑл сӑнран Канашри хӑна ҫурчӗн хуҫипе пӗрешкелли курӑнать.

Куҫарса пулӑш

4 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Капла эс командир иккенни палӑрмӗ…

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тепӗр тесен, Калюк эшкерӗ чӑваш халӑхӗшӗн чӑннипех хӑрушӑ вӑй иккенни, ӑна пӗр тӑхтамасӑр кӑкласа тӑкма кирли Крапивина та уҫҫӑн курӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, Калюк хӑй чӑннипе кам иккенни те, унпа ҫӳрекенсен чӑн ячӗсем те паллӑ мар.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Шпионаж пирки пакӑлтатнине илес пулсан, ку питӗ айванла иккенни тата ӑна нимӗнпе те ҫирӗплетсе пама ҫукки айӑплакансемшӗн хӑйсемшӗн те паллӑ.

Что касается болтовни о шпионаже, то ее глупость и бездоказательность были ясны самим обвинителям.

5 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Ӑна ӗнтӗ вӑл ҫӗрле вӑрҫӑ мӗн иккенни ҫинчен: паллӑ вӑхӑтра, паллӑ вырӑнта тӑшмантан вӑйлӑрах пулас пулать, тесе вӗрентсе каланӑ.

Которому он ночью объяснял, что вся сущность войны заключается в том, чтобы быть сильнее противника в данном месте в данный момент.

III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех