Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

икке (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уйрӑлас пулсан, пире, виҫӗ ачана, епле икке пайламалла?

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Аркадий Давыдович: — Хм, — тет те, журнала уҫса, унчченхи «икке» тӳрлетсе, «виҫҫӗ» лартса хурать.

Куҫарса пулӑш

3 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

1720 ҫулта тинӗсре ҫил-тӑвӑл алхаснӑ хыҫҫӑн утрав икке пайланӑ.

В 1720 году в результате шторма остров был разделен надвое.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

«Ун пирки ан та пӑшӑрханӑр, — терӗм, — кӑмӑл турамӗ — пӗр турам. Сӗтел ҫинчи ҫӑкӑра икке пайлани — мул уйӑрни мар, — терӗм. — Ӗлӗк ӑна мул уйӑрнӑ чух пуянсен ачисем кашкӑрсем пек туллашнӑ», — терӗм.

Куҫарса пулӑш

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсем паттӑрла ӗҫленинчен шикленнӗн, ҫумӑр пӗлӗчӗсем, сасартӑк икке ҫурӑлса, ик еннелле уйрӑлса кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӗрарӑмсен ушкӑнӗ икке пайланчӗ: пӗрисем халех киле каясшӑн, теприсем ӗҫе пӗтерсех таврӑнасшӑн.

Куҫарса пулӑш

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫамрӑксем икке пайланса пӗр-пӗринпе хирӗҫсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Ҫамрӑксем шавлама тытӑнчӗҫ, икке пайланса кам хӗре, кам каччӑна хавхалантарма пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хреҫҫи // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 90–99 с.

Икке пайланма пултараймастӑп.

Куҫарса пулӑш

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

— Тӗрӗс йышӑну тунӑ эсӗ пурнӑҫра, Михаил Степанович, — мухтарӗ Алексей Михайлович сӗтел ҫинчи панулмие илсе ҫирӗп пӳрнисемпе ӑна икке пайланӑ май.

Куҫарса пулӑш

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ҫирӗплетсе панӑ чӑнлӑх пур: хуть мӗнле общество та, ялти ҫав шутра, икке пайланать — шурринчен тата хуринчен тӑрать.

Куҫарса пулӑш

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫав хӗлӗхе вӑл икке татрӗ те пукане пичӗ ҫине хӗреслесе хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пурччӗ-ха арҫынӗ: Улькка аппан юратнӑ, чун та чӗм, пӗр чӗлхерен шӑкӑлтатса пурӑннӑ, пӗр ҫӑвар ҫӑкӑра та икке пайланӑ, пурнӑҫ ҫулне пӗрле такӑрлатнӑ упӑшки — тапчам, кӑтра хура ҫӳҫлӗ, такам ӑшчиккине те шӑлан йӗппи пек шатӑрах тирӗнсе кӗрекен ҫивӗч хӑмӑр куҫлӑ Феофан, колхозра шоферта ӗҫленӗскер.

Куҫарса пулӑш

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Халӗ Ула Тимӗр, шалтан чӑрмаланса, пӑркӑчланса, икке юпленсе, «ик вут хушшинчех шӑлне ҫатӑрт-ҫатӑрт ҫыртса илчӗ:

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аслӑ сада чиркӳ икке уйӑрса ларать: хӗвеланӑҫ енчи пайӗнче хурӑн, ҫӑка, юман кашласа ӳсет; кунта — ҫӑва; хӗвелтухӑҫ енчинче — улма-ҫырла пахчи; унта, чие тӗмӗсем хушшинче, илемлӗ пӗчӗк часовня пур; вӑл аякран шурӑ чултан тунӑ тетте пек курӑнать.

Куҫарса пулӑш

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Иван Васильевич тусӗ, ун тантӑшӗ (вӑл та, патша пекех, ҫирӗм икке ҫеҫ кайнӑ мар-и) Курбский «суйласа илнӗ рада» ҫынни пулсан та дума пӗтсен ыттисем илтмеллех мӑкӑртатма пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫамрӑкки ҫамрӑк та-ха, ҫирӗм пӗр тултарса ҫирӗм икке ҫеҫ кайнӑ, анчах айван мар ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Боярсен думи // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тутарсем ҫывӑха ҫитеспе Тукай отрячӗ икке пайланчӗ, тӗкӗрҫӗсемпе вырӑс ратникӗсем хыттӑн кӑшкӑрса малалла тапӑнса кӗме тытӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аш татӑкне икке пайларӗ те ҫенӗк витти ҫине хучӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫав кирлӗ вӑл юлхава // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 64–67 с.

Икке пайланчӗ, Янтул ҫеҫ чухне, Чикме хулинче, унӑн пӗр енччӗ-ха.

Когда он был просто Яндулом и жил в Козьмодемьянске, у него было одно обличье,

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех