Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

земски (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1894 ҫулхи земски пухура: «Вӑл яланах тирпейлӗ те хастар пулнӑ, чирлӗ ҫынсене тимлӗ пӑхнӑ, хӑйӗн ӗҫне ӑста пӗлнӗ», — тесе палӑртнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Шупашкарти земски управӑна Лобанов отчет панӑ, вӑл унта куҫпа чирлекенсене сыватма уйрӑм больница уҫма ыйтнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Анчах та земски управӑсем ку ӗҫпе питех интересленмен.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Акӑ, 1875 ҫулта Ҫӗрпӳ уесӗнчи Аслӑ Кушель салинчи Семен Максимов хресчен земски управӑна ҫыру ҫырнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Сӑмахран, земски шкулӗсен ҫумӗнчи курссенче вӗренекенсене вӑл медицина кӗнекисем парнелеме сӗннӗ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Халӑха медицина пулӑшӑвӗ парас ӗҫре ҫитменлӗхсем кӗпӗрнери пур уессенче те пулнӑ, ҫавӑнпа земски тухтӑрӗсен 1882 ҫулта пулса иртнӗ V съезчӗ ятарласа ҫав ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

1903 ҫулта земски пуху, Петровӑн медицинӑри ҫитӗнӗвӗсене шута илсе, хула больници умне унӑн портретне кӑларса ҫакма йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Земски управа Кушниковӑн, Заленскин тата Петровӑн ӗҫӗсем Шупашкар уесӗнчи медицина аталанӑвӗн историйӗнче паха вырӑн йышӑнаҫҫӗ», тесе хакланӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Д. А. Кушниковӑн пархатарлӑ ӗҫӗ сая кайман, ӑна чӑваш ҫыннисем чунтан юратнӑ, вӑл земски тухтӑрта ӗҫлени ҫирӗм пилӗк ҫул тултарнӑ тӗле ун патне нумай-нумай ҫӗртен саламлӑ телеграммӑсемпе ҫырусем янӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Дмитрий Алексеевич чи малтан Шупашкар уесӗнче 1883 ҫулта земски тухтӑрта ӗҫлеме тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вырӑс тухтӑрӗсем революцичченхи чӑвашсем хушшинче // И. Демидова. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 77–80 с.

Ял пуҫӗсенчен, старӑстӑсемпе старшинасенчен, стражниксемпе уретниксенчен пуҫласа, стӑнавая, земски начальнике, исправнике ҫитиччен — пурте Михха тарҫисем пулса тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Унпала земски начальник те туслӑ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тӗрлӗ тӳре-шара, Бернадский йышши халӑха выльӑх вырӑнне хуракан земски начальниксем, исправниксем; саламатпа, тӗрмепе, катӑркӑпа халӑхӑн сехрине хӑпӑтакан Огуречниковпа Мошков йышши станавайсемпе уретнисем; Платтунпа Касмухха евӗрлӗ «ятлӑ» ҫынсем; тамӑкпа тата турӑ ылханӗпе хӑратакан пуп таврашӗ; укҫа енчӗкне турӑ вырӑнне хуракан Лаврский йышши ваккатсем т. ыт те.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Унтан земски начальник патне чӗнтерсе, хӑйне сӑтӑр кӳнишӗн тесе, Ҫтаппанӑн икӗ ят ҫӗрне туртса илет, хуралтисене сӳттерет.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Михха хутне уретник, земски начальник кӗни ҫинчен каларӑр…

Куҫарса пулӑш

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара Миххана, уретнике, земски начальнике тавӑрма май пулӗччӗ…

Куҫарса пулӑш

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Земски начальник суд тунӑ тӑрӑх Михха ҫыннисем Ҫтаппан хуралтисене куҫарма тытӑннӑ хыпар яла сарӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ан тив, земски начальникӗн кун пек ӗҫсене татса пама ниепле тивӗҫ те пулман пултӑр.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Господин земски начальник, — мӑйне сӗтел урлӑ тӑсса, сӑмахне пуҫларӗ Лаврский — Ответ тытаканӗ Янашовран ҫирӗм пилӗк тенкӗ илнине хӑех йышӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ура ҫине тӑр! — хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ старшина, — санпала господин земски начальник калаҫать!

Куҫарса пулӑш

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех