Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

залӗнче (тĕпĕ: зал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хальхинче - «Хӑнасене тарават вокзал» проект йӗркипе Вӑрнарти чун ҫул вокзалӗн залӗнче.

Куҫарса пулӑш

Ӳкерчӗкӗсенче - чун-чӗре пуянлӑхӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12359-ke ... uyanl-kh-2

Электричество ҫутипе ҫуталнӑ, айлӑ-ҫийлӗ чӳречеллӗ пристанӗн иккӗмӗш хутӗнче, пассажирсем кӗтмелли залӗнче, ҫынсем лӑках.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Февралӗн 15-мӗшӗнче Комсомольски муниципаллӑ округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче канашлу пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте пӗрле тӑрӑшмаллине палӑртрӗҫ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/02/17/%d0%bf%d1%8 ... %97%d2%ab/

Февралӗн 14-мӗшӗнче округ администрацийӗн ларусен залӗнче районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн кӑтартӑвӗсене тишкерессипе тата малашнехи тӗллевсене палӑртассипе анлӑ канашлу иртет.

Куҫарса пулӑш

Халӑх сӗнӗвӗсене шута илмелле // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/07/%d1%85%d0%b ... %bb%d0%b5/

Эпӗ пынӑ чухне суд залӗнче халӑх самаях пуҫтарӑннӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Район администрацийӗн залӗнче санитари сыхлавӗпе тивӗҫтерес тата эпидемипе кӗрешес енӗпе тимлекен комиссин ларӑвӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Хаяр чир-чӗртен сыхланса // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10784-kh ... -sykhlansa

Сӑмах май, редакци ӗҫченӗсем хӑнана килнӗ чух та отрядсем спорт залӗнче «хаваслӑ стартсенче» ӑмӑртатчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Хаҫатҫӑсем – шкул лагерӗнче // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10976-kh ... lager-nche

Тупӑшусем тӳрех виҫӗ спорт залӗнче иртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑлана кӗнӗ ӑмӑрту иртнӗ // С.ОРЛОВ. http://kasalen.ru/2022/10/28/%d0%b9a%d0% ... 82%d0%bde/

Вӑрмар райповӗн ларусен залӗнче районти потребительсен обществин уполномоченнӑйӗсен черетлӗ 106-мӗш отчет пухӑвӗ иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхалла пӑхса пурнӑҫпа тан утаҫҫӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/8872-pulasl- ... pa-tan-uta

Тӗлпулу лагерьти клубӑн актовӑй залӗнче иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, «Республика» тулли мар яваплӑ общество директорӗ Л.Пронин, Вӑрмар район пуҫлӑхӗ Ю.Иванов райадминистрацин ларусен залӗнче граждансене харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Граждансене йышӑннӑ // М.ДМИТРИЕВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9771-grazhda ... ne-jysh-nn

Эрнекун, нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, район администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче район депутачӗсен Пухӑвӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ, унӑн ӗҫне район пуҫлӑхӗ Сергей Шерне йӗркелесе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Сергей Михайлова шаннӑ // Ирина Машкина. http://kanashen.ru/2022/02/11/%d1%80%d0% ... %80%d0%b3/

Вӗсем «Спартак» стадионӑн административлӑ корпусӗн пӗчӗк залӗнче кашни юнкун (11 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен) тата эрнекун (11:30 сехетрен пуҫласа 12:30 сехетчен) иртӗҫ.

Они будут проходить в малом зале административного корпуса стадиона «Спартак» каждые среду (с 11 до 12 часов), и пятницу (с 11:30 до 12:30).

Шупашкарсен Китайри сывлӑха ҫирӗплетмелли хускану занятийӗсене тӳллевсӗр ҫӳреме май пур // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/32896.html

Лару хула администрацийӗн пысӑк залӗнче 14 сехетре пуҫланӗ.

Заседание начнется в 14 часов в большом зале администрации города.

Ыран Шупашкар хулин мэрне суйлӗҫ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/32736.html

Адольф Амиго педагог-скрипачӑн ӑсату концерчӗ университетӑн актовӑй залӗнче ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Университетри пуху залӗнче музыка общественноҫӗ ун ячӗпе чаплӑ концерт ирттересшӗн.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫамрӑк тени хырӑм выҫҫине питех пӑхмасть — тул ҫутӑличченех ташларӗҫ. студентсем университетри пуху залӗнче.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Саккӑрмӗш класрисем «Маркӑч» надзирателе гимнастика залӗнче кавирпа хупласа тӳпкенӗ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫӗтӗлсе пӗтнӗ хаҫатри ҫӑкӑр ӑна хӑйне театрӑн канӑр залӗнче пек курма кансӗрлет.

Хлеб в истрепанной газете мешал ему представлять себя среди роскошной залы театра.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Ир-ирех пулин те — пӗчӗк хупахӑн пысӑк залӗнче виҫӗ ҫын.

Хотя час был ранний, в общей зале трактирчика расположилось три человека.

III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех