Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

залра (тĕпĕ: зал) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Залра ларакансем пӑлхана пуҫларӗҫ, пӗри хыттӑн кӑшкӑрчӗ:

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Залра шӑпланчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Гимназист тумне тӑхӑннисем курӑнмаҫҫӗ залра, ҫавӑнпа Павлуш хӑйне аван мар пек туйрӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Тӗпрен илсен — ку залра чӑваш интеллигенцийӗ пуҫтарӑннӑ, вӗсемсӗр пуҫне — уйрӑм коммерсантсем.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл сылтӑм аллине кӑшт кӑна ҫӗклерӗ — залра шӑп пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

— Чим, тӑвансем, чимӗр! — шӑнкӑравне шӑнкӑртаттарса залра ларакансене лӑплантарасшӑн пулчӗ Иван Васильевич Васильев.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн сӗтел хушшинче ларакансем темӗскер пӑшӑлтата пуҫларӗҫ, залра та шав илтӗнсе кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Хамӑр ялсем» тенине илтсен, залра лараканнисем кӑмӑллӑн кулса ячӗҫ.

Куҫарса пулӑш

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Залра ларнисем чылайӑшӗ хӗпӗртесе ал ҫупрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Пӗр вӑхӑт шӑп пулчӗ залра.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

«Кам пулчӗ ку. Ӑҫтан килнӗ?» — залра лараканнисем пӗр-пӗринчен ыйтаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Залра пысӑк пӑлхану пуҫланса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Иккӗш вӗсем вырсарникунхи кӗлӗ хыҫҫӑн гимназири залра темиҫе хут та пӗрле пьесӑсем выляса кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кунсем // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Залра шӑп пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Эрмина залра шырама пуҫларӗ; Моргиана вара теветкеллӗх йӗрӗнтерӗвӗпе, ҫавӑн пекех ӑнланупа пӗтӗмлетрӗ: хӑй йӗрӗнекен ҫынсен чӗрисене вӑл ҫак меслетпе ҫеҫ ҫемҫетме, вӗсене ҫапла ҫеҫ кулянса шухӑшлаттарма мехел ҫитереет; Моргиана ытлашши пӳлӗмре, ҫӳллӗ тӗрев ҫинчи Инди пысӑк вазипе юнашар, пукан лартрӗ, унта хӑпарса тӑчӗ те тырӑ вырнине сӑнарлакан картина ҫекӗлӗнчен кантрине ҫирӗплетрӗ.

Эрмина начала обходить зал; тогда, с омерзением риска, но также с сознанием, что лишь единственно этим путем может смягчить сердца ею презираемых, могущих горько задуматься людей, Моргиана встала на стул в лишней комнате, рядом с большой индийской вазой, стоявшей на высокой подставке, и прикрепила шнурок к крюку картины, изображающей жатву.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл ҫук ӗнтӗ, анчах вӑл ҫухалнӑ хыҫҫӑн залра кӑвак икӗ пӑнчӑ юлчӗ пек, вӗсем пайӑркасен шалкам ҫумӑрӗнче мӗлтлетеҫҫӗ.

Уже ее не было, но после ее исчезновения в зале как бы остались две голубые точки, мелькавшие в ливне лучей.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Вӑл хӗрарӑмсене тухма ыйтасшӑнччӗ; унӑн юлашки темиҫе минутне ҫӳллӗ ҫак залра ирттерес килет, — кунти капмар чӳречесем тивӗҫлӗх туйӑмне палӑртса ир илемне сапаласа сараҫҫӗ, унӑн ҫути паркетра сӑнарланать те люстрӑсемпе сӗтел-пукан ҫине йӑлтӑртатса-ҫиҫкӗнсе ӳкет.

Она хотела отослать женщин, чтобы несколько последних минут провести в этой высокой зале, поддерживающей чувство достоинства своими огромными окнами, светящими всей красотой утра на отраженные паркетом люстру и мебель.

XXII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Залра ларакансем шӑпӑр-шӑпӑр алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ ӑна.

Куҫарса пулӑш

Юррисем илемлӗ, чӗлхисем ҫепӗҫ // Татьяна Васильева. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... hisem-cepc

Ганувер шурса кайса пружина ҫинчилле вӑртах ҫаврӑнчӗ, ҫак самантрах залра пуррисем пурте куҫӗсемпе манран тирӗнчӗҫ.

Ганувер, побледнев, обернулся, как на пружинах, и все, кто был в зале, немедленно посмотрели в эту же сторону.

XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ушкӑн тӳрех пысӑкланчӗ, халӗ вӑл залра чи йышли; чӗрем хыттӑн тапма пуҫларӗ — ҫав ҫынсем патнелле ҫывхаракан Эстампа куратӑп; пачах кӗтмен ҫӗртен килсе лекнипе вӑл куҫ кӗскирен е сывлӑшран тухрӗ тейӗн.

Группа сразу увеличилась, став самой большой из всех групп зала, и мое сердце сильно забилось, когда я увидел приближающегося к ней, как бы из зеркал или воздуха, — так неожиданно оказался он здесь, — Эстампа.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех