Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ешерет (тĕпĕ: ешер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗвел ӑшӑтать, кайӑксем юрлаҫҫӗ, акаци ешерет.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӳлӗ тавра пӑрусене ҫӳретме улӑх сип-симӗс ешерет.

Куҫарса пулӑш

2 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Вӗсен айӗнче тем сарлакӑш лаптӑкра утмӑл турат ешерет, чечекрескерсем кӑн-кӑвак ҫуталса лараҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

IV // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Курӑк ешерет.

Куҫарса пулӑш

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Халӗ сад-пахчи ешерет кӑна.

Сейчас сад вовсю зеленеет.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Сад-пахча ешерет, улма-ҫырла парнелет.

Куҫарса пулӑш

Ашшӗ-амӑшӗ йӗркеллӗ, ывӑл-хӗрӗ килӗшӳллӗ // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/ashshe-amashe-jer ... hylle.html

Халь пахчинче нумай ҫул ӳсекен курӑк ешерет.

Куҫарса пулӑш

Ветеранӑн тунсӑхлама вӑхӑт ҫук // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/05/23/%d0%b2%d0%b ... %83%d0%ba/

Сулагаевсен кил картийӗ Таранов астӑвасса ҫулла йӗтем пек тап-такӑрччӗ, ҫуркунне е кӗркунне унта пылчӑк ҫӑрӑлатчӗ, халь вара талккишпе тенӗ пекех ҫул курӑкӗ ешерет.

Куҫарса пулӑш

9 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Йӗри-тавра ҫӗр ешерет, тем тӗрлӗ тӗспе те йӑлтӑртатать.

Куҫарса пулӑш

Юрату // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 138–143 с.

Тулта — хӗвеллӗ ҫурхи кунсем, тӗнче ешерет — вӑл ҫаплах-ха вырӑн ҫинчен тӑраймасӑр выртать.

Куҫарса пулӑш

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Пӳрт йӗри-тавра сад ешерет, чӳречеренех хӑмла ҫырли татса илме пулать.

Куҫарса пулӑш

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Ешерет улӑх, сӑрт-ту Хӗвел хӗртнӗҫемӗн.

Куҫарса пулӑш

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Пурнӑҫ лӑскаман ӑна, хӗвел ҫутипе киленсе ҫӗр сӗткенне туллин туртакан улмуҫҫи пекех ешерет вӑл ҫавӑнпа.

Куҫарса пулӑш

Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.

Ҫавра кӳлӗ хӗрринче Ешӗл курӑк ешерет.

Куҫарса пулӑш

Тепӗр кун // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Кунта, чӑнах та, курӑк ешерет.

Куҫарса пулӑш

Кӗтӳ кӗтни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ку тӑрӑхра ытти хир еннелли ялсенчи пек курӑкран аптӑрасах каймаҫҫӗ пулас, урам варринче те сип-симӗс курӑк ешерет.

Куҫарса пулӑш

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Пур еннелле те йӗри-тавра симӗс уйсем, ҫаран лаптӑкӗсем сарӑлса выртаҫҫӗ, вӑрман ешерет.

И полоски, днем казавшиеся чересчур убогими, сейчас выглядят благодатными зелеными полями; луга кажутся привольными, леса — непроходимыми.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫӳллӗ валак патӗнче Ватӑ йӑмра ешерет.

Куҫарса пулӑш

Сарӑ хӗр // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Тӗттӗм вӑрман чӗрӗлет, Ешӗл тумтир тӑхӑнать, Ҫеҫен хир те ешерет, Илемӗпе мухтанать.

Куҫарса пулӑш

Силпи ялӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Надя, санӑн унта йӑлтах чечек ешерет, хӑвӑнпа паллаштаракан, ӗҫна уҫӑмлатакан материалсем мӗншӗн лартмастӑн тесессӗн унӑн хуравӗ ҫапларах пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

Янра, янра чун шӑнкӑравӗ // Юрий НИКИТИН. http://kanashen.ru/2022/10/21/%d1%8f%d0% ... b0%d0%b2e/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех