Шырав
Шырав ĕçĕ:
ефодӑн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
15. Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса хулӑн вӑчӑрасем тунӑ; 16. унтан икӗ ылтӑн харша тата икӗ ылтӑн ункӑ туса, икӗ ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса лартнӑ; 17. вара ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ вӑчӑрасене иккӗшне те кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫӗнчи икӗ ункине витӗрнӗ, 18. икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтарнӑ та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енчен ҫыхӑнтарнӑ; 19. тата икӗ ылтӑн ункӑ туса кӑкӑрлӑхӑн тепӗр икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтарса лартнӑ; 20. тата икӗ ылтӑн ункӑ туса вӗсене ефодӑн икӗ енне аялтан, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех, ҫирӗплетсе лартнӑ; 21. вара, Ҫӳлхуҫа Моисее хушнӑ пек, кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтарнӑ.
Тух 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Кӑкӑрлӑх валли таса ылтӑнран явса-ҫыхса вӑчӑрасем ту; 23. кӑкӑрлӑх валли тата ылтӑнран икӗ ункӑ ту, икӗ [ылтӑн] ункине кӑкӑрлӑхӑн икӗ вӗҫне ҫыпӑҫтарса ларт; 24. ылтӑнран явса-ҫыхса тунӑ икӗ вӑчӑрана кӑкӑрлӑхӑн [икӗ] вӗҫӗнчи икӗ ункине тир, 25. икӗ вӑчӑран икӗ вӗҫне вара икӗ харшапа ҫыхӑнтар та ефод хулпуҫҫийӗ ҫинчи тӑхапа мал енӗнчен ҫыхӑнтар; 26. тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та кӑкӑрлӑхӑн аялти икӗ вӗҫне, ефод ҫинче выртакан тӳнтер енне, ҫыпӑҫтар; 27. ҫавӑн пекех тата икӗ ылтӑн ункӑ ту та вӗсене ефодӑн икӗ енне, пиччӗн енчен, ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех ҫирӗплетсе хур; 28. кӑкӑрлӑх ефод пиҫиххийӗнчен ҫӳлерех пултӑр, вӑл ефод ҫинчен анса ан кайтӑр тесе, кӑкӑрлӑха ункисенчен ефод ункисем ҫумне сенкер ҫӑмран тунӑ кантрапа ҫыхӑнтармалла.
Тух 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1