Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене ӗнтӗ вӑрман уҫлӑхӗнчен вырӑссемпе тутарсем хӳме патӗнче мӗнле ҫапӑҫни те, посадри ҫуртсем ялкӑшса ҫупни те, крепоҫелле тем пысӑкӑш етресем кӗрлесе иртни те, хула хӳми ҫинче тутар воинӗсем чупкаласа ҫӳрени те лайӑх курӑнчӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Етресем часрах та часрах ҫурӑлма тапратрӗҫ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Ав, етресем Йӗри-тавра тек сапӑнаҫҫӗ, — Кавруҫ курать: кӗтмен хӑна, — Ик-виҫ енчен те тапӑнаҫҫӗ, Чакмасть, ямасть вӑл яхӑна.
XXXVII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.
Анчах етресем пӗтнӗрен крепоҫа штурмлама каймарӗҫ.
15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Йӗри-таврах пулясем шӑхӑрнӑ, етресем сирпӗннӗ.
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫапах та эпӗ етресем тӑтӑшран тӑтӑш ӳкекен хӳме патне ҫывхарма хӑяймарӑм.Однако я все еще не решался подойти к частоколу, возле которого ядра падали чаще всего.
XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ унта та, кунта та пытантӑм, пур ҫӗрте те мана етресем тӳрех ман ҫинелле килнӗ пек туйӑнчӗҫ.Я прятался то тут, то там, и всюду мне казалось, что ядра летят прямо в меня.
XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пӗр сехет хушши утрав тупӑ сассипе чӗтресе тӑчӗ, етресем вӑрман тӑрӑх, хӑйсен ҫулӗ ҫинчи мӗнпур япалана ҫӗмӗрсе вӗҫеҫҫӗ.В течение часа остров сотрясался от пальбы, и ядра носились по лесу, сокрушая все на пути.
XIX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Пиратсене ҫӳлелле тӗллесе пеме тивнӗ, етресем вӗҫес вӑйне ҫухатаҫҫӗ те хӑйӑр ӑшне кӗрсе ӳкеҫҫӗ.Но пиратам приходилось брать высокий прицел: ядра теряли силу и зарывались в песок.
XVIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпӗ хамӑр карап ҫине, тар тата етресем хӑварнине, вӗсене складран илсе хӑпарасси вӑрӑ-хурахсемшӗн нимӗне те тӑманнине аса илтӗм.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Астӑватӑп, вӑрманта хамӑр чупнине, етресем шӑхӑрса иртсе кайнине; етресем лексе йывӑҫ турачӗсем ҫӗре татӑлса ӳкнине, тата йӗплӗхулӑ тӗмисем витӗр хамӑр упаленнине астӑватӑп…
Тӑватӑ кун // Ярукка Сантри. Гаршин В.М. Тӑватӑ кун: калав. — Шупашкар: Республикӑри чӑваш кӗнеки кӑларакан уйрӑм, 1924. — 38 с.
Ҫурт тӑрринче вутлӑ етресем — ҫавра ҫиҫӗм — перекен машинӑсем лараҫҫӗ.На крыше его были поставлены машины, посылающие огненные ядра, — круглые молнии.
Гусевӑн ҫак кунхи ӗҫ-хӗлӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Юнашар чугун етресем купаланса выртаҫҫӗ.
«Ҫитрӗ май — хаваслӑ, чаплӑ…» // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Пенӗ сасӑпа шуйханнӑ кӑвакарчӑнсем каллех кӗлет ҫине анса ларчӗҫ, унтан ҫав самантрах пӗлӗтелле хӗрхӗлтӗм етресем пек пӗрхӗнсе хӑпарчӗҫ.
Ют юн // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Ют юн. — Тӑван Атӑл, 1965, 3№, 82–91 с.
— Е ӗнтӗ, ан кайӑрах ӗнтӗ, темскер курса тӑрас пур, вӗҫӗмсӗрех етресем ӳксе тӑраҫҫӗ, ан кайӑрах ӗнтӗ, — макӑрас пек йӑлана пуҫларӗ вӑл Володяна.
22 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Михайлов, ҫак виҫӗ сехет хушшинче темиҫе хутчен те, ҫук, хӑтӑласси пулас ҫук ӗнтӗ манран, тесе шухӑшланӑскер, хӑй ҫумӗнче пур пек пӗчӗкҫӗ иконӑсене темиҫе хутчен те чуптуса илме ӗлкӗрнӗскер, юлашкинчен кӑштах лӑпланчӗ, ку таранччен те бомбӑсемпе етресем пайтах вӗҫсе иртрӗҫ, пӗри те мана килсе лекмерӗ, халь тин ма лектӗр ентӗ? тесе лӑплантарчӗ вӑл хӑйне хӑй.
10 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Эсир ӑнланатӑр, вӗсене ӗҫлеттерекен сисӗм-туйӑм вӑл, хӑвӑр сиссе-туйса курнӑ сисӗм туйӑм мар, вак-тӗвекпе интересленнӗ пирки мар, чапа, мухтава тухас шухӑшпа та мар ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, вӗсене пӗр-пӗр урӑх сисӗм-туйӑм, вӑйлӑрах сисӗм-туйӑм, вӗсенчен етресем уланӑ ҫӗрте те ытти ҫӗрти пекех лӑпкӑн пурӑнакан ҫынсем туса хуракан сисӗм-туйӑм ӗҫлеттерет, ку сисӗм-туйӑм вӗсене, пӗрре вилес вырӑнне ҫӗр тӗрлӗ вилӗмпе вилес хӑрушлӑх пур ҫӗрте те лӑпкӑн пурӑнакан тунӑ, ҫав условисенче вӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлесе, ҫӗр ҫывӑрмасӑр, тасамарлӑхра пурӑнаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫул тӑршшӗпех, ишсе антарнӑ театр патне ҫитичченех, пӗр вӗҫӗмсӗр тенӗ пек, етресем улаҫҫӗ, пульӑсем шилетеҫҫӗ, анчах эсир темшӗн вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмастӑр, лӑпкӑн, ҫӗкленнӗ чун хавалӗпе утса пыратӑр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Кунта вара пылчӑк, йӗри-тавра тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем, тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗхсем, нӳхреп пек алтнӑ шӑтӑксем, платформӑсем, ҫӗр пӳртсем; ҫав ҫӗр пӳртсем ҫинче ҫав тери пысӑк чугун тупӑсем лараҫҫӗ, тирпейлӗн купаласа хунӑ етресем выртаҫҫӗ.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Сире ҫул ҫинче йӑваланса выртакан етресем, шывпа тулса ларнӑ лакӑмсем такӑнтараҫҫӗ.По дороге спотыкаетесь вы на валяющиеся ядра и в ямы с водой.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
- 1
- 2