Шырав
Шырав ĕçĕ:
Иккӗмӗш етрене те хапхаранах тӗллесе печӗҫ.
18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Хӗрлӗ пит-куҫлӑ киревсӗр Израэль Гэндс палуба тӑрӑх етрене кӗмсӗртеттерсе кустарса пынине эпӗ курма ҫеҫ мар, хӑлхапа та итлерӗм.
XVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Атте, етрене аллине илчӗ те йӑл кулмасӑр чӑтаймарӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вара Мими ҫырса кӑтартма ҫук ҫирӗп кӑмӑлпа пурне те пӑрӑнса тӑма хушрӗ, пысӑк утӑмсемпе хӑюллӑн утса, сапаласа тӑкнӑ етре патне пычӗ те, кӗтмен ҫӗртен ҫурӑлса сирпӗнес хӑрушлӑхран хӑрамасӑр, етрене урисемпе таптама тытӑнчӗ.
VII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Анчах снаряд хӑвӑра сӗртӗнмесӗрех иртсе кайсан вара, сире чун кӗрсех каять, темӗнле, калама ҫук ырӑ пек туйӑнса каять сире, пӗр самантлӑха эсир ҫав туйӑм тыткӑнне кӗрсе ӳкетӗр, ҫак хӑрушлӑхра, ҫав пурнӑҫпа вилӗм вылянинче эсир темӗнле, уйрӑммӑнах кӑмӑла килекен илем пуррине куратӑр; сирӗн вара етрене е бомбӑна хӑвӑрпа юнашарах, тата ҫывӑхарах ӳкерес килет.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Батарея командирӗ ҫак етрене кура тарӑхса каять, ытти тупӑсене авӑрлама хушать, тӑшман та пире ответлеме тытӑнать, эсир вара хӑвӑрта интереслӗ сисӗм-туйӑмсем пуррине пӗлетӗр, интереслӗ япаласем куратӑр, интереслӗ сасӑсем илтетӗр.
Севастополь декабрь уйӑхӗнче // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Мӗнпур пулас инкексене пирваях курса тӑмашкӑн ҫук, ҫавӑн пек чухне вара тупӑ пурри пӗрре те кансӗрлемест, вӑл, кирлӗ пулсан, сакӑр кӗрепенкеллӗ етрене тӑватӑ миль ытлашшипех кӗрӗслеттерсе ярать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
- 1