Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ертсе (тĕпĕ: ерт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Райпо правленийӗ Е.И. Карпеев ертсе пынипе халӑх ыйтӑвне тивӗҫтерес енӗпе ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Хӑйне шаннӑ ӗҫе тӳрӗ кӑмӑлпа тата юратса пурнӑҫлакан ӗҫчене ертсе пыракансем асӑрхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юратнӑ ӗҫ хавхалантарнӑ, ҫемье хӑват панӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d1%8e%d1%8 ... 82-%d0%bf/

Информаци кунне округ пуҫлӑхӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан А.Г. Кузьмин уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Ачасен канӑвӗ пирки калаҫнӑ, юсав ӗҫӗсемпе паллашнӑ // Каҫал ен. http://kasalen.ru/2024/05/17/%d0%b0%d1%8 ... %97%d1%81/

Вӗрентекен «Ҫамрӑк журналист студийӗ» тата «Радиокорреспондент» кружоксене ертсе пырать.

Куҫарса пулӑш

Пултаруллӑ та хастар вӗрентекен // Ҫӗрпӳ районӗ. https://zivil.cap.ru/news/2021/05/12/pul ... verenteken

Пултаруллӑ хӗрарӑма ял совечӗн председателӗн должноҫне шанса парсан ҫакӑн евӗр ыйту тухса тӑнӑ: мӗнлерех пулӗ хорӑн ыранхи шӑпи, коллектива малашне кам ертсе пырӗ?

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Тӗрлӗ ҫулсенче коллектива ертсе пырас ӗҫе Михаил Воронцов, Александр Миллин хутшӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Ҫав вӑхӑтрах Мария Ястребова ертсе пыракан хора та ҫӳрерӗм.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

— Ҫынна чӑн та юрӑҫ е музыкант, сӑвӑҫ е ҫыравҫӑ, учитель е ҫӗр ӗҫченӗ… пулма пӳрнӗ пулсан – шӑпа ҫын хӑй сисмесӗрех ҫав ҫул ҫине ертсе тухать ӑна.

Куҫарса пулӑш

Геннадий Борисова – 75 ҫул // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/1 ... %83%d0%bb/

Арҫын ячӗ, ман шутла, килти ӗҫе тӑн-пуҫпа илсе пынинче, ачасене хӑв хыҫҫӑн тӗрӗс ҫулпа ертсе кайма пултарнинче, вӗсенчен ҫын тунинче.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑтмахра пурӑнакана суда мӗн-ма чӗнеҫҫӗ-ха! // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Кӳлӗ хӗррине те ертсе ҫитерет тӗпчекенсене вӑрманҫӑ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Картуна ҫитсен, хунямӑшӗ машинӑна каялла ҫавӑрса тӑраттарать; хӑй, хӗрӗпе мӑнукне кабинӑран тухма пулӑшса, сана вӑрттӑн каламалли сӑмах пур тесе, кӗрӳшне машина хыҫне ертсе каять, лешӗ ун-кун тавҫӑрса иличчен шӗвӗрлесе тытнӑ чышкипе хӑлхаран швинь тутарать.

Куҫарса пулӑш

Хуняман асран кайми авансӗ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

— Апла ертсе кай пире.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Пире пӗрлештерекен ялсен пӗр ҫемьери пек туслӑ пурӑнмалла. Валерий Иванович Нарсов пире лайӑх ертсе пырать. Ҫӗршыв Президенчӗ усӑ курма май паракан программӑсене хутшӑнса пӗрле туслӑ ӗҫлемелле», - терӗ Владимир Николаевич Яковлев депутат ял ҫыннисем умӗнче.

Куҫарса пулӑш

Кӗскен пулин те — чи кирли ҫинчен // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11813-k-sken ... li-cinchen

Ҫӗнӗ учрежденире кружок ӗҫне ертсе пымалли, заведующи кабинечӗсем, артист пӳлӗмӗ, санузелсем пур.

Куҫарса пулӑш

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Кунта Ихсан Валеев хуҫалӑхӑн тӗп инженерӗ ертсе пынипе механизаторсен пысӑках мар ушкӑнӗ ӗҫлет.

Куҫарса пулӑш

Ӳсентӑран ӗрчетес ӗҫе аталантараҫҫӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/yal-khu-al-k ... ra-3712273

Юнармеецсем, Н.И. Петров ертӳҫи ертсе пынипе, хисеплӗ хуралта тӑнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хушӑлкара Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ 79 ҫул ҫитнине халалланӑ митинг ирттернӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... rn-3758407

Пирӗн район командине Петров Николай ертсе пынипе Хушӑлкари вӑтам шкулти «Мужество» ҫарпа патриот клубӗн воспитанникӗсем кӗнӗ.

Куҫарса пулӑш

Ачасем кӑткӑс трассӑна тивӗҫлипе утса тухнӑ та ятлӑ жетонсем илнӗ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... ln-3758624

Чаплӑ митинга ертсе пыракансем уҫнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пирӗн пуҫ тӑрринче хӗвел ҫутатнӑшӑн эпир яланах сире асра тытӑпӑр // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/nikam-ta-nim ... -r-3760992

Пӗр енче Британи влаҫне алла илме хӑтланнӑ Карл Эдуард Стюарт майлисемпе пулнӑ, тепӗр енче — Камберленд герцогӗ ертсе пынӑ Британи правительствин ҫарӗсем.

между сторонниками Карла Эдуарда Стюарта, претендента на британский престол, и правительственными британскими войсками под начальством герцога Камберлендского.

Каллоден патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9A%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

1828 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Иоанн Каподистрия утрав патне пысӑках мар эскадра янӑ, вӑрҫӑн вӗҫлекен тапхӑрӗнче турккӑсем кӗтмен ҫӗртен пырса кӗресрен сыхланнӑ май ӑна Миаулис Андреас-Вокос ертсе пынӑ.

Иоанн Каподистрия выслал к острову в мае 1828 года небольшую эскадру, которой командовал Миаулис Андреас-Вокос, во избежание неожиданной высадки турок на завершающем этапе войны.

Баба сӑмсах патӗнчи ҫапӑҫу // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%91%D0%B0%D ... 2%AB%D1%83

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех