Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ернӗ (тĕпĕ: ер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Кӗтерук, эсӗ ухмаха ернӗ пулӗ? — хӗрӳленсе каларӗ Якур.

Куҫарса пулӑш

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан кум ухмаха ернӗ пулинех.

Куҫарса пулӑш

XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Сахар ухмаха ернӗ!

Куҫарса пулӑш

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарье, ним тума аптӑранӑ енне, ахлатса илчӗ, пуҫне чӑмӑртаса тытса, тӑвӑнчӑклӑн ҫӳҫ-пуҫне лӑскарӗ, ухмаха ернӗ пек ҫухӑрса ячӗ:

Куҫарса пулӑш

Тарье таврӑнсан // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Унта пупне кӑна та мар, чиркӳне те шуйттан ернӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чӑн та усалах ернӗ ку Якку аттене тесе шутларӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ял Советӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Усал ернӗ ӑна!

Куҫарса пулӑш

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тарӑхса халтан кайнипе хашкама ернӗ Сахар аллисем лӗштӗрех усӑнчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Пӑтӑрмах // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл ӑна ухмаха ернӗ ҫын пек чӗтретсе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ ҫӗлӗкӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Нурулла тӑруках ҫаврӑнса, ӑна ик-виҫӗ хутчен чӗлпӗрпе сӳсе илчӗ, унтан кӗлеткинчен аллисемпе тӗртме пуҫларӗ, анчах чӗтреве ернӗ выльӑх вырӑнтан та тапранмарӗ.

Куҫарса пулӑш

Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ухмаха ернӗ е мӗнле те пулин мыскара кӑтартасшӑн вӑл?

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Тепӗр чухне государь ухмаха ернӗ пек хӑй тӗллӗн калаҫать.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑнсӑртран ҫеҫ чӗррӗн юлнӑ пӗр-икӗ воин, ухмаха ернӗ этемсем пек, хапха умӗнче тӗлли-паллисӗр ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мана шӑрттан кирлӗ-и-ха унта, эп йӑлтах чӗтрене ернӗ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Таҫтан килсе ернӗ кӑҫал.

Куҫарса пулӑш

Ҫеҫпӗл ҫыxxи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 135–136 с.

Ваҫлей ун сӑмаххисене хӑлхана та чикмерӗ, ценнуроз ернӗ сурӑх евӗр, ҫаврӑнакан пуҫне ҫӗрелле чикрӗ:

Куҫарса пулӑш

Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.

Мӗн эс усал ернӗ ҫын пек ҫӗрле шыва кӗретӗн? — кӑшкӑрать леш ҫырантан Римма.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Сӑмса умӗнче сенӗк вӗҫӗ пек шӗвӗр ҫурла вылять, старикӗн куҫӗсем кикен тымарри ҫинӗ чухнехи пек алчӑраса кайнӑ, тути хӗррисем кӑпӑкланнӑ, сив чир ернӗ чухнехи пек чӗтреҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Тӑварса ятӑм та, вӑл лӑштӑрах тӑсӑлса выртрӗ, чӗтрет хӑй, сив чир ернӗ тейӗн.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ватта сулӑннӑ Янтул хӑйне алӑра тытайми пулнӑ, суяна парӑннӑ, хӑракана ернӗ.

Вот и стареющий Яндул не в силах совладать с собой, начал врать, трусить…

Вилӗмпе юнашар // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех