Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

еплерех (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуллахи ӑшӑ каҫсем еплерех янӑраса тӑратчӗҫ ӗлӗкрех.

Куҫарса пулӑш

«Чӳречерен пӑхрӑм — Уйӑх куртӑм» // А.Иванов. «Храсчен сасси», 1999, утӑ, 13

Ача чухне ҫӑл куҫран шыв илме ҫӳренине, унти таса шыва еплерех киленсе ӗҫнине эпир пурте лайӑх астӑватпӑр.

Все мы помним, как в детстве ходили на родники и пили чистую воду. «Вода – источник жизни» – это выражение известно нам всем.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Кур-ха эсӗ ӑна, юриех пулас, урине еплерех ҫӗклесе утма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Урамӗсем еплерех аслӑ пирӗн, ҫурчӗсем кервен.

Куҫарса пулӑш

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Евлампи инке аслӑ хӗрӗпе ывӑлӗ аякра чухне ҫуралнӑ тӑрӑхри ашшӗпе амӑшӗ пирки аса илнипе илменнине, вӗсемшӗн тунсӑхланипе тунсӑхламаннине, ачисен мӑшӑрӗсем еплерех ҫынсем пулнине, мӑнукӗсем шкулта мӗнле вӗреннине ыйтса пӗлчӗ.

Куҫарса пулӑш

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Тата вӑл басмачсене еплерех йӗкӗлтенине астуса юлнӑ: сӑмса айӗнче пӳрнепе сӑтӑркаласа Буденныйӗн мӑйӑхне сӑнласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Студентсем калаҫаҫҫӗ, — ҫамрӑк ҫын хӑй еплерех пысӑк инкеке кӗрсе ӳкме пултарасси ҫинчен тӗшмӗртме те пултараймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Малтан ачисем ҫинчен — алхасмаҫҫӗ-и, чирлемеҫҫӗ-и, шкулта еплерех ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗлетӗр-и, пире, чӑвашсене, еплерех пӑватчӗҫ ун чух?

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Каласа пар-ха, еплерех туслашса кайрӑр, пӗрлешрӗр…

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Куҫ хӗррипе вӑл Ваҫиле еплерех хӗрелсе кайнине курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫӗрле вӑрана-вӑрана кайса Ванюшпа иккӗшӗ еплерех тӗл пулассине, куҫа-куҫӑн унпа кӑна юлассине куҫӗ умне кӑларатчӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мучипе ача, шутласа ларма вӑхӑт тупӑннӑ-ха та, ял пурнӑҫӗ еплерех пулмалли пирки шутласа каяҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

— Авӑ еплерех шуса пынӑ сӗм авалхи пурнӑҫ!

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Акӑ еплерех ӳсет курӑк.

Куҫарса пулӑш

Протоценоз // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ну, хӑвӑрах ӑнланатӑр, арҫына хӗрарӑм килӗшет пулсан, вӑл еплерех сӑмахсем тупса калать…

Куҫарса пулӑш

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Неушлӗ вара эсир ҫав сӑнчӑр пек ҫыхса лартнӑ сӑмахсем еплерех чӑнкӑртатнине илтместӗр?

Куҫарса пулӑш

12. Ыйтусемпе ответсен каҫӗ // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Малашнехи вӑхӑт валли васкавлӑ план еплерех?

Куҫарса пулӑш

5. Кун пекки урӑх пулмасть // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫав вӑхӑтсенчи ҫынсен тумтирӗсенче, ҫӳҫӗсене еплерех туранисенче, сӑнӗсенче хӑйне майлӑ уйрӑмлӑх пур, ӑна кайран ниепле те тӗп-тӗрессипе тепӗр хут кӑтартса пама ҫук.

Куҫарса пулӑш

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫитес ҫывӑх эрнесенче еплерех пулмаллине пӗлсе тӑрсан, Лена лӑпкӑ пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

I. Пӗр каҫхине // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех