Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

енлӗн (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Патшалӑх тӗрлӗ енлӗн паракан пулӑшӑва пула ҫынсем юлашки виҫӗ ҫулта 196 пин тӑваткал метр пурӑнмалли ҫурт-йӗр туяннӑ, 5868 ҫемье пулӑшу илнӗ.

За счет различных форм государственной поддержки за три последних года люди приобрели более 196 тыс. квадратных метров жилья.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Шкулсен ҫӗнетнӗ спорт залӗсемпе тухӑҫлӑрах, тӗрлӗ енлӗн усӑ курас тӗлӗшпе питӗ тӗрӗс йышӑну тунӑ.

Нашли очень правильное решение по более эффективному, разнонаправленному использованию модернизированных школьных спортивных залов.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Эпир хамӑр ачасене тӗрлӗ енлӗн аталантармалли инфратытӑма тата пурлӑхпа техника никӗсне ҫирӗплетес ӗҫе малалла тӑсрӑмӑр.

Мы продолжили укреплять инфраструктуру и материально-техническую базу для разностороннего развития наших детей.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ҫитӗнекен ӑрӑва пур енлӗн аталантарма пулӑшакан ҫӗр-ҫӗр проекта пурнӑҫланӑ.

Реализованы сотни проектов, направленных на всестороннее развитие подрастающего поколения.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне 2024 ҫул валли янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://www.cap.ru/action/activity/sobit ... sudarstven

Ӑна ятарлӑ ҫар операцине хутшӑннӑ салтаксене тата вӗсен ҫемйисене пур енлӗн пулӑшса пырас тӗллевпе йӗркелерӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ентешлӗх уявӗ иртрӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/08/%d0%b5%d0% ... 82%d1%80e/

Вӑл округра тӗрлӗ ӳсӗмри ырӑ чунлӑ ҫынсем сахал маррине, волонтерсем ҫӗршыв шайӗнчи тӗрлӗ акцисене активлӑ хутшӑннине, паян та ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене Елчӗксем пур енлӗн пулӑшу аллине тӑснине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Волонтерсен пӗрремӗш слечӗ // Марина ВАСТУЛОВА. http://елчекен.рф/2023/12/08/%d0%b2%d0%b ... b5%d1%87e/

Вӗсен вӗренме, хӑйсене тӗрлӗ енлӗн аталантарма пур условисем те пур.

Куҫарса пулӑш

Йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе пынӑ // Анна Ежергина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d0%b9%d1%8 ... %bd%d3%91/

Унта Чӑваш Енне тӗрлӗ енлӗн кӑтартса парӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Республикин кунӗ пулать // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%87%d3%9 ... %82%d1%8c/

ВДНХра иртнӗ ҫак паллӑ событии Чӑваш Республикине Пӗтӗм Раҫҫейре туллин те тӗрлӗ енлӗн кӑтартма май панӑ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Чӑваш Республикине пур енлӗн сӑнласа паракан экспозицисенче Чӑваш Енӗн ӗнерхи, паянхи пурнӑҫӗ туллин курӑнать, малашнехи тӗллевӗсем палӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Республикӑпа туллин паллашма май пулнӑ // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/12/05/%d1%80%d0%b ... %83%d0%bb/

Вӑл ҫулсерен хӑтлӑланнӑҫемӗн хӑтлӑланса тата пурӑнма илӗртӳллӗ вырӑна ҫаврӑнса пырать – инфратытӑм аталанать, социаллӑ объектсем ҫӗкленеҫҫӗ, пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсем тирпейленсе илемленеҫҫӗ, ҫулсем ҫӗнелеҫҫӗ, хулара пурӑнакан кашни ҫыншӑнӑх канма тата сывлӑха ҫирӗплетме, тӗрлӗ енлӗн аталанма тата хӑйӗн пултарулӑхне туллин уҫса пама паха майсем йӗркеленеҫҫӗ.

С каждым годом он становится все более уютным и привлекательным местом для жизни – развивается инфраструктура, строятся социальные объекты, благоустраиваются дворы и обновляются дороги, создаются условия для полноценного отдыха и оздоровления, развития и самореализации каждого его жителя.

Олег Николаев Хупашкар хула кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/20/gla ... et-s-dnyom

Кӗнекен «Кроссжанровые связи» ятлӑ иккӗмӗш пайӗнче чӑваш паттӑр юмахӗсене пур енлӗн те тарӑн тӗпченӗ.

Во втором разделе монографии имеется подробное описание богатырских сказок.

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Чӑваш паттӑр юмахӗсене пуҫласа пур енлӗн те туллин А.К. Салмин тӗпченӗ.

Только благодаря целенаправленной работе А.К. Салмина эта тема получила всестороннее рассмотрение,

Чӑваш паттӑр юмахӗсен тӗнчи // Н.Г. ИЛЬИНА. Паттӑр юмахӗсем. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издвтельстви, 2019. — 384 с. — 6-25 с.

Шкулта ӗҫлекенсен тӗллевӗ — ачасене тарӑн пӗлӳ панипе пӗрлех вӗсене тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшасси, тивӗҫлӗ воспитани парса ҫӗршывӑн чӑн-чӑн гражданинӗ туса кӑларасси.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Кунсӑр пуҫне вӗренекенсем тӗрлӗ енлӗн аталанччӑр тесе те тӑрӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Коммунистсен партийӗн ҫӗнӗ Программинче обществӑн культурӑ пурнӑҫне хӑватлан тата нумай енлӗн аталантарса пымалли, халӑха воспитани парас ӗҫре литературӑпа искусствӑн пӗлтерӗшне татах ӳстермелли ҫул-йӗрсене палӑртса хунӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

«Хамӑра яланах шанмалла, яваплӑха туймалла, ырӑ енчен кӑтартма пӗлмелле, ӑсталӑха пур енлӗн ҫирӗплетсе памалла», – тесе каланӑ вӑл.

Куҫарса пулӑш

Олег Николаев педагогика ӑсталӑхӗн конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисене саламланӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/31/oleg ... rsesen-cen

Унта продукци пахалӑхне пур енлӗн тӗрӗслеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ цех уҫӑлчӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=A8tXiI5NxLc

Унта ҫитӗнекен ӑрӑва пур енлӗн сыхлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе яврӗҫ.

Куҫарса пулӑш

«Хӑрушсӑр ачалӑх» форум иртрӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=pEO-bYvzI5Q

Вӗсем питӗ лайӑх ачасем, яланах вӗсем тӑрӑшса вӗреннӗ, пур енлӗн аталанса вӗсем олимпиадӑсенче ҫӗнтерсе пынӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Енре 5 пине яхӑн ҫамрӑк шкул пӗтерет // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=-M3jCMBQJxo

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех