Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрарӑмсен движенийӗ акӑш-макӑш вӑйлӑланнӑ…
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Вӗсем, ҫиленсе ҫитнӗскерсем, ялти чухӑнсен движенийӗ мӗнле аталанса пынине асӑрхаса тӑчӗҫ, май пур вӑхӑтра, сӑтӑр тума тӑрӑшрӗҫ; элек сарчӗҫ, хресченсене пӗр-пӗрин ҫине вӗслетсе яма тӑрӑшрӗҫ, тепӗр чухне хӑйсен хӳтлӗхӗнчен тухса, вӑрттӑн пыра-пыра тапӑнчӗҫ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пур ҫӗрте те хресченсен массӑллӑ движенийӗ сарӑлса кайрӗ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Вӑл: тӗнчене турӑсем туман, тӗнчене материн ӗмӗрхи движенийӗ, унӑн питех те пӗчӗк пайӗсем пӗрлешни тунӑ, тесе шутланӑ.
Авалхи Римри тата Авалхи Грецири ятсемпе сӑмахсене ӑнлантарса пани // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 315–330 с.
Нациллӗ-ирӗклӗх движенийӗ Италире ҫӗршер герой, революцишӗн асап тӳснӗ ҫӗршер паттӑр ҫуратнӑ, анчах унӑн халӑхпа ҫирӗп ҫыхӑну пулман пирки, вӑл усӑ парайман.
2 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.
Вӗсем хӑйсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫлайман; анчах Итали историнче нациллӗ ирӗклӗх движенийӗ ҫапах та чи чаплӑ вӑхӑтсенчен пӗри пулать.
1 // Е. Егорова. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с. — 5–12 с.
Пӑлхавлӑ ик-виҫӗ ҫул хушшинче Яков фабрикӑра питех хӑрушшине нимӗн те асӑрхаман, анчах Мирон сӑмахӗсем, Алексей тетӗш пӑлхануллӑн хашлатса сывласа илнисем, кӗҫӗн Артамонов хӑй вулама юратман, анчах пӗрмай, ятарласа, хаяррӑн савӑнса, хӑратса рабочисен движенийӗ ҫинчен ҫыракан, рабочисен Думӑри представителӗсен сӑмахӗсене пичетлесе пыракан хаҫатсем Якова фабрикӑри ҫынсем ҫине тӑшманла пӑхтарнӑ, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ вӗсенчен килнине систерекен кӳренмелле туйӑма ҫуратнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Эпӗ паян, анне, иртерех ҫывӑрма выртатӑп, ыран пирӗн ирхине пилӗк сехетре Черкасова движенийӗ пуҫланать…— Я сегодня, мама, пораньше лягу, завтра у нас черкасовское движение с пяти утра…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Мӗн-ха эсӗ мана Черкасова движенийӗ пирки ӑнлантарма тӑрӑшатӑн?
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Черкасов движенийӗ ҫинчен мӗн те пулин.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Партизансен движенийӗ те кунран-кунах ӳссе, вӑйланса пырать.
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
- 1