Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

гусеничнӑй (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чул турттаракан автомашина кӑна ҫиччӗ-саккӑртан кая мар, леш айккинче тата гусеничнӑй трактор кӗрлени илтӗнет.

Куҫарса пулӑш

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Сулахайра, шоссе ҫулӗпе, машинӑсем тата гусеничнӑй тягачсем чупа-чупа иртнӗ.

По шоссе слева проходили машины и гусеничные тягачи.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Уҫланкӑ хӗрринче маскировать туса хунӑ вуникӗ гусеничнӑй бронетранспортёр ларнӑ.

По краям поляны, замаскированные, стояли гусеничные бронетранспортеры, двенадцать штук.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Локомобиль, гусеничнӑй трактор йӗрӗ ҫине хӑй урапин сарлака йӗрне хӑварса, трактор хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑнах шуса кайсан, машинӑра ларакан Кондратьев хӑйӗн блокночӗ ҫине: «Ӗҫӗн ҫӗнӗ стимулӗ… Агитаторсемпе калаҫу ирттермелли тема…» — тесе ҫырса хучӗ.

Когда локомобиль покатился за трактором, оставляя на рубчатом гусеничном следу широкий оттиск своих колес, Кондратьев, уже сидя в машине, записал себе в блокнот: «Новый стимул труда… Тема для беседы с агитаторами…»

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Кондратьев ырласа кулнине курсан, Стефан Петрович, колхозри тӗслӗхсене илсе кӑтартса, шухӑша туллинрех ӑнлантарма шутланӑччӗ, анчах ҫак вӑхӑтра ҫӗр тӗпӗнчен тухакан кӗрлев илтӗнчӗ те сӑрт ҫинче гусеничнӑй трактор курӑнчӗ, ун умӗнче легковой машина пырать.

Стефан Петрович хотел было на примере своего колхоза полнее развить мысль, но в это время, точно из глубины земли, долетел глухой гул и на горе показался гусеничный трактор в сопровождении легковой машины.

XII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫӗртме пусси тӑрӑх ҫӳрекен гусеничнӑй тракторсем прожекторсемпе ҫутатаҫҫӗ, вӗсем шывра чупса ҫӳрекен катерсем пекех туйӑнаҫҫӗ, вара вӑйлӑн та пӗр тикӗс кӗрлекен моторсен шавӗ ҫыран хӗррине киле-киле пӗрӗннӗн туйӑнать — ҫаксем вӗсем пурте ҫӗртме пуссине татах та залив евӗрлӗ туса кӑтартаҫҫӗ.

Сходство это дополнялось еще и тем, что по парáм ходили гусеничные тракторы с прожекторами, а казалось же, будто водную гладь бороздили катера и на берег долетал мощный и хорошо слаженный хор моторов.

IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех