Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӗрсен умне пынӑ май каччӑ тӳп-тӳрӗ ҫурӑмӗпе пуҫне чалт! кӑна ҫӗклесе, туфли тупанӗсене гусар пек шаккӑлт! чуптутарса илсе, илемлӗн те курнӑҫлӑн: «Иннокентий!» — терӗ.
Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.
— Аван-и, Сериз госпожа! — терӗ Вуаси-Бина гусар ментикне тӳрлетсе, — «…ашки тӑшман салтакӗ ҫине ыткӑнчӗ».
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 293–301 с.
Ларнӑ та юрласа ларать вӑл: — Чупса пырать гусар хир тӑрӑх! — юрлать Альфред.
Тунтикун, июлӗн ҫирӗм саккӑрмӗшӗнче Эмиль пальт валли хатӗрленӗ чустана ашшӗн пуҫӗ ҫине тӑкса яни, унтан сарайӗнче ҫӗрӗмӗш кӗлетке касса кӑларни // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Эсир мана чӑкӑлтӑш гусар пек тутарасшӑн, — Толь хулпуҫҫийӗ ҫине аллине хурса Кутузов ҫапла хушса хунӑ:А вы хотите, чтобы я действовал, как заносчивый гусар, — и, положив руку на плечо Толя, добавил:
VI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Рядовой гусар пулса ҫеҫ служба пуҫланӑскер, 27 ҫула ҫитнӗ тӗле вӑл бригада генералӗ пулса тӑнӑ.Начав службу простым гусаром, к двадцати семи годам он стал уже бригадным генералом.
I сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Ҫав тери турра ӗненекен карчӑксем те, кайран тӗлӗкре юнланса пӗтнӗ вилесене куракан, ыйӑх тӗлӗшпе ӳсӗр гусар пекех хытӑ кӑшкӑрашакан ҫав тери хӑравҫӑ ҫамрӑк хӗрсемпе хӗрарӑмсем те унта пымасӑр пулман.
XI // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Гарнизон начальникӗ — подполковник Гусар Иозеф.
Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.
Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ.
III сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Юлашкинчен мана пӗлекенсем умӗнче хам пӗтмеллипех пӗтнине туйса, аттерен: е гусар пулам, е Кавказа яр, тесе ыйтрӑм.
XLV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Шӑллӗ ҫинчен, уйрӑмах лешӗ амӑшне итлемесӗр гусар пулса тӑни пирки каланӑ чухне, хӗр хӑраса ӳкенҫи турӗ, чӗнмесӗр ларакан йӑмӑкӗсем те хӑранҫи пулчӗҫ; кукамай вилни ҫинчен каланӑ чухне вӑл питне салхулантарчӗ, вара йӑмӑкӗсен те.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гусар пулса тӑратӑп та вӑрҫа каятӑп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хутран гусар атти касса кӑлартӑм та, кантӑк ҫумне ҫыпӑҫтартӑм, хакне йӳнӗ илетӗп, атӑ-пушмак юсатӑп.Из бумаге этакий гусарский сапог вырезал, на стекло наклеил, цену беру дешёвую, чеботарю.
Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.
Ступин мӑйӑх ӳстерме тытӑнсан, ротӑра часах мӑйӑхлӑ салтаксем курӑна пуҫланӑ, командир вара, ҫак гусар эпидемийӗ малалла ан сарӑлтӑр тесе, ӑна мӑйӑхне хырса пӑрахма канаш панӑ.
Туссем // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 66–74 с.
— Ак ҫапла, Лагунов; пире, санӑн аҫун тахҫанхи тусӗпе иксӗмӗре, гусар офицерӗ Зурин вырӑнӗнче, унӑн хӑраххи пулма тиврӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Радуб виҫӗ хут пенӗ пульӑсенчен иккӗшӗ сая каймарӗҫ: пӗри — пӗр тӑван Пин-ан-Буасен аслине, тепри — халӑх хушшинче Гусар ятпа ҫӳренӗ де-Келена вӗлерчӗ.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Мадам Альтман «Ку-ку» ятлӑ пӗр ҫӑмӑлттайла каҫхи заведение тем пулсан та кӗрсе тухма ӗмӗтленет, хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл унта тахҫантанпах пулман, ҫавӑнпа та унӑн, сӑра сутакан ҫӗре кӗрсе, «Виҫӗ гусар» текен пивнойра эрех ӗҫес килет, вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫав заведение тахҫан Штраус ҫӳренӗ пулать.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫамрӑк гусар именчӗ.
XVI // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ малтан вӗсене иккӗшне ҫеҫ куртӑм; тепӗр темиҫе самантран тин айлӑм кукӑрӗнчен Беловзоров тухрӗ, — вӑл гусар тумӗпе, хура ӑйӑрӗ кӑпӑка ӳкнӗ.
XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ гусар ҫине ҫав тери тарӑхса пӑхрӑм — Зинаида алӑ ҫупса ячӗ, Лушин: «Маттур!» тесе кӑшкӑрчӗ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
— Малевский граф, Лушин тухтӑр, Майданов поэт, отставкӑри капитан Нирмацкий тата Беловзоров гусар, эсир ӑна курнӑччӗ.
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.