Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

гидростатикине (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗпӗр чухне тӑратӑн-тӑратӑн та кӗтесре, чӗркуҫҫипе ҫурӑм ыратма пуҫланине пула ирӗксӗрех: «Манчӗ ман ҫинчен Карл Иваныч; ҫемҫе кресло ҫинче ларма тата хӑйӗн гидростатикине вулама ӑна канлӗ пулмалла, — вӑт мана еплерех-ши?! — тесе шухӑшлатӑн, ху ҫинчен аса илтерес тесе, кӑмака питлӗхне ерипен уҫа-уҫа хупма е стена ҫумӗнчи штукатуркӑна чавалама пуҫлатӑн; анчах урайне ӑнсӑртран пысӑк катӑк шаплатса ӳксен вара, тӳрех калас, хӑрани те кирек мӗнле асапран ирттерет.

Бывало, стоишь, стоишь в углу, так что колени и спина заболят, и думаешь: «Забыл про меня Карл Иваныч: ему, должно быть, покойно сидеть на мягком кресле и читать свою гидростатику, — а каково мне?» — и начнешь, чтобы напомнить о себе, потихоньку отворять и затворять заслонку или ковырять штукатурку со стены; но если вдруг упадет с шумом слишком большой кусок на землю — право, один страх хуже всякого наказания.

I сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех