Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

геройсен (тĕпĕ: герой) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Радиовещанипе телевиденири партин подручнӑйӗсем хӑйсен тивӗҫне ҫакӑнта кураҫҫӗ: хӑватлӑ хӗҫ-пӑшалӑн, вӑйлӑ рупӑрӑн, «хутсӑр тата инҫете ҫитекен хаҫатӑн» тата сенкер экранӑн пысӑк майӗсемпе усӑ курса, пӗтӗм пултарулӑхпа ӗҫ ҫыннисене коммунизм строительствинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ӳсӗмсем тума хавхалантармалла, хальхи вӑхӑтри геройсен ӗҫӗпе пурнӑҫне уҫӑмлӑн та витӗмлӗн кӑтартмалла, Тӑван ҫӗршыва коммунизм патне ҫывхартма пулӑшса пымалла, халӑх ырлӑхӗшӗн парти хушнӑ тата чӗре сӗннӗ пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлемелле.

Куҫарса пулӑш

Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.

Ҫавӑнпа хӑш-пӗр кӗнекесенче автор чӗлхине геройсен калаҫӑвӗнчен уйӑрса илейместӗн.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Кукамай Марфа Трубина сӑнланӑ геройсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашса пынӑ май тек-текех: — Эй, тур-тур, хоспоти помилуй! Ай-ай-ай, нивушлӗ ҫакӑн пек пулать-ши пурнӑҫра? — тесе тӗлӗнсе, пуҫне сула-сулах ҫип арлать.

Куҫарса пулӑш

Кукамай шӑплӑхӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 116–122 с.

Александр Артемьев ҫыравҫӑн анчах вулакансем патне ҫитнӗ «Салампи» повеҫри геройсен шӑпи ҫинчен калаҫса пынӑ май, ҫамрӑксем икӗ урам хӗресленнӗ кӗтесри ҫурт умне ҫитсе те тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Камит пек ҫырнӑ пьесӑна спектакле калӑпланӑ май тата та тарӑнлатрӑмӑр, тӗп геройсен хуйхи-суйхине, шухӑшлавне анлӑрах уҫса пама тӗллев лартрӑмӑр», — каласа кӑтартнӑ режиссер.

Прорабатывая комедийную пьесу, мы сделали спектакль более глубоким, желая показать переживания и мысли главных героев еще ярче», — сообщает режиссер.

Тургеневӑн хайлавӗ тӑрӑх премьера кӑтартӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/36123.html

Раҫҫейӗн 12 регионӗнчи, Казахстанпа Узбекистанри пулас геологсен 18 командине 11 геологи ӑмӑртӑвӗ, проектсем хӳтӗлесси тата геройсен кӑсӑк ӑмӑртӑвӗ кӗтет.

Куҫарса пулӑш

Пушкӑртстан Пӗтӗм тӗнчери пӗрремӗш «ГеоВызов» геологи чемпионачӗ ирттерет // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... et-3435985

Куллен фестивалӗн тӗп сцени ҫинче: юратнӑ геройсен мультпарачӗ тата Бремен музыканчӗсемпе ташӑ флешмобӗ.

Ежедневно на главной сцене фестиваля: мультпарад любимых героев и танцевальный флешмоб с Бременскими музыкантами.

Пӗтӗм Раҫҫейри теттесем Пушкӑртстана килеҫҫӗ! // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2023 ... le-3421677

Августӑн 2-мӗшӗнче «Патриот» паркра Сывлӑш десант ҫарӗсен кунне халалланӑ «Геройсен ӑмӑртӑвӗ» иртнӗ.

Сегодня в парке «Патриот» состоялись республиканские состязания «Гонка героев», посвященные Дню воздушно-десантных войск.

Сывлӑш десант ҫарӗсен ялавне финиш ленти патне чыслӑн илсе ҫитернӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/amr-k-ru/202 ... rn-3372797

Чӑнах та пирӗн вӑхӑтри геройсен — пысӑк ҫутӑ ӗмӗтлӗ ҫынсен, пирӗнпе пӗр вӑхӑтра пурӑнакан тата пӗрле ӗҫлекен геройсен сӑнарӗсем халӑха, уйрӑмах ҫамрӑк ӑрӑва, воспитани парас ӗҫре мӗн тери пысӑк вырӑн йышӑннине хак пама та йывӑр.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Мӗн тӑвас тетӗн, ман геройсен иккӗшӗн те паспортри ячӗсем пӗрешкел пулнӑ — Андрей.

Куҫарса пулӑш

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

Ӗмӗр тӑршшӗпех сан юлташусем манран артистсен, кӗнекери геройсен ячӗсене пӗлменнишӗн кулнӑ, мана намӑслантарнӑ пулӗччӗҫ.

Куҫарса пулӑш

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хӑй хайлавӗсенче вӑл ялти чӑн пурнӑҫа сӑнласа панӑ, паллах, тӗп геройсен хушамачӗсене ун улӑштарма тивнӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӑнӑшсемсӗр никамӑн та пулмасть // Михаил ВАСИЛЬЕВ. http://kanashen.ru/2023/06/02/%d0%b9a%d0 ... %82%d1%8c/

Роман сюжечӗ кӑткӑс та интереслӗ, вӑл кашни вулакана тыткӑна илет, унти геройсен сӑнарӗсем асра юлаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1964 ҫулта тухаҫҫӗ… // Анатолий Горшков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 92–95 с.

Геройсен сӑн-сӑпачӗсене, вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗсене ҫивӗч конфликтсем урлӑ кӑтартма тӑрӑшать.

Куҫарса пулӑш

Николай Айзман пьесисем // А. АНДРЕЕВ. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 83 с.

Геройсен темле йывӑр условисене лекмелле пулсан та, вӗсен умне калама та ҫук пысӑк йывӑрлӑхсем тухса тӑрсан та — вӗсем хуҫӑлмаҫҫӗ, юлашкинчен пурӗ пӗр ҫӗнтереҫҫӗ, «Ютра» повеҫре сӑмах фашистсем чуралӑха хӑваласа кайнӑ виҫӗ хӗр ҫинчен пырать.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ҫыракан ҫыннӑн — журналист-и вӑл, писатель-и — хуйхи-суйхи нумай: журнал редакцийӗнче ӗҫлекенсен кӑмӑлне те, геройсен пурнӑҫӗнчи улшӑнусене те шута илмелле.

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Геройсен хушамачӗсем те тӑван тавралӑхпа: Шӑмат, Етӗрне, Муркаш, Элӗк, Чутай тӑрӑхӗсемпе тачӑ ҫыхӑннӑ, вӗсем чылай чухне вирьял тӑрӑхӗнчи ял ячӗсенчен йӗркеленӗскерсем: Изамбаев, Испуханов, Исмендеев, Шемердянов, Юванов, Юрмейкейкин.

Куҫарса пулӑш

Саланнӑ саманара нитне ҫухатмасӑр хӑтлӑх шыранӑ писатель // Борис Чиндыков. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 3-8 с.

Хайлавсенче геройсен сӑнарӗсене туллин уҫса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Сӑввисем витӗмлӗ, юррисем чуна ҫывӑх // А. АСТРАХАНЦЕВА. http://avangard-21.ru/gazeta/44270-s-vvi ... una-cyv-kh

Мӗншӗн тесен историлле персонажсем роман кумминчи тӗп вырӑнта тӑракан ҫынсем мар, ытти геройсен шӑпине татса парас ӗҫре те вӗсем пысӑк вырӑн йышӑнса тӑмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Паллӑ ентешӗмӗрсен ҫулталӑкӗнче эпир иртнӗ вӑхӑтри тата хальхи геройсен ячӗсене, асаттесемпе мӑн асаттемӗрсен паттӑрла ӗҫӗсене аса илетпӗр.

В Год выдающихся земляков мы вспоминаем Героев прошлого и настоящего, подвиги наших дедов и прадедов.

Олег Николаев Тӑван ҫӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/12/09/gla ... et-s-dnyom

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех