Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

гвардири (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл пурин ҫинчен те пӗлет: Олегӑн «Ҫамрӑк гвардири» ӗҫӗ ҫинчен те, нимӗҫсем парнесем турттарса каякан машинине аркатни ҫинчен те, листовкӑсем ҫинчен те, комсомол организацийӗ ҫинчен те пӗлет.

Он знал всё: и о работе Олега в «Молодой гвардии», и о немецких машинах с подарками, и о листовках, и об организации комсомола.

«Олег, ӑҫта эс?» // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Кунсӑр пуҫне тата князь пӗр-икӗ хутчен ним юлмиччен картла выляса яма, хӗрӳллӗ юратушӑн вексельсем парса тултарма, хӑйне хирӗҫ пыракан темле ҫынсене хӗнесе тӑкма, вилӗ ӳсӗр пулса ҫуна ҫинчен ӳкме ӗлкӗрнӗ, пӗр сӑмахпа — ҫав телейлӗ вӑхӑтсенче гвардири служба текен пур ӗҫсене те тунӑ вӑл.

К тому же князь успел раза два проиграться в пух, надавать векселей за страстную любовь, побить каких-то соперников, упасть из саней мертво пьяный, словом, сделать все, что в те счастливые времена называлось службой в гвардии.

IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Мӑйӑхлине (Сталина) Гитлерпа тан шутлани те, «Ҫамрӑк гвардири» пек листовкӑсем ҫыпӑҫтарни те пулнӑ пулӗ, ҫавна Тӑван ҫӗршыва, Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ тӑнӑ пек кӑтартни чӑваш ялне тивӗҫлӗ мар тетӗп.

Было, наверное, сравнение Усача (Сталина) с Гитлером, расклеивание листовок как «Молодая гвардия», но представлять это как противостояние Родине, Красной Армии не характерно для чувашского села.

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех