Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

гвардилле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Ҫуралнӑ ҫӗршывра» (1951) ятлӑ сӑвӑсен сборникӗнче вӑл Ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн киле таврӑннӑ совет воинӗсем мирлӗ ӗҫе гвардилле хастарлӑхпа тытӑнни ҫинчен тулли кӑмӑлпа каласа парать: вӑрҫӑра танкист пулнисем тракторсемпе комбайнсем ҫине куҫса лараҫҫӗ, саперсем ҫӗнӗ кӗперсем тӑваҫҫӗ, кавалеристсем выльӑх-чӗрлӗх фермисенче ӗҫлеҫҫӗ, ҫапӑҫусенче чапа тухнӑ командирсене ял ӗҫченӗсем пысӑклатнӑ колхозсен председателӗсем пулма суйласа лартаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Сулима, честь парса, атӑ кӗлисене шаклаттарса илчӗ, аттинче шпорсем пулнӑ пулсан, вӗсем гвардилле — илемлӗн янӑранӑ пулӗччӗҫ.

Сулима откозырял и сомкнул каблуки, как если бы на них были шпоры и они могли прозвенеть по-гвардейски — бархатным «малиновым» звоном.

XXXIX сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.

Тен, Казаков пур ӗҫе те ҫавӑнпа йӗркеллӗн тума пултарать-тӗр, ҫавӑншӑнах пур ҫӗрте те гвардилле ӑнӑҫлӑх унпа пӗрле ҫӳрет пулӗ.

Может быть, поэтому Казакову все удавалось, всюду ему сопутствовала гвардейская удача.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Гвардилле пултарулӑх сана яланах кирлӗ пулӗ…

— Гвардейская жилка тебе всюду пригодится…

XXII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Комбатсен пӗр хӑюллӑ гвардилле йӑла пур — вӑл нимӗҫсем йышӑнса тӑракан вырӑнсенче хӑйсене валли малтанах КП суйласа хурасси, ҫав йӑлана вӗсем тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ.

Среди комбатов уже давно выработался обычай — под свои будущие КП заранее выбирать пункты, еще занятые врагом.

XII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Страницăсем:
  • 1

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех