Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗсене (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эльгеев карболка шӗвекӗпе пӳрне вӗҫӗсене йӗпетрӗ те ҫамрӑк хӗрарӑмӑн куҫ хупанкисене тавӑрса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ун аркки тавра метр сарлакӑш шап-шурӑ чӑваш сурпанӗ ҫакӑнса тӑрать, вӗҫӗсене авалхи тӗрӗсемпе илемлетнӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Матроссем брашпиле ҫавӑрттараҫҫӗ, парӑссене карнӑ май вӗҫӗсене сараҫҫӗ; палуба ишеве тухас умӗнхи тӗркӗшӳпе тулнӑ.

Матросы, ворочая брашпиль, ставя паруса и разматывая концы, оживили палубу резкой суетой отплытия.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.

Унӑн сулахай алли шӑлавар кӗсйинче, сылтӑмми вара, ыйхине хӑваласа, куҫӗсене сӑтӑрса усӑнчӗ те — ытти пӳрнисен вӗҫӗсене пуҫ пӳрнипе сӑтӑрать.

Его левая рука была засунута в карман брюк, а правая, отгоняя сон, прошлась по глазам и опустилась, потирая большим пальцем концы других.

V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Сасартӑк Цаупере, Гентран пачах та хӑпмасӑр юнашар пыраканскер, ҫӗр ҫумне лӑпчӑнчӗ те Гента айккинелле тӗртрӗ, ҫӗртен шӗп-шӗвӗр темиҫе турат туртса кӑларчӗ, — вӗсен вӗҫӗсене тикӗт евӗр хура ҫӑра темӗскер сӗрнӗ.

Вдруг Цаупере, неотлучно сопровождавший его особу, припал к земле и, отстранив Гента, вытащил из земли несколько заостренных щепочек, верхние концы которых были покрыты чем-то густым и темным, вроде дегтя.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ ларатӑп, йӗри-тавра — шурӑ та шупка хӗрлӗ касӑклӑ ҫурӑмсем; эпӗ духисен тутлӑ шӑршипе киленетӗп, мана залри куҫӑма сӑнама кансӗрлекен фраксен вӗҫӗсене пӑхкалатӑп.

Я сидел, окруженный спинами с белыми и розовыми вырезами, вдыхал тонкие духи и разглядывал полы фраков, мешающие видеть движение в зале.

XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Ван-Конет арӑмӗ ҫине сехӗрленӳпе тӗмсӗлчӗ, куҫ харшисене хускатрӗ те кресло ҫине лаштах ӳкрӗ, куҫӗсем тӗлне ҫывӑхах тытнӑ пӳрнисен вӗҫӗсене тӗпчет.

Ван-Конет испуганно взглянул на жену, повел бровью и бросился в кресло, рассматривая близко поднесенные к глазам концы пальцев.

XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Старик вӗҫӗсене тимӗр лартса вунпӗр йӗпе туса хатӗрленӗ, унтан вӑл вуниккӗмӗш йӗппине тума тытӑннӑ та кунпа вӑл ҫӗрӗпех хӑтланнӑ; ӑна саваласа якатнӑ, ҫиелтен ҫу сӗрнӗ.

Старик сделал одиннадцать стрел с железными наконечниками, а затем начал обтачивать двенадцатое древко и заниматься этим целый вечер: обстругивал, полировал его, смазывал жиром.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Ҫӗмрен йӗпписем валли старик ҫирӗп йывӑҫ илнӗ; вӗсен вӗҫӗсене лартмалли тимӗрсене вӑл шурӑ ӳтлӗ сутӑҫсенчен туяннӑ, йӗпсен хӳрисем вырӑнне кайӑк хӳрисен тӗкӗсене лартнӑ.

Для древка стрелы старик взял твердое дерево; железные наконечники были куплены у белых торговцев; оперением служили перья диких гусей.

Синопӑн пӗрремӗш ҫӗмренӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Тиртен тунӑ ҫивитти карӑнтӑр тесе, хӗрарӑмсем ҫӗр ҫумне чиксе лартнӑ шертен вӗҫӗсене сарса лартнӑ.

Тогда женщины стали раздвигать концы упиравшихся в землю кольев, пока покрышка не натянулась.

Синопа тата унӑн юлташӗсем // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.

Пӗчӗк карттусне ӗнси ҫинелле хӑпартса лартнӑ, сарӑрах хӗрлӗ мӑйӑх вӗҫӗсене теветкел йӗкӗт пек пӗтӗрсе янӑ.

Картузик его торчал на самой макушке, рыжеватые усы были залихватски закручены.

9 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.

Цилиндр варринче шал енче вуникӗ дюйм тарӑнӑш икӗ шӑтӑк пур, ҫак шӑтӑксене магнит тӗнӗлӗн вӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ, кирлӗ пулсан ҫак шӑтӑксенче тӗнӗл ҫӑмӑллӑнах ҫаврӑнма пултарать.

На внутренней поверхности его стенок, посередине, сделаны два гнезда, глубиной в двенадцать дюймов каждое; в эти гнезда вставлены концы оси, на которой вращается магнит.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Эпӗ пӗр карапӗ ҫине тиенӗ ытти канатсене пурне те тытрӑм та вӗсене шлюпка сӑмсинчен кӑкартӑм, тепӗр вӗҫӗсене хампа пыракан ытти тӑхӑр карапран кӑкартӑм.

Я взял остальные канаты, сложенные на одном из кораблей, и провел их от носа шлюпки к девяти сопровождавшим меня кораблям.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Каначӗсем тӗреклӗрех пулччӑр тесе, эпӗ вӗсене виҫшер хут туса яврӑм, пӑрӑсӗсене виҫшерӗн пӗтӗртӗм те, вӗҫӗсене кукӑртса ҫеклӗсем пек турӑм.

Чтобы придать канатам большую прочность, я свил их втрое, а железные брусья скрутил вместе по три, загнув их концы в виде крючков.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Ухӑпа сӑнӑ вӗҫӗсене тата хӗҫсене тимӗртен тунӑ, каярахпа вӗсене хурҫӑран тума тытӑннӑ.

Наконечники стрел и копий, а также мечи делались из железа, а затем из стали.

Вырӑс ҫар ҫыннисен хӗҫпӑшалӗ // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Вӗсене каврӑҫ йывӑҫҫинчен тунӑ, вӗҫӗсене хурҫӑран тунӑ.

Древко копья делалось из ясеня, а наконечники — из стали.

Булатран тунӑ хӗҫсемпе сӑнӑсем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Малтан вӗсен вӗҫӗсене чултан тунӑ, унтан пӑхӑртан, бронзӑран, каярахпа — тимӗртен тата хурҫӑран тума пуҫланӑ.

Сначала наконечники для них делались из камня, потом из меди, бронзы, а еще позже — из железа и стали.

Ухӑпа ухӑ йӗппи // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Пӑхӑр тупма вӗреннӗ хыҫҫӑн сӑнӑ вӗҫӗсене пӑхӑртан тума тытӑннӑ.

С открытием меди наконечники стали делать медные.

Сӑнӑпа дротик // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ҫавӑнпа чул ӗмӗрӗнчех ҫынсем сӑнӑ вӗҫӗсене чултан тата шӑмӑран тума вӗренсе ҫитнӗ.

Поэтому еще в каменном веке люди начали прикреплять к копьям каменные и костяные наконечники.

Сӑнӑпа дротик // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Феня чӗнмен; унӑн аллисем ҫеҫ тутӑр вӗҫӗсене хӑвӑртраххӑн турткала пуҫланӑ.

Феня не отвечала; только руки ее проворнее затеребили платок.

V // Петӗр Хусанкай. Телешов Д.Н. Типшар: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 56 с. — 8–56 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех