Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗнчи (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Анчах та Остап ахаль те тек чӗнмерӗ, шӑпланчӗ те, харлатнипе хӑй пуҫ вӗҫӗнчи курӑка хумхатса ҫывӑрма пикенчӗ.

Но Остап и без того уже не продолжал речи, присмирел и пустил такой храп, что от дыхания шевелилась трава, на которой он лежал.

V // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Факир ял вӗҫӗнчи уй хапхи умне тухса тӑрать те бамбукран тунӑ шӑхличӗ каласа ярать.

Факир остановился у околицы и заиграл на бамбуковой свирели.

Князь хӗрӗпе хума ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Патша ывӑлӗ шӑп ҫурҫӗр тӗлӗнче хӗр ҫывӑрнӑ ҫӗре вӑрттӑн ҫулпа кӗрет те унӑн пуҫӗ вӗҫӗнчи ӗҫмелли-ҫимеллисене ӗҫсе-ҫисе ярать, унтан каллех, хӑйӗн бетель коробкине хӗр кӑкри ҫине хурса, пикенне хӑй умне ҫакать.

Ровно в полночь царевич снова пробрался потайным ходом в покои царевны, съел и выпил кушанья и напитки, что стояли у ее изголовья, а потом опять положил ей на грудь свою коробочку из-под бетеля, а ее коробочку повесил себе на шею.

Пӗр патша ывӑлӗпе патша хӗрӗ Гуландаз ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.

Хорти хӗрсен кӗписем ҫинче те вӗсем курӑнмарӗҫ, кусем XIX ӗмӗр вӗҫӗнчи тумсемччӗ.

Поэтому ее не было на рубашках хористок, это была одежда конца XIX века.

Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Сӳреткен сулахай вӗҫӗнчи кӗтесри а шӑл патӗнчен ҫур метрта б тата в шӑлсем пур.

На левом конце сновальни в полуметре от углового зубца а находятся зубцы б и в.

Сӳс-кантӑр, ҫип ҫинчен // Валентина Минеева. Минеева В.А. Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ: кӗнеке-альбом. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2008. — 182 с.

Шкуна чалӑшса кайсан, гик борт урлӑ каҫса кайрӗ, унӑн вӗҫӗнчи ик-виҫӗ фут тӑршшӗ парус шыв ҫине ҫитрӗ.

Когда шхуна накренилась, гик перекинулся за борт, и конец его с двумя-тремя футами паруса оказался даже под водой.

XXVII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Пӗр саса ҫеҫ — инҫетре, утравӑн тепӗр вӗҫӗнчи скалӑсем ҫине хум пырса ҫапӑннӑ сасӑ ҫеҫ шӑплӑха хускатать.

Лишь один звук нарушал тишину — отдаленный шум прибоя, разбивавшегося о скалы в другом конце острова.

XIII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.

Анчах эпӗ Ярик пекех хыпӑнса ӳкмерӗм, ун патне сыхланса утса пырса, чӗлхи вӗҫӗнчи вӑрӑм тунана пӳрне вӗҫӗпе ҫӑмӑллӑн сирпӗтсе ятӑм, унтан вара аяккине тӑрса Ярик ҫине юратса пӑхрӑм: вӑл ҫунат евӗрлӗ хӳрине ҫурӑмӗпе пӗр тан тӑсса тӑрать, хӑйӗн куҫӗсенче ҫеҫ икӗ пӑнчӑра вара, мӗнпур пурнӑҫӗ пухӑннӑ.

Но я не так волновался, как Ярик, осторожно подошел, ловким щелчком скинул комара и полюбовался на Ярика сбоку: как изваянный, стоял он с вытянутым в линию спины хвостом-крылом, а зато в глазах собралась в двух точках вся жизнь.

Ярик // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 3–11 с.

Пытӑр мар, Иван шӑллӑм, пытӑр мар, — тӑнланана тӑн кӗртсе ҫитересле, ури вӗҫӗнчи вут тӑрӑхне туйипе такка-такках хӗрӳленчӗ кӗреҫе сухал.

Куҫарса пулӑш

10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тепӗр кунне эпӗ какай татӑкӗсене кашни алӑк патне мар, пӗрре е икӗ алӑк урлӑ хурса тухрӑм, анчах манӑн «артистка» ӗнерхи пекех сиксе хӑма вӗҫӗнчи клетка патне ҫитсе тӑрать.

На следующий день я стал класть корм не на каждые ворота, а через одни или двое, но моя «артистка» всё равно прыгала, как вчера, и добиралась до конца.

Ула курак–артисткӑсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та, акӑ мӗн шухӑшласа кӑлартӑм: сургучран пӗчӗк крючоксем турӑм, вӗсене ҫурта ҫинче тытса ӑшӑтрӑм та чӗрӗп йӗпписем ҫумне ҫыпӑҫтарса лартрӑм, ҫав крючоксенчен вара турта вӗҫӗнчи йӑлӑсене ҫаклатса ятӑм.

Я думал, думал и придумал, сделал из сургуча маленькие крючочки, разогрел их на свече и прикрепил к иглам, а на крючки надел готовые петли и оглобли.

Алса тата Катушка ятлӑ чӗрӗпсем // Куҫма Чулкаҫ. Дуров В.Л. Манӑн кайӑксем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 152 с.

Эпӗ урам тепӗр вӗҫӗнчи тонгасем патне кайма шутларӑм.

Я стал пробиваться к тонгам на другой стороне улицы.

Карачири ӑсату каҫӗ // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.

Вӗсем вӑрмансемпе лачакасем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ-ҫӳренӗ те, хырӑмӗсем выҫса ҫитнипе пӗр яла пырса тухса, ун вӗҫӗнчи пӳрте кӗрсе ҫӑкӑр ыйтма пуҫланӑ.

Блуждали по лесам и болотам, изголодавшись, пришли ночью в село и в первой попавшейся хате потребовали еды.

Припять ҫинчи ҫапӑҫу // Илле Тукташ. Ковпак С.А. Путивльрен Карпата ҫитиччен: повесть. Вырӑсларан И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 128 с.

Шетникӗ шывпа тулать те, тараса каштин икӗ вӗҫӗнчи йывӑрлӑх та пӗр пек пулать, вара шетнике ҫӑмӑллӑнах ҫӳлелле туртса хӑпартма пулать, патакне ҫеҫ аллусемпе ылмаштарса тӑма ӗлкӗр…

Кадушка наполнится водой, вес сравняется, и её легко поднимают наверх — палку руками быстро так перебирают…

Туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.

Эсир курнӑ вӗт фильмсем вӗҫӗнчи титрсенче нумай-нумай хушамат ҫырӑннине.

Куҫарса пулӑш

«Ытлашши ҫӑвар» ятлӑ кино ӳкерес килет // Константин Малышев. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... eres-kilet

Тата ман анне страусӑн хӳри вӗҫӗнчи тӗкӗ питӗ хаклӑ тӑрать, терӗ.

И ещё моя мама сказала, что перья у страусов в хвосте очень дорогие.

Чи пысӑк кайӑк // М. Тимофеева. Житков Б. С. Эпӗ курса ҫӳрени: япаласем ҫинчен ҫырнӑ калавсем; М. Тимофеева куҫарнӑ; ӳнерҫӗсем Ф. Осиповпа П. Сизов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 212 с.

Акӑ Васька тӳсме ҫук вӗри стена патне пычӗ те сасартӑк хӑрах чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ, — брезент пыршӑ вӗҫӗнчи пӑхӑртан тунӑ шӗвӗр вӗҫлӗ йывӑр тимӗре йӑтса тӑма вӑй ҫитереймерӗ пулмалла вӑл.

Васька еще ближе подступал к пышущей жаром стене и изо всех сил тянул за собой длинную кишку, ему не под силу было держать на весу тяжелый медный наконечник пожарной кишки, и Васька упал на одно колено.

2 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.

— Ӑна эпир ҫак урам вӗҫӗнчи сӑрт тӑррине илсе кайӑпӑр…

— Мы его отведем на самый верх холма на другой конец этой-улицы…

VI сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.

Вӗсен ҫумне вӑл шпулькӑ вӗҫӗнчи ҫипсене ҫыха-ҫыха тухать.

На них он наматывал джутовую нить с маленьких шпулек.

Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.

Хӑнасем коридорсемпе те пусмасемпе ҫуртӑн вӗҫӗнчи пайне ҫул тытрӗҫ.

Гости пошли по коридорам и лесенкам в дальнюю часть дома.

Тӗтреллӗ шарик // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех