Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫӗнче (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мероприяти вӗҫӗнче пурте пӗрле С.А.Алиуллов ячӗллӗ музее ҫитсе курчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Ӑсталӑх класӗ иртнӗ // Мария ИЛЬЯЗОВА. http://kasalen.ru/2023/03/31/%d3%91%d1%8 ... %bd%d3%97/

Пуҫ вӗҫӗнче, вӑрӑм курӑк ӑшӗнче, симӗс ҫунатлӑ пысӑк шӑрчӑк чӑр-р-чӑр-р-р-р! чӑр-чӑр-р-р! туса ҫутҫанталӑк илемӗпе савӑнать.

Куҫарса пулӑш

2 // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 93–104 с.

Ҫапла вара иккӗмӗш квартал вӗҫӗнче ҫӗвӗ ҫӗлекенсем кӑшласа ямах хатӗрччӗ аслӑ инженера:

Куҫарса пулӑш

Кутӑна пенӗ робот // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 4–5 с.

Ҫу вӗҫӗнче пирӗн килте вӑйлӑ туй сикрӗ.

Куҫарса пулӑш

Апла та пулать-шим? // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 3–4 с.

Чи вӗҫӗнче чи пӗчӗкки.

Куҫарса пулӑш

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫӑмартана тӗрлӗ тӗслӗ пӗветсе икӗ пуҫӗнчен шӑтарса юхтарса кӑларатпӑр та хӑю-и е хитре ҫитса тирсе пӗр вӗҫӗнче илемлӗ йӑлмак тӑватпӑр, те-пӗр вӗҫне ҫакса хума йӑлӑ туса хуратпӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнӗ ҫул елки // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Халӗ пире сӗтел ҫине майласа сарса хутӑмӑр та, эпӗ ӑна сӗтел вӗҫӗнче тытса тӑратӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӗрсем пир ҫапаҫҫӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Шӑпланнӑ урам вӗҫӗнче пусӑ тараси сасси, тахӑш килти ӳсӗр карчӑк юррипе пӗр килсе, чӑрри-и-и-ик-ик! чӑрри-и-и-ик-ик! туса шӑплӑха таткаласа ҫӗтет.

Куҫарса пулӑш

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Туссем, татах пӗр кӳлӗм сӑмах ваклакаласа, пуҫа-ҫӑвара мӗн килнине перкелесе, ялта е хулара тепре куриччен тесе, пехиллешсе, алӑ тытрӗҫ, вара Кӗҫтук сехет туяннӑ арҫынпа пӗрле ӗҫлӗн ӗрлешекен Хӗрлӗ площадь еннелле «туннель вӗҫӗнче курӑнса кайнӑ пӗчӗк ҫутӑ патнелле», хивре карӑннӑ парӑс пек ҫирӗп кӑмӑлпа, тулли хаваллӑн чавтарчӗ…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуш уйӑхӗн вӗҫӗнче, алтатти тӗлнелле, кӑчкӑ папкисем тӑртаннӑ, ҫутӑ хӑмӑр тӗспе витӗннӗ кунсенче, Ула Тимӗр амӑшӗ — унӑн тӗп тӗревӗ, чи шанчӑклӑ тӳртӗшӗ — ҫӗре кӗчӗ.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Малтанлӑха Ревлен Петрович вилтӑпри патӗнче тепӗр ҫын пуррине асӑрхамарӗ те, йывӑр хуйхӑпа ҫак кунсенче сисӗнмеллех пусӑрӑннӑскер савнийӗ пулнӑ ҫынран ниепле те уйрӑлса каяймасӑр ҫаплах ун ури вӗҫӗнче тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ӑна вӑл урам вӗҫӗнче, хула халӑхӗсенчен пушаннӑ каҫхи ыйхӑпа тӗлӗрсе ларакан ҫӑкасем хушшинче хӑваласа ҫитрӗ, иккӗшӗ те тӑп чарӑнса тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗррехинче Ваҫҫа, иккӗмӗш сменӑран тин ҫеҫ таврӑннӑскер, мӑшӑрӗ ҫумне тӗршӗнчӗ те: — Каҫӗ кӗҫӗр ҫав тери тӗттӗм. Те ҫумӑр ҫӑвасшӑн. Леш урам вӗҫӗнче пурӑнакан Санюка, хӑй ыйтнӑран, килне ҫитиех ӑсатса ятӑм. Ҫавӑнпа кӑшт кая юлтӑм, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Анна Андреевнӑпа Семен Куприянович нарӑс уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫемье ҫавӑрнӑранпа 50 ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Награда церемонийӗ май вӗҫӗнче - Аслӑ Ҫӗнтерӗвӗн 70 ҫулне уявланӑ хыҫҫӑн - пулать.

Куҫарса пулӑш

Энциклопеди - «Раҫҫей журналистикин ылтӑн ҫӳлӗкӗ» ҫинче // Надежда ОСИПОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 6 с.

Март уйӑхӗ вӗҫӗнче, семинаринчен вӗренсе тухса, учитель ятне илтӗм те, семинарипе яланлӑхах сывпуллашса, киле, хамӑр яла, таврӑнтӑм.

Куҫарса пулӑш

Аxаx // Николай Меценатов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 91–92 с.

Т-60 ҫӑмӑл танксене 1941 ҫул вӗҫӗнче Горький хулинче кӑларма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Иван Ефимович Воробьева (1903-1942) 1941 ҫул вӗҫӗнче ҫапӑҫакан ҫара илнӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

Ҫав енӗпе 2022 ҫул вӗҫӗнче Хулари стоматологи поликлиникин 13 тухтӑрӗ тимленӗ.

В этом направлении в конце 2022 года отправилось 13 сотрудников Городской стоматологической поликлиники.

Салтаксен шӑлне юсанӑ тухтӑрсене чысланӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34246.html

Ракаткаллӑ карта тӗлӗнче ушкӑнран ҫамрӑк ҫын тухрӗ те, колонна вӗҫӗнче такама шыранӑ пек, васкамасӑр унталла утса кайрӗ.

Неподалеку от рогатки из толпы вышел молодой человек и, будто ища кого-то в конце колонны, спокойно пошел назад.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех