Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗҫекен (тĕпĕ: вӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӑл ҫӳллӗ ӑвӑс тавра явкаланса вӗҫекен чакак ҫине пӑхма хӑтланса пуҫне каялла чалӑштарчӗ те палламан арҫынтан шикленсе амӑшне кӗрӗк ҫаннинчен ҫавӑрса тытрӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

ПАЭ тӗп хулинче ҫӗнӗ ховербайк — футуристла вӗҫекен мотоцикл — ӗҫлеме пуҫланӑ.

В столице ОАЭ запустили новый ховербайк — футуристический летающий мотоцикл.

Абу-Дабире ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма вӗҫӗкен мотоцикл хута янӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/34551.html

Акӑ ӗнтӗ унӑн уҫӑ, кӗмӗл сассине тӳпери тӑрин «тӑр-тӑр-и, тӑр-тӑр-и, карталанса тӑтӑр-и, пурте ӗҫе тӑтӑр-и» тесе тӑрӑ сывлӑша чӗтретсе тӗпреткелекен юрри те, ку кайӑкран таҫта-таҫта ҫӳлерехре вутлӑ хӳрине пӗр тикӗссӗн сӗтӗрсе вӗҫекен реактивлӑ самолет уҫӑмсӑр вӑввлани те, таҫти катари уйри ялхуҫалӑх машинин кӗр-кӗр-кӗр-кӗрлевӗ те ҫӗнтерейми, шартах таткалайми, шалтах хуплайми пулчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Ӑсан хыҫҫӑн вӗҫекен чӑххӑн пӗсехи ҫурӑлнӑ тесе ӑс паракан та пур».

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Сип-симӗс ешерекен улӑх, ҫепӗҫҫӗн савса пӑхакан хӗвел, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн вӗҫекен тӗрлӗрен кайӑксем — кусем пурте юратупа ҫыхӑннӑ ӗнтӗ, ҫапах та Ленӑшӑн кӑҫалхи кӗркунне ытти иртсе кайнӑ вӑхӑтсенчен чи илемли, чи ҫывӑххи пулчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ӑна Лермонтов сӑввинчи юрласа вӗҫекен пирӗшти аса килчӗ, — вӑл сӑвва Кӗҫтук чӑвашла куҫарнӑччӗ.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Сывлӑшра вӗҫекен шурӑ шарф ҫеҫ, айӗнчи утне пушшех те хавхалантарса, ҫӗлен пек явкаланать.

Куҫарса пулӑш

Акатуй // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сыхланӑр, Ту енче вӗҫекен ҫара ҫерҫисем!

Куҫарса пулӑш

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак упӑшкине тутарсем вӗлернӗ те, хӗрарӑм, тӳпере пӗччен вӗҫекен кайӑк пек, тӑлӑха тӑрса юлнӑ.

Куҫарса пулӑш

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сывалса ҫитсе вӗҫекен пулсан, эпӗ ӑна кӑларса ятӑм: пӳртре вӑл ытлашши чарусӑрланма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӑткӑн // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 40–43 с.

Темӗн чул инҫете вӗҫекен хур кайӑк та ҫуралнӑ кӗтессех таврӑнать тенӗ пек, эпир те тӑван яла таврӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Анушка аллинче руль ҫӑмӑлланчӗ, хӗрачана ӗнтӗ халь трактор ҫинче пынӑ пек мар, тикӗс ҫулла ҫил пек: вӗҫекен автомобиль ҫинче ларса пынӑн туйӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӑл ҫӗр ҫинче хир тӑрӑх вӗҫекен мӑян вӑрри пекех — ӑҫта вӗҫтерсе каять мӑян вӑррине ҫил, вӑл ҫавӑнта пырса ҫапӑнать.

Куҫарса пулӑш

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӗвӗ, ҫӗр ҫумӗпе хуллен ҫеҫ ярӑнса вӗҫекен кайӑк пек, татӑли-татӑлми юхать, чӗрене кайса тивсе ҫынна ирӗксӗрех шухӑша ярать.

Куҫарса пулӑш

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Мана, шурса кайнӑскере, хумханнӑскере, курсан вӑл малтан кӗтеселле чупса кайрӗ, унтан стенаран ҫапӑнса вӗҫекен хӗҫ пек ман ҫинелле ыткӑнчӗ, — ӑнлантарса пама та ыйтмарӗ.

Увидев меня, должно быть, взволнованного и бледного, он сначала отбежал в угол, потом кинулся на меня, как отраженный от стены мяч.

XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

1989 JA ят панӑ астероидӑн тӑршшӗ 1,76 километр, унсӑр пуҫне вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра вӗҫекен пӗр ҫухрӑмран кая мар сарлакӑш 878 астероид шутне кӗрет.

Астероид, названный 1989 JA, имеет длину 1,76 километра и является одним из 878 околоземных астероидов, ширина которых составляет не менее одного километра.

Ҫӗр чӑмӑрӗ патне пысӑк астероид ҫывхарать // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/31927.html

Умра вӗҫекен тӗрлӗ тӗслӗ такам- темскер курӑна-курӑна ҫухалать, туратсене силлеҫҫӗ, вӗсем вара тухатури чечексем ҫине шӗвӗ бриллиант пӗрчисене сапаҫҫӗ.

В нем появлялись и исчезали цветные летающие создания, потрясая ветви, брызгавшие на очарованные цветы жидкими бриллиантами.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Пальмӑна Гент «веер фонтанӗ» ят парать, сунчӑкла йывӑҫ — «вӗҫекен тӑрӑ», хура йывӑҫ — «симӗс кӗпеллӗ негр», кактус — «пуш-хир сысни» (кукӑр хӗҫсен ҫыххи) тата ыт. те.

Пальму Гент называл «фонтаном вееров», зонтичное дерево — «летящей вершиной», черное — «негром в зеленом платье», кактус — «кабаном пустыни» (связкой кривых сабель) и т. д.

VI. Караванри шуйттан // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Акӑ кустӑрмасем юрлама пуҫларӗҫ, кӗҫех вӗсен пӗр кӗвӗлӗхӗ вӗҫекен вакунсен пӗр евӗрлӗхне куҫрӗ те — Блюм тинех тӑпра хупланӑ ҫӗртен ҫӑлӑнса тухнӑ этем ҫӑмӑллӑхне туять.

Когда запели колеса и плавный стук их перешел в однообразное содрогание летящих вагонов, Блюм почувствовал облегчение человека, вырытого из-под земляного обвала.

I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.

Автомобильсем унран пӗр йӗрпе вӗҫекен кайӑксем евӗр вирхӗне-вирхӗне иртеҫҫӗ, анчах вӑл ҫуртсене ҫывӑхрах тенӗ пек курать ӗнтӗ, акӑ хула хӗрринчи тӑвӑр урамсем; кунта ҫуннӑ ҫуна нӳрлӗх шӑрши.

Автомобили обгоняли его, как птицы, несущиеся по одной линии, но он уже видел неподалеку дома и скоро проник в тесные улицы окраин, пахнущие сыростью и горелым маслом.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех