Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентсе (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
КПСС XX сьезчӗ ҫӗршыври хуласемпе ялсенче, тӗпрен илсен, пурне те вӑтам шкулта вӗрентсе кӑларас задачӑ кӑларса тӑратать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн (1931 ҫул тӗлне) пирӗн ҫӗршыв пурне те вӑтам шкултан вӗрентсе кӑларас задачӑна пурнӑҫлама тытӑнать.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

— Сире институтра вӗрентсе ҫӗршывшӑн усӑллӑ ҫын тӑвас тесе патшалӑх мӗн чухлӗ тӑкак туни ҫинчен шухӑшламан-и нихҫан та?

Куҫарса пулӑш

2 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Шкулсенче те алӗҫ кружокӗсенче ачасем ҫине пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ, вӗсене пӗчӗкренех тӗрлӗ ӗҫ тума вӗрентсе ӳстереҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Ун вырӑнне вара кирек хӑҫан та кӑмӑллӑ Маюкран, хӑйне ик тӗрлӗ станокпа ӗҫлеме вӗрентсе хӑнӑхтаракантан, хӑпа пӗлмест Анфиса.

Куҫарса пулӑш

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Ҫапларах вӗрентсе, ӑнӑҫлӑ ҫул сунчӗ мана пуҫлӑх.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Ашшӗне ӗмӗр тӑршшӗпе вӗрентсе пынишӗн ырӑпа асӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Сергей Павлов писатель, журналист та пӗрле ӗҫленӗ вӑхӑтсене, вӗрентсе каланисене аса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Денис Гордеева халалланӑ литература тӗпелӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... -pel-irtr/

Кун пек каласа эпӗ ачасене вӗрентсе, воспитани парас ӗҫре ытти предметсен пӗлтерӗшне нимӗн чухлӗ те чакарасшӑн мар-ха.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Паянхи кун, ӗҫлев йӑли-йӗркине типтерлӗн упраса тата пуянлатса пырса, эсир хальхи технологисемпе тата материалсемпе хастарлӑн усӑ куратӑр, импорта улӑш-тармалли, отрасль валли пысӑк ӑсталӑхлӑ кадрсем вӗрентсе хатӗрлемелли тӗллевсене пурнӑҫлас ӗҫе тивӗҫлӗ тӳпе хыватӑр.

Сегодня, сохраняя и преумножая трудовые традиции, вы активно используете современные технологии и материалы, вносите достойный вклад в решение задач импортозамещения, подготовки для отрасли высококвалифицированных кадров.

Олег Николаев Пир-авӑр тата ҫӑмӑл промышленноҫ ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/06/11/ole ... ikov-legko

— Чипертерех калаҫ-ха, Куҫма, — терӗ, тӑванне вӗрентсе, шлепкелли.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Управляющи хушнине, эпӗ хушнине ним мар пӑрахӑҫлама вӗрентсе ямалла-им ҫынсене?

Куҫарса пулӑш

XXIX // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Ҫӑлӑнӑҫ юлташусем вӗрентсе каланине ӑша илнинче…

Куҫарса пулӑш

XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пурне те тиркешме, чӑркӑшма вӗрентсе ҫитернӗ вӑл!

Куҫарса пулӑш

V // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Вӗсем хӑйӗнпе пӗрле ӗҫленине курса чунне лӑплантарнӑ ҫеҫ мар, итлесшӗн маррине курса ятлаҫа-ятлаҫа та киленнӗ, хӑйӗн пек пурӑнма вӗрентсе кӑмӑлне тултарнӑ.

Куҫарса пулӑш

IV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ҫтаппана атте килшӗн ҫеҫ харсӑр пулма вӗрентсе пӑсрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Пурлӑх пухма вӗрентсе, тирпейлӗ пулма та вӗрентрӗ мана атте.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Вӗсем ачасенчен ҫӗршыв патриочӗпе тивӗҫлӗ гражданинне вӗрентсе ӳстерме, салтакра кирлӗ хӑнӑхусене шкултах алла илме тата ҫамрӑксенче пуҫарулӑх туйӑмне аталантарма пулӑшаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫарпа спорт вӑййисем виҫӗ куна пычӗҫ // Эмилия ТИМОФЕЕВА. http://kanashen.ru/2023/05/19/c%d0%b0%d1 ... b%d1%87ec/

«Мана атте йӗлтӗрпе ярӑнма вӗрентсе, ярӑнса, кайран автомат ҫине куҫрӑм.

Куҫарса пулӑш

Автомат салатса пуҫтарчӗҫ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60500

Ку алгебрӑпа инженерсене вӗрентсе кӑларакан институтра вӗрентеҫҫӗ пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Правилине ӑнланаймарӑм // Сӳпенке Илли. «Капкӑн», 1935. — 1№ — 12 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех