Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗрентессине (тĕпĕ: вӗрент) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2025 ҫул тӗлне пирӗн пӗр сменӑпа вӗрентессине туллин тивӗҫтермелле, 16,5 пин ытла ҫӗнӗ вӗренӳ вырӑнӗ йӗркелемелле.

К 2025 году мы должны полностью обеспечить обучение в одну смену, создать более 16,5 тысячи новых ученических мест.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3

Хӑйӗн ӗҫӗнче вӑл кашни ачана тӑван шкула юратма, хисеплеме вӗрентессине тӗпе хурать.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Журналистсем меллӗ самантпа усӑ курса Алена Аршинова аслӑ шкул пӗтерекен ҫамрӑксене направленипе ӗҫлеме ярасси, куҫӑн мар майпа вӗрентессине пӑрахӑҫлама планлани, хӗрсемпе каччӑсем пӗчӗк хуласенчен пысӑккисене кайма ӑнтӑлни, ҫӗршывра пурӑнакансен хӑрушсӑрлӑхӗ тата ытти пирки мӗн шухӑшланине ыйтса пӗлчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Алена АРШИНОВА: Пӗрлехи ӗҫ чылай ыйтӑвӑн хуравне тупма пулӑшать // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

«Вырӑнти халӑхсен чӗлхине тата историне вӗрентессине эпир самай ӳстертӗмӗр. Эпир халь ытларах ют чӗлхене вӗрентетпӗр, ку, паллах, тӗрӗс, анчах та вӑл вырӑс чӗлхине, пирӗн литературӑна тата пирӗн, палӑртатӑп, пӗрлехи историе вӗрентессине сиен кӳмелле мар», — палӑртнӑ министр.

«Мы довольно серьезно увеличили региональную составляющую и в языке, и в истории. Мы больше учим сейчас иностранные языки, и это тоже, конечно, правильно, но это не должно идти в ущерб изучению русского языка, нашей литературы и нашей общей, подчеркну, истории», — сообщил министр.

Владимир Мединский вырӑнти чӗлхесене сахалрах вӗрентме сӗннӗ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/12846.html

Ял хуҫалӑх академийӗ хӑйӗн историйӗнчи ырӑ йӑлине — кирек хӑш направленипе вӗренекен студента рабочи профессисен никӗсӗсене те вӗрентессине — тавӑрас тӗллевлӗ.

Куҫарса пулӑш

Кадрсен ҫитменлӗхӗ ура ан хутӑр // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.06.28, 100№

Партин XVIII съезчӗ виҫҫӗмӗш пятилеткӑра хулара пурне те вунӑ ҫул вӗрентессине, ялсенче тата нациллӗ республикӑсенче пурне те 7 ҫул вӗрентессине пурнӑҫа кӗртсе ҫитерес задачӑна кӑларса тӑратрӗ.

Куҫарса пулӑш

Вулакансем лайӑх кӗнеке кӗтеҫҫӗ // Я. ПАВЛОВ. «Чӑваш коммуни», 1941, кӑрлач, 22, 18(5733) №

Ҫитес пилӗк ҫулта вара 2 сменӑпа вӗрентессине пӑрахӑҫлас ыйтӑва татса памаллах.

Куҫарса пулӑш

Тӗп тӗллев - ачасене паха пӗлӳ илме кирлӗ условисем туса парасси // Владимир Иванов. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех