Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренес (тĕпĕ: вӗрен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗренме пӑрахас тесе мар яла юласшӑнччӗ вӑл (вӗренес тесен таҫта та вӗренме пулать), хӑй ялта кирлӗ ҫын иккенне сисе пуҫланӑччӗ Ваҫук.

Он же решил остаться в селе вовсе не потому, что ему не хочется учиться (да, в конце концов, было бы желание, учиться можно везде), а из-за того, что чувствует себя здесь просто необходимым человеком.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӑштах вӗренес килет ман.

Учиться мне хотелось.

Каҫхи сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫӑмӑллинчен кӑткӑсраххине, мӗн чухлӗ ҫӗнни, ҫав тери хӑвӑртрах вӗренес килет.

Куҫарса пулӑш

Ачасене вӗтӗ шӑрҫапа аппаланма питӗ килӗшет // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/kultura/2022 ... et-3026877

Пирӗн республикӑри шкул ачисем те айккинче тӑрса юлмаҫҫӗ, вӗсенчен октябрӗн 24-мӗшӗ тӗлне 2072 заявка килнӗ, ҫав шутра 639-шӗ — офлайн мелпе вӗренес кӑмӑллисенчен.

Куҫарса пулӑш

Икӗ пин ытла заявка тӑратнӑ // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2022/11/08/%d0%b8%d0%b ... 82%d0%bda/

Пур предметсемпе лайӑх паллӑсемпе ҫеҫ ӗлкӗрсе пыраканскерӗн малалла вӗренес тӗллевсем пулнах.

Куҫарса пулӑш

Паян та хисеплеҫҫӗ, сума суса тав тӑваҫҫӗ // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/09/13/%d0%bf%d0%b ... %d0%b0cce/

Анчах та хӗр ачан вӗренес туртӑмӗ пысӑк пулнӑ, ҫемьере те хирӗҫ пулман.

Куҫарса пулӑш

«Тӗплӗ вӗрентетчӗ, ҫирӗп ыйтатчӗ», теҫҫӗ вӗренекенӗсем // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/04/%d1%82e%d0% ... %b5%d0%ba/

Ҫак вӑхӑтра пултаруллӑ пулнӑшӑн ӑна «1941—1945 ҫулсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медальпе наградӑланӑ. ҫамрӑкӑн питӗ малалла вӗренес килнӗ.

Куҫарса пулӑш

Анне пурри телей // Ю.Гаврилов. http://kasalen.ru/2022/10/11/%d0%b0%d0%b ... 5%d0%b9-2/

Чӗвен тӑма вӗренес пулать.

На дыбы научиться надо вставать.

Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Халӗ вӑрҫӑ пӗтнӗ, инженера вӗренес пулать!

Куҫарса пулӑш

XXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Малтан сахӑр тума вӗренес пулать, — терӗ Левентей.

Куҫарса пулӑш

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫакӑн пекки тума вӗренес тетӗп ҫеҫ.

Куҫарса пулӑш

9. Атӑл леш енче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӗсен ҫӗр тӗрлӗ ыйту пулчӗ: хаҫат кӑларма ҫӑмӑл-и, журналиста вӗренес тесен ӑҫта каймалла, мӗнле предметсене лайӑх пӗлмелле тата ытти те.

Куҫарса пулӑш

Журналист – ҫӑмӑл мар, анчах интереслӗ професси // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9621-zhurnal ... l-professi

Манӑн та ӳкерме вӗренес килет.

Куҫарса пулӑш

Анатолий Васильевич Данилов - юратнӑ художник, хисеплӗ ентешӗмӗр // Анастасия ДАНИЛОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/11008 ... rch-20-m-r

Иртнӗ ҫул республикӑра «Наци тӗррин шкулне» йӗркелесе янӑран мӑн асаттесемпе асаннесен илемлӗ тӗрри-эрешне мӑнуксемпе кӗҫӗн мӑнуксем те тӗрлеме вӗренес шанчӑк пурри хавхалантарать.

Куҫарса пулӑш

Элӗк район ҫыннисем Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Ҫырӑвне хаклаҫҫӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/elek-rajolaxen-cy ... lacce.html

Вӗренес тетӗп ҫав, — Нухрат лаша станӗ патне ҫывӑхах пырса тӑрса юпа ҫумне таянчӗ.

Куҫарса пулӑш

5. Ҫураҫнӑ хӗр // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унӑн вӗренес туртӑмне упӑшки ырласа йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Максимовсем сакӑр тӗрлӗ сыр тӑваҫҫӗ // Екатерина ЧЕРТЫНОВА. http://kanashen.ru/2022/10/10/%d0%bc%d0% ... %d0%b0cce/

Сирӗн ҫӗннине вӗренес, мӗн те пулин туянас килӗ.

Вам захочется изучать что-то новое и приобретать новые профессиональные навыки.

17-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Чӗлхе вӗренес тесен ҫав чӗлхепе калаҫакан ҫынпа хутшӑнмалла.

Выучить новый язык быстрее всего поможет общение с носителем языка.

49-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хирӗҫ тӑма вӗренес пулать.

Куҫарса пулӑш

Вӑрӑм Ура пулӑшни // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

«Ҫынна сиен тума мар, ырӑ тӑвас шухӑшпа вӗренес пулать.

Куҫарса пулӑш

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех