Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӗренекен сăмах пирĕн базăра пур.
вӗренекен (тĕпĕ: вӗренекен) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Саккуна йышӑнма кирлине палӑртнӑ: налук тытсан тӳлев укҫи чакать, унӑн пулӑшӑвӗн результачӗ конкретлӑ вӗренекен валли чакать.

Необходимость принятия закона продиктована тем, что при удержании налога сумма выплаты уменьшается, а результативность ее помощи для конкретного обучающегося снижается.

Студентсене пулӑшса - укҫа-тенкӗпе паракан пулӑшуран налук илмӗҫ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/common_mater ... lm-3388506

Унсӑр пуҫне 3-4- мӗш классенчи 2 пин, 10-11-мӗш классенче вӗренекен 1 пин ача пӗр кунлӑх профориентаци ҫул ҫӳревӗнче пулӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтӗр 5-9-мӗш классенче вӗренекен 3,3 пин ытла ача республикӑри паллӑ вырӑнсем тӑрӑх тӳлевсӗр турсенче пулнине аса илтерчӗ.

Куҫарса пулӑш

Икӗ юпа хушшинчи аташу // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/ike-yupa-hus ... chi-atashu

Ҫак йышра хулари медицина колледжӗнче вӗренекен Анна Федорова студентка та пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫула ҫитменнисене ӗҫе вырнаҫтараҫҫӗ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d0 ... %d0%b0cce/

Акӑ, кӑҫал 7-мӗш класра вӗренекен Ксения Анисимова обществознани предмечӗпе шкул ачисен Пӗтӗм Раҫҫейри олимпиадин муниципалитет тапхӑрӗнче призер пулса тӑчӗ.

Куҫарса пулӑш

Шкул тарӑн пӗлӳ парать, ачасене аталанма пулӑшать // Татьяна Максимова, Сергей Наумов. http://kasalen.ru/2023/07/14/%d1%88%d0%b ... %b0%d0%bd/

Ҫӗре яхӑн вӗренекен район, 18 вӗренекен республика тата виҫӗ вӗренекен Раҫҫей шайӗнче историпе обществознани, право, географи предмечӗсемпе ирттерекен олимпиадӑсенче мала тухнӑ.

Куҫарса пулӑш

Тава тивӗҫлӗ учитель // Альбина Ефремова. http://kasalen.ru/2023/07/18/%d1%82%d0%b ... %bb%d1%8c/

Программӑра наукӑпа техникӑ аталанӑвӗн малашлӑхӗ хальхи вӑхӑтра, чи малтанах, ҫутҫанталӑка тӗпчесе вӗренекен чи кирлӗ отраслӗсен — математикӑ, физикӑ, хими тата биологи наукисен ҫитӗнӗвӗсенчен килнине кӑтартса панӑ.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

Ҫитес ҫирӗм ҫул хушшинче мӗн пур ҫамрӑксене аслӑ шкултан вӗрентсе кӑларас задачӑна пурнӑҫлама май килмесен те, ҫак тапхӑрта аслӑ шкулсенче вӗренекен студентсен контингенчӗ виҫӗ хут ытла ӳсет.

Куҫарса пулӑш

Коммунизм культури // И.А. Маркелов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 80-88 с.

…Пӗр класра вӗренекен арҫын ачасем хӑй ҫине урӑхла пӑхма тытӑннине Кирилл ашшӗ чирлисене туя пуҫларӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Кирилл та, вунпӗрмӗш класра вӗренекен аппӑшӗ те вырӑнӗсем ҫинчен сиксе тӑчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Вӑтам шкула ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫамрӑк хӗр умӗнче пурнӑҫ сукмакӗсем юпленнӗ: пӗр сукмакӗ ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнчи ют чӗлхе факультетне илӗртнӗ, иккӗмӗшӗ — пиччӗшӗсемпе Лиза аппӑшӗ вӗренекен И.Н. Ульянов ячӗллӗ университета.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Шупашкарти 59-мӗш шкулти 9-мӗш класра вӗренекен Петр Дмитриевпа Дарья Фомина (Ертӳҫи — И.А. Антонова педагог) Галина Абрамова кӗнекеҫӗн кун-ҫулне тӗпчесе республикӑри «EXCELSIOR – 2023» фестиваль-конференцие хутшӑннӑ, «Чӑваш Енӗн просветителӗсем» секцире доклад вуласа ҫӗнтернӗ.

Куҫарса пулӑш

Галина абрамова: «Чӗлхепе тӗнче уҫҫи тытатӑп» // Светлана РАЗУМОВА. http://kanashen.ru/2023/06/16/%d0%b3%d0% ... %82%d0%b0/

Комсомольски вӑтам шкулӗсенче вӗренекен Анастасия Галзанова, Светлана Зайкова, Ева Александрова, Елизавета Дряблова, Иван Гончаровпа Даниил Костригин, Анастасия Лепешкина, Яна Густомесова, Леана Тукаевӑпа Лейсан Шакурова, Элина Тумаланова, Кирилл Соловьев, Дарья Муравьева тата Николай Любимов, Никита Самуков та пӗр мероприятирен те юлмаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫитӗнӳсен пухмачӗ ырӑ ӗҫсемпе пуянлантӑр // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d2%ab%d0%b ... %bd%d0%bb/

— Алюш, сана пӗр класра вӗренекен хӗр ачасенчен хӑшӗ килӗшет?

— Алюш, кто тебе из одноклассниц нравится?

Хӗвел умӗн // Любовь Федорова. Любовь Фёдорова. Ӗмӗр вӗрен. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2014. — 32 с. — 26 с.

Пурине хулари строительство училищинче вӗренекен ачасем, практикӑна пырса, хӑпартса пачӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Кӳршӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 35–44 с.

Люся — пирӗн юбилярӑн Ленинградра вӗренекен хӗрӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

«Ҫакӑн пек майпа ҫеҫ литературӑна тарӑннӑн вӗренме май пур, шкул ачи ҫакна ӑнлансан ҫеҫ вӗрентекенпе вӗренекен пӗрле хутшӑнса ӗҫлеме, тӗпчеме пултараҫҫӗ. Пурте ӑнланмалла чӗлхепе каласан, педагогӑн та, шкул ачин те 45 минут ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен шыравра пулмалла», - пӗлтерет В.Афанасьева.

Куҫарса пулӑш

Вӗренекенсене кӗнеке ытларах вулаттарас килет // Э.ЭЛИНА. http://alikovopress.ru/verenekensene-ken ... kilet.html

Ҫакна курса, Алексей Курицын, саккӑрмӗш класра вӗренекен ача, вӗҫнӗ пек чупса аннӑ путакан ачана ҫӑлма.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Ӑна Аслӑ Елчӗкри Г.Н.Волков ячӗллӗ вӑтам шкулта вӗренекен Арсений Адюковпа ҫыхӑнтарни те вырӑнлӑ тесе шутлатӑп.

Куҫарса пулӑш

Пуласлӑхӗ пысӑк // Ольга КАЗНАЧЕЕВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%bf%d1%8 ... 81a%d0%ba/

5-9-мӗш класра вӗренекен 5 пин шкул ачи ҫакӑнпа усӑ курма пултарать.

Куҫарса пулӑш

Республикӑри туризм порталӗ пулӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=m2i8pQJyRJs

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех