Шырав
Шырав ĕçĕ:
47. Пуху вӗсене чулпа пере-пере вӗлерӗ, хӗҫпе касса ваклӗ, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вӗлерсе тухӗ, вӗсен килне-ҫуртне вутпа ҫунтарса ярӗ.
Иез 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн сулмаклӑ, пысӑк та ҫирӗп хӗҫӗпе левиафана — тӳрӗ чупакан ҫӗлене, левиафана, явкаланса шӑвакан ҫӗлене — тӗп тӑвӗ, тинӗс ҫамне вӗлерӗ.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Мӗскӗнсене Вӑл тӳррипе сут тӑвӗ, ҫӗр ҫинче асапланакансен ӗҫӗсене тӗрӗс татса парӗ; ҫӗре Хӑй сӑмахӗн туйипеле пӗтерӗ, йӗркесӗр ҫынсене Хӑйӗн сӑмахӗпе вӗлерӗ.
Ис 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эпӗ питленине ӗненӗр: акӑ сирӗн ҫине хамӑн сывлӑшӑма ярӑп, сире хамӑн сӑмахӑма пӗлтерӗп. 24. Эпӗ чӗнтӗм — эсир итлемерӗр; аллӑма тӑсрӑм — тимлекенӗ пулмарӗ; 25. эсир манӑн пур канашӑма та хирӗҫлерӗр, эпӗ питленине йышӑнмарӑр. 26. Халӗ эпӗ эсир пӗтнинчен кулӑп; сире сехре хӑппи ҫитсессӗн савӑнӑп; 27. сире инкек-синкек ҫил-тӑвӑл пек килсе ҫапсассӑн, сирӗн тӗле инкек-синкек ҫавраҫил пек килсе тухсассӑн, сире хурлӑхпа йывӑрлӑх ҫитсессӗн савӑнӑп эпӗ. 28. Ун чухне чӗнӗҫ те мана — эпӗ илтмӗп; мана иртенпех шырама пуҫлӗҫ — тупаймӗҫ. 29. Пӗлӗве курайми пулнӑшӑн, хӑйсем валли Турӑран хӑрассине суйласа илменшӗн, 30. манӑн канаша йышӑнман-шӑн, эпӗ питленине тиркенӗшӗн 31. вӗсем хӑйсен ӗҫӗсен ҫимӗҫӗсене тутанӗҫ, шухӑшланӑ ӗмӗчӗсемпе тӑранӗҫ: 32. вӗсене айвансен чурӑслӑхӗ вӗлерӗ, ухмахсен ҫӑмӑлттайлӑхӗ пӗтерӗ; 33. мана итлекен вара усалтан хӑрамасӑр, шанчӑклӑ та лӑпкӑ пурӑнӗ».
Ытар 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫылӑхлӑ ҫынна усаллӑхӗ вӗлерӗ, тӳрӗ ҫынна курайманнисем айӑпа юлӗҫ.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Вӑл ҫӗлен наркӑмӑшне ӗмет; ӑна ехидна сӑнни вӗлерӗ.
Иов 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Вара Турӑ ӑна каланӑ: килнӗ ҫулупа пушхир урлӑ каялла кайса Дамаска ҫит; унта Азаила Сири патши пулма ҫу сӗр, 16. Ииуя, Намесси ывӑлне, Израиль патши пулма ҫу сӗр; Елисее — Сафат ывӑлне, Авел-Мехола ҫыннине — ху вырӑнна пророк пулма ҫу сӗр; 17. Азаил хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Ииуй вӗлерӗ, Ииуй хӗҫӗнчен тарса хӑтӑлнине Елисей вӗлерӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Саул илтӗ те мана вӗлерӗ, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 14. усал калаҫнӑ ҫынна тапӑр тулашне илсе тух та, вӑл каланине илтекенсем пурте аллисене унӑн пуҫӗ ҫине хуччӑр, вара пӗтӗм халӑх ӑна чулпа персе вӗлертӗр; 15. Израиль ывӑлӗсене кала: кам хӑйӗн Туррине хурласа калаҫать, ҫавӑ хӑйӗн ҫылӑхне хӑй ҫине илет; 16. Ҫӳлхуҫа ятне хур тӑвакан вилме тивӗҫлӗ, ӑна пӗтӗм халӑх чулпа персе вӗлерӗ: вӑл ютран килнӗ ҫын-и е ҫак ҫӗрти ҫынах-и, [Ҫӳлхуҫа] ятне хурлать пулсассӑн, ӑна вӗлерме тытса парӗҫ.
Лев 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] ӑна каланӑ: кам Каина вӗлерӗ, ӑна уншӑн ҫичӗ хут тавӑрмалла, тенӗ.15. И сказал ему Господь [Бог]: за то всякому, кто убьет Каина, отмстится всемеро.
Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Каин Ҫӳлхуҫа [Турра] каланӑ: ман ҫине хунӑ хаса чӑтас чӑтӑмран та пысӑкрах: 14. акӑ Эсӗ халӗ мана ҫӗр ҫинчен хӑваласа яратӑн, эпӗ Санӑн куҫу умӗнчен ҫухалӑп, ҫӗр ҫинче эпӗ хӑваласа янӑ ҫын, ҫапкаланчӑк ҫын пулӑп; мана тӗл пулакан кирек кам та мана вӗлерӗ, тенӗ.
Пулт 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2