Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑштах (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Раман вӑштах тӑрса ларчӗ.

Куҫарса пулӑш

48 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Иван Капитонович вӑштах ун еннелле ҫаврӑнчӗ:

Куҫарса пулӑш

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, сасса илтсе, пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ, хӑвӑртрах чупса пырса мастера ура ҫине тӑма пулӑшрӗ.

Куҫарса пулӑш

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, ҫакна илтсен, хӗр аллине вӑштах вӗҫертрӗ, лешӗ хирӗҫ пӗр сасӑ та кӑлармарӗ, утма ҫеҫ чарӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Шухӑша путнӑ Таранов, алӑк еннелле ҫурӑмпа выртнӑскер, кравать патне Сулагаев пырса тӑнине те сисмерӗ, лешӗ кӑх-кӑх ӳсӗркелесен тин пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ:

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Малалла иртсе тӑнӑ Арлашкин вӑштах каялла чакрӗ, аллипе алӑк хӑлӑпӗнчен тытрӗ:

Куҫарса пулӑш

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑй ытлашши персе янине туйса илнӗ Тамара карта ҫумӗнчен вӑштах аяккалла пӑрӑнчӗ те, вӑрӑм хӑмӑр ҫивӗтне авкалантарса урам урлӑ чупса каҫнӑскер, ватӑ йӑмрасем хыҫӗнче ҫухалчӗ.

Куҫарса пулӑш

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Хайхискер вӑрман хӗррине ҫитерехпе темрен шикленсе тӑпах чарӑнчӗ те, пуҫне айккалла-майккалла пӑркаланӑ хыҫҫӑн вӑштах каялла сирпӗнчӗ.

Куҫарса пулӑш

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Куҫне шӑлса типӗтсе Анфиса Ксенофонтовна пуҫне вӑштах каҫӑртрӗ:

Куҫарса пулӑш

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Витресемпе чӑшт! та чӑшт! шыв ӑсса илсен тулли кӗвентене вӑштах хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хурса Глафира ҫыран хӗрринелле хӑпарчӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Вӑштах сиксе утланчӗ Пӑкачав илсе пынӑ учӗ ҫине.

Куҫарса пулӑш

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗпе Нурулла килсе кӗрсен, тӗлӗрме пуҫланӑ Мирун (вӑл нихҫан та салтӑнса ҫывӑрмасть) вӑштах сиксе тӑчӗ, хӑраса кайрӗ.

Куҫарса пулӑш

Мирунпа Нурулла // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Атте, атте, пулӑ! — вӑштах хускалса илчӗ Антун.

Куҫарса пулӑш

Алӑпа пулӑ тытни // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Юр ӑшне туса хӑварнӑччӗ эп, — нар ҫинчен вӑштах сиксе анать тӗлӗрсе ларакан Ваҫли.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 108–131 с.

Вӑл Борис еннелле вӑштах ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.

Хӗрсем вара вӑштах каялла ҫаврӑнса пӗве пуҫӗпе утрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Нумай лартӑмӑр, кӗме вӑхӑт! — вӑштах сиксе тӑчӗ ҫамрӑк хӗрарӑм.

Куҫарса пулӑш

4 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Старик стенаран сӗвенчӗ, пуҫне типӗ аллисемпе ярса тытрӗ те куҫӑмӗсен аптӑравлӑ хӑвӑртлӑхӗпе чӳрече янахӗ ҫине улӑхрӗ, вӑштах сиксе чӑтлӑхалла чӑмрӗ.

Старик прижался к стене, охватив голову сморщенными руками, затем с растерянной быстротой движений очутился у подоконника, выпрыгнул и нырнул в чащу.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Эсир таврӑнтӑр-и, Саллас? — сунарҫӑ хыҫӗнче такам ҫӑмӑллӑн утса килет, Гент ҫаврӑнчӗ те — вӑштах сиксе тӑчӗ.

— Вы вернулись, Саллас, — сказал охотник, услышав шаги сзади, и, оглянувшись, вскочил.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Эпӗ вӑштах сиксе тӑтӑм: хам камне, ӑҫтине, манпа мӗн пулса иртнине мансах кайрӑм.

Я вскочил, забыв, где я, кто я и что со мной.

XIX. Руфут ханкӑрӗн синкерӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех