Шырав
Шырав ĕçĕ:
вӑхӑтӗнчен (тĕпĕ: вӑхӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сан умӑнта тӑма намӑсланатӑп, хӑратӑп эпӗ: 72. пирӗн ҫылӑхӑмӑрсем пуҫ тӳпинчен те ҫӳлерех ҫӗкленнӗ, пирӗн ӑссӑрлӑхӑмӑр тӳпенех ҫитнӗ; 73. аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк ҫылӑх ӑшӗнче пурӑнатпӑр, 74. хамӑр ҫылӑхсемшӗн, аттесен ҫылӑхӗсемшӗн пире хамӑр тӑвансемпе, хамӑр патшасемпе, хамӑр священниксемпе пӗрле ют ҫӗрсен патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, эпир паянхи кунчченех намӑс курса пурӑнатпӑр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир тӳснӗ асап — Ассири патшисен вӑхӑтӗнчен пуҫласа паянхи куна ҫитиччен тӳснӗ асап, пирӗн патшасене, аслӑ ҫынсене, священниксене, пророксене, аттемӗрсене, Санӑн пӗтӗм халӑхна ҫитнӗ асап — Сан умӑнта сахал пек ан курӑнтӑрччӗ.
Неем 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Аттемӗрсен вӑхӑтӗнчен пуҫласа мӗн паянхи кунчченех эпир тӳсме ҫук пысӑк айӑпра; йӗркесӗр ӗҫӗмӗрсемшӗн пире, пирӗн патшасене, пирӗн священниксене ют ҫӗр патшисен аллине панӑ, хӗҫ айне тунӑ, тыткӑна ӑсатнӑ, ҫаратнӑ, паянхи пекех, намӑс курса пурӑнмалла тунӑ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1
- 2