Шырав
Шырав ĕçĕ:
Именсе курнӑ ҫынсем ҫакна пӗлеҫҫӗ: ку туйӑм вӑхӑтпа тӳрӗ шайлӑн ӳсет, хӑюлӑх вара хирӗҫле шайлӑн чакать, урӑхла каласан: вӑхӑт иртнӗҫемӗн именӳ вӑйлӑланса, час ҫухалми пулса пырать, хӑюлӑх вара чакнӑҫемӗн чакать.
XVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Диалогсен кӗнеки ҫине чылай вӑхӑт хушши тӑрлавсӑр пӑхса лартӑм, анчах часах уйрӑлса каясси ҫинчен шухӑшланӑран куҫӑмсем куҫҫульпе тулнине пула пачах вулаймарӑм; мӗн вуланине Карл Иваныча каласа пама вӑхӑт ҫитсен, вӑл куҫне хӗссе итленӗ чухне (ку вара ырра пӗлтерместчӗ), шӑпах пӗри: «Wo kommen Sie her?» тесе ыйтнӑ, тепри: Ich komme vom Kaffe-Hause, тесе ответленӗ вырӑнта чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, ӗсӗклесе йӗнӗрен Haben Sie die Zeitung nicht gelesen? тенине те калама пултараймарӑм.
IV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Вӑхӑт ҫур еннелле пулнӑ, хӗвел анса ларнӑ вӑхӑтра питӗ вӑйлӑ ҫӑмӑр тӑкнӑ.
Ӑслӑ Жиреншепе хитре Карашаш // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 12–20 с.
Сергей Смирнов хӑй «Герои блока смерти» кӗнекинче тупӑннӑ ҫичӗ ҫын ятне асӑнать: Виктор Украинцевпа (Ростов облаҫӗнчи Новочеркасск хулинчен) Иван Битюков (Луганск облаҫӗнчен) — вӗсем Австри бургомистрӗн хуторӗнче пӗр вӑхӑт пурӑнса кайран малалла тараҫҫӗ, Иван Баклановпа (Курган облаҫӗнчен), Владимир Соседко (Краснодартан) — вӑрманта пытанса пурӑнса ҫӗнтерӗве те унтах кӗтсе илеҫҫӗ, Александр Михеенковпа (Смоленск облаҫӗнчен) Владимир Шепетя (Полтавӑран) — Австрири хресченсен сарайӗнче пӗр вӑхӑт пурӑнса илнӗ хыҫҫӑн кайран малалла каяҫҫӗ, Иван Сердюк (Донбассран) — мӗнле хӑтӑлнине ҫырса кӑтартман.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Анчах Короле пушӑ вӑхӑт пама юрамасть, ун аллине ӗҫ тыттарас пулать, ӑна пӗтӗмпех ҫавӑрса илмелли чӑн-чӑн ӗҫ парас пулать, ним ҫинчен шухӑшламаллӑх та вӑхӑт ан юлтӑр унӑн.
29 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Юлашки вӑхӑтра манӑн вӗсем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулман.
11 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Старик хӑйне ӑнсӑртран пӗлтернӗ хыпар тӗрӗс пулнине тата чарас вӑхӑт иртсе кайнине, анчах ӗҫе тӳрлетме чи лайӑх вӑхӑт пулнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илнӗ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ытти пӗтӗм вӑхӑт, тӑвансем патне, паллӑ ҫынсем патне кайса, вырсарникунсенче княгиня пиччӗшӗн килти чиркӗвӗнче кӑнтӑрлахи кӗлӗре тӑрса тата княгиня патӗнче питӗ кичеммӗн апат ҫисе ирттернӗ вӑхӑтсӑр пуҫне, пӗтӗмпех ҫамрӑк ҫынсен хӑйсен аллинче пулнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑхӑт ӗнтӗ, тахҫанах вӑхӑт паянхи куна таврӑнмашкӑн.
10 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Калӑпӑр акӑ, вӑтӑр ҫул ӗлӗкрех пирӗн ҫӗршывра социализм идеи ҫӗнтерсе илмен пулсан, ҫав вӑхӑтри чи лайӑх ҫынсем Хӗллехи Двореца, Перекопа, Красный Горкӑна штурмламан пулсан, вӑхӑт ҫитиччен пирӗн ҫӗршыв ҫитӗнсе ҫитмен пулсан, — этемлӗх халӗ мӗн чухлӗ кая юлнӑ пулӗччӗ!
Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
— Ҫитӗ вӑхӑт, — хӗрӳллӗн каларӗ Дульник, — тупа тӑватӑп сире, ҫав вӑхӑт ҫитет!— Наступит время, — горячо сказал Дульник, — клянусь вам, что такое время наступит!
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Кайран, пушӑ вӑхӑтра, Харитонов илсе килнӗ минӑпа нумай вӑхӑт аппаланнӑ.Потом, в свободный час, Харитонов долго корпел над принесённой миной.
Николай Харитонов сапёр // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 270–280 с.
Пуҫӗ вӑйсӑррӑн пӗр айккинелле тайӑнать те, тахӑшӗ хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, чӗркеленсе юнланнӑ алли вӑхӑтран вӑхӑт ӑна тӳрлетет.
XXIX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл хӗснӗ куҫӗсемпе, вӑхӑтран вӑхӑт тӗксӗмленсе е йӑл кулса, йӗркесем тӑрӑх йӗрлесе пырать.Он водил прищуренными глазами по строчкам, время от времени хмурясь или улыбаясь.
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Каҫӑ патӗнче хура ҫӑмламас бурка тӑхӑннӑ генерал хӑйӗн казакӗсене кӗпер ҫине кӗме вӑхӑтран вӑхӑт васкатса тӑрать.У переправы стоял генерал в черной косматой бурке, время от времени подгоняя своих казачат:
XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Ҫав ҫуртӑн чӳречисенчен вӑхӑтран вӑхӑт хӳреллӗ пиҫӗ ҫулӑм туха-туха каять: минометсенчен переҫҫӗ.Время от времени из его окон вырывалось хвостатое упругое пламя: били минометы.
XIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑл хӑйне лашапа пӗрле ӳкерттерсе илесшӗн пулчӗ те, лашине чӗлпӗртен тытса, вӑл та маттур тата пуҫне каҫӑртса тухтӑр тесе, вӑхӑтран вӑхӑт ӑна шӑлӗсенчен тӗрте-тӗрте илчӗ.
X // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Вӑхӑтран вӑхӑт пӑрӑссем шатӑртатаҫҫӗ, ҫурт ҫинчи хӗрсе каннӑ черепица кӗмсӗртетсе тӑкӑнать, вара пушар каллех вӑраххӑн та пӗрпеккӗн ҫунать.
XXIV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Эпӗ политикӑллӑ лару-тӑрӑва тӗрӗс ӑнланатӑп пулсан, — терӗ хӑйӗн арӑмне Старчаков Яков Васильевич, ӗлӗк трест завхозӗ пулнӑскер, — халь манӑн вӑхӑт ҫитрӗ, коммерци вӑхӑчӗ.
8 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Вӑл ман пата пырса ҫӳреймен вӑхӑт маншӑн чи йывӑр вӑхӑт пулчӗ.Пожалуй, время её отсутствия было для меня самым тяжёлым испытанием за все дни нашего бедствия.
Фрося штурман // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.