Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрҫи (тĕпĕ: вӑрҫӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ула Тимӗр ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ — Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӳснӗ кӗҫӗн ҫулсенчи пин-пин совет ачин шӑпи.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

«Вут вутпа пӗр мар, — аса килчӗ ӑна ашшӗ ача чухне каланӑ хайла (лешӗ ӑна хӑй те Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнче фронтра Ҫӗпӗрте ҫуралса ӳснӗ пӗр салтакран илтнӗ пулнӑ).

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Аслӑ Аттелӗх вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӳснӗ кӗҫӗнрех ҫулхи ачасене халаллатӑп.

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче паттӑрлӑх кӑтартнӑ салтаксене асӑнса Нева юханшывӗн сулахай ҫыранӗнче Астӑвӑм аллейи йӗркеленӗ.

В память о солдатах, проявивших мужество во время Великой Отечественной войны, на левом берегу реки Невы была заложена Аллея памяти.

Чӑваш салтакӗсене асӑнса Питӗрте стелла вырнаҫтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34357.html

Халӑхӑн революципе граждан вӑрҫи ҫулӗсенчи паттӑрлӑхӗ, совет саманинчи халӑх пурнӑҫӗ тӗпренех ҫӗнелсе улшӑнни, ҫавна май ҫынсен шалти кӑмӑлӗсем те улшӑнни, вӗсем чунӗпе пуянланни, илемленни, телее халӑх ӗҫӗнче тупни ҫинчен, вӗсем таса юратӑвӗсем ҫинчен хавхаланса ҫырнӑ сӑвӑҫ.

Куҫарса пулӑш

Нестер Янгас // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Халӑх уйра хӗрсе тырӑ вырнӑ чух хӑрушӑ хыпар персе ҫитрӗ: тӗнче вӑрҫи пуҫланнӑ, мӗн пур вӑй питти арҫынсене салтака илсе каймалла.

Куҫарса пулӑш

XXII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Нимӗҫ пӑрҫине атте анкартинче лартса ӳстеретчӗ, вӑррине Германиренех илсе килнӗччӗ (вӑл унта пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи чухне тыткӑнра пурӑннӑ).

Куҫарса пулӑш

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ку юмана граждан вӑрҫи хыҫҫӑн хамӑр касрӑмӑр, — терӗ вӑл, кӗсйинчен автан пуҫлӑ кукӑр чӗлӗмне кӑларса.

Куҫарса пулӑш

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах ҫӗр йӑтайми хуйхи те, вӑрҫи те пулнӑ, пур та иккен.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, вӑрҫи куллен-кун вӑйланса, хаярланса пырать.

Куҫарса пулӑш

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Гитлер вӑрҫи пуҫлансан, эпӗ тӑватӑ ҫул вӑрман хуралҫинче хамах ӗҫлерӗм.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, малтанхи кунсенчех вӑл фронтра фашистсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, ӑста разведчик пулнӑ.

Куҫарса пулӑш

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Лаша яма кайсан е кӑнтӑр канӑвӗнче япун вӑрҫи ҫинчен те, «ермен» вӑрҫи ҫинчен те калакаласа паратчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

… Граждан вӑрҫи иртсенех пулнӑ теҫҫӗ ку япала.

Куҫарса пулӑш

II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Урӑх халӑх ӗҫ ҫыннисемпе анлӑн хутшӑнса пӗрле ӗҫлесе пурӑнни, вырӑс рабочийӗсен революцилле хастар кӗрешӗвӗ хавхалантарни, халӑха ӑнӑҫсӑр яппун вӑрҫи асап кӳни тата ытти нумай сӑлтавсем чӑваш ӗҫ ҫыннисен сӗмне те уҫаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вара ун пурнӑҫне татнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паттӑрлӑх туйӑмӗпе мӑнаҫлантарчӗ // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10674-pa ... aclantarch

Ӑна Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи хыҫҫӑн илсе килнӗ, пур ҫӗрте те акма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Пултӑранпа кӗрешеҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10759-pu ... -k-reshecc

Империализм вӑрҫи пуҫлансан иккӗмӗш ҫулхине салтак ҫулӗ ҫитнӗ Савруша та вӑрҫа илсе кайнӑ.

Куҫарса пулӑш

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Часах акӑ граждӑн вӑрҫи пуҫланчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Империализм вӑрҫи пуҫланиччен Тарье Сахара икӗ ывӑл ача ҫуратса пачӗ.

Куҫарса пулӑш

Йӗтем юпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех