Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑрри (тĕпĕ: вӑрӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юман вӑрри ҫапла тупӑннӑ та.

Так и нашелся человек, своровавший дубы.

Ҫӗнӗ Выҫли арҫынни 4 юманшӑн явап тытӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/36358.html

Вӑрмансенче, саваннӑсенче тӗрлӗ ҫимӗҫ те, мӑйӑр, ӳсен-тӑран вӑрри те темӗн чухлӗ, кайӑк-кӗшӗк те нумай пурӑнать.

В лесах и саваннах множество самых различных плодов и семян, водится много дичи.

Тропик тӑрӑхӗнче мӗнле халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем мӗн ӗҫлеҫҫӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Мӗнле шывсем тӑрӑх кайсан, Мускавран Каспий тинӗсне кайма май пуррине пӑхса тухӑр, Мускавран пуҫласа Атӑл вӑрри патне ҫитиччен миҫе километр пулнине масштабпа тӳррӗн виҫсе пӗлӗр.

Проследите, по каким рекам можно из Москвы проехать до Каспийского моря. Измерьте по масштабу расстояние от Москвы до устья Волги по прямому направлению.

ССР Союзӗн ҫӗр ҫийӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

7. Ҫырмана хут ҫине ӳкерӗр те унӑн пуҫӗпе вӑрри хӑш тӗлтине ҫырса кӑтартӑр.

7. Зарисуйте ручей и подпишите, где у него исток и устье.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Ҫак вырӑна шыв вӑрри (устье) теҫҫӗ.

— Вот это место называется устьем ручья.

Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Шыв вӑрри.

Устье ручья.

Вӑл панулмирен темӗнле майпа хӑй аллинех тӑрса юлнӑ йӑпӑлкка вӑрра хыпаласа ларчӗ, ӑна вӑл икӗ пӳрне вӗҫӗпе хӗстерсе тытрӗ те — пусрӗ, панулми вӑрри, сиксе тухса кайса, хӗре питӗнчен тиврӗ.

Куҫарса пулӑш

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Килӗренех така пусасси ҫинчен калаҫаҫҫӗ, килтен киле хӑмла, ҫӗпре, кӑвас тӗпӗ, энӗҫ вӑрри ыйтса чупаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Ҫутӑ сӑнӗ — хӗвеле хирӗҫ тытнӑ таса панулми пек, витӗр пӑхсан, вӑрри курӑнса каяс пек.

Куҫарса пулӑш

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Каканаров пальто кӗсйинчен ҫур пӳрне тӑршшӗ кӗленче кӑларчӗ те ун ӑшӗнчен пӗр кантӑр вӑрри пысӑкӑш пӗрчӗкне ывӑҫ тупанӗ ҫине силлесе илчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Вӗсен пӗр юххи ман ҫумран вирхӗнсе иртет те, шыв вӑрри тинӗсе пырса кӗнӗ пек, ҫӗнӗ завод ҫӗкленсе сарӑлнӑ ҫӗрте — капмар ҫуртсен таврашӗнче, металл каркассемпе сӑвайсен «вӑрманӗсенче», котловансен тӗлӗнче, кирпӗч куписемпе панель шаршанӗсем хушшинче — темиҫе юппа уйрӑлать.

Куҫарса пулӑш

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пасара каятӑп пулать те икӗ курка кавӑн вӑрри сутнипех таврӑнатӑп пулать.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Икӗ курка кавӑн вӑрри те пилӗк кашӑк кишӗр вӑрри ҫеҫ сутрӑм.

Куҫарса пулӑш

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Шелттемсем ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсене ҫурхи тулӑ, вика, пӑрҫа, урпа, рапс тата ытти культура вӑрри сутнӑ.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Тӗрӗслеве тӑратнӑ материалта тӗрлӗрен ҫӳп-ҫап тата ҫум курӑк вӑрри курӑнманнине палӑртаҫҫӗ специалистсем, – терӗ Валерий Васильевич.

Куҫарса пулӑш

Паха вӑрлӑхпа усӑ курни пысӑк тухӑҫ илме тата тӑкаксен пысӑк пайне саплаштарма май парать // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/12/%d0%bf%d0% ... %b0%d1%82/

Вӑл каялла больница ҫурчӗ патнелле чупса ҫитнӗ вӑхӑтра тепӗр чӳрече умӗнчи решетке ҫӗкленме пуҫланӑ — тепӗр вӑрри тухса тарма тытӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ҫав самантрах вӑрри аяккалла тапса сикнӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Больницӑран шӑнкӑравлаҫҫӗ… // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑрри кам пулнӑ тетӗн-и?

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Леш ҫынни — вӑрри ӗнтӗ — ҫав вӑхӑтра автобуса кӗме ӗлкӗрчӗ, тепӗр самантранах автобус тапранса кайрӗ…

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Акӑ, нумаях та пулмасть пӗр кӗсье вӑрри тытрӑм…

Куҫарса пулӑш

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Страницăсем:

Меню

Статистика

...тĕплӗнрех