Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вӑйпах (тĕпĕ: вӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Укахви, ун кӑмӑлне пӗлсе, ӑна вӑйпах хӑйсем патне сӗтӗрет.

Куҫарса пулӑш

V // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫавӑнтах священник умӗнче ларакан ача хӑй патша иккенне аса илчӗ курӑнать, пергамент таткине чӗркуҫҫи ҫине вӑйпах ҫат! тутарчӗ.

Куҫарса пулӑш

18. Ылтӑн ҫӑмарта тӑвакан чӑх // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Каччӑ Альпие вӑйпах пушӑт тӗрки ҫине лартасшӑн пулчӗ, анчах тем пек тархасласан та хӗр ларма килӗшмерӗ.

Куҫарса пулӑш

2. Вӑрман юрри // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Лӑпкӑн канас килсен хӑвӑра пӗр-пӗр ӗҫе вӑйпах тума ан хистӗр.

А если хотите просто расслабиться и отдохнуть, то не заставляйте себя делать что-то через силу.

4-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Анчах вӑйпах сырӑнакан ӗҫтешсенчен айккинерех пулӑр, вӗсене вӑрттӑнлӑхсене ан пӗлтерӗр.

Но держитесь подальше от настойчивых сослуживцев, и не выдавайте секретов.

20-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— Ҫарпа кайнӑ чух сан ҫыннусене вӑйпах туртса илетӗп, вӑл ҫеҫ мар, пӗр-ик ҫӗр лаша та памалла пулать санӑн, — терӗ.

Куҫарса пулӑш

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Унччен те пулмарӗ — Николай Сергеевич ачана ҫурӑмран виҫӗ хутчен вӑйпах шаплаттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

9 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Анчах лешӗ, чакармассине пӗлтерсе, тӗркеме вӑйпах тыттарчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Тимуша, ман юлташа, тытса юлчӗҫ, вӑйпах пӗрле илсе кайрӗҫ.

Куҫарса пулӑш

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хуҫи ирӗк памасӑр ытлашши тырра вӑйпах туртса илни сӑтӑрла ӗҫ туни пулать имӗш.

Куҫарса пулӑш

7 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Е татах… — каласа пӗтереймерӗ, чӗн пушӑпа хӗрачине виҫ-тӑватӑ хутчен ҫурӑм урлӑ пӗтӗм вӑйпах ҫапса илчӗ.

Куҫарса пулӑш

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Вӑл ҫӗкленчӗ, тухма хӑтланчӗ, анчах Моргиана ӑна вӑйпах тытса чарчӗ:

Она встала, порываясь выйти, но Моргиана, силой удерживая сестру, сказала:

XX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Ӑна пушӑ куҫӗсемпе тӗсекен Мерседес тепӗр тулли стакан ӗҫрӗ те Тирнаур аллинчи кӗленчене вӑйпах туртса илчӗ, лешӗ ӑна виҫҫӗмӗш стакан тултарма чарасшӑнччӗ.

Взглянув на него пустыми глазами, Мерседес выпила еще один стакан и с силой выдернула бутылку из рук Тирнаура, который хотел помешать ей налить третий.

XI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Пӗри, аслӑ шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн вӑйпах янӑскер, ӗҫлекеленӗ аран-ҫуран, тӑваттӑмӗш ҫулне яла таврӑнман.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кукамӑшне хӗрхенсе-ши е пулӑшас текен тупӑннӑ — Эверккие пӗринче интернат-шкула вырнаҫтарас терӗҫ, Эверкки, хӑйне вӑйпах тытса ярасран хӑраса, тарса пытанчӗ.

Куҫарса пулӑш

X // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Эверкки савнине диван ҫине лартса вӑйпах хӑй тӑхӑнтартрӗ.

Куҫарса пулӑш

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Хӗрарӑма вӑйпах хай еннелле ҫавӑрса тӑратрӗ художник, хулпуҫҫинчен асӑрханса тытса, куҫлӑх айӗнчен ун ҫине ачашшӑн пӑхрӗ.

Куҫарса пулӑш

II // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Пӗррехинче Алюша хирте бригадир ярса тытнӑ та ҫӳлелле ҫӗклесе ҫӗр ҫине вӑйпах пӑрахнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ӗне сутнӑ кун // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7558.html

Мирамбо малтанах Уиджиджирен килекен араб караванне ҫаратать, урӑхла каласан — караванран ӑна, Мирамбона, пилӗк пичке тар, пилӗк пӑшал тата пусма-пустав пилӗк тӗркем пама вӑйпах хистесе ҫитерет.

В первый раз Мирамбо ограбил арабский караван, шедший из Уиджиджи, то есть вынудил его уплатить пять бочонков пороху, пять ружей и пять тюков материи.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Тепӗр чухне вӗсене вӑйпах хӑваласа яма тивет.

Временами их приходилось разгонять.

X. Мирамбо вӑрӑ-хурах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех